Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл йӑпӑр-япӑрах хыҫалти бортран тытса аллисемпе туртӑнса ҫӗкленчӗ те кузоз ҫинелле кӗрсе ӳкрӗ; кунта ӑна тусӗсен вӑйлӑ аллисем тытса илчӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав вӑхӑтра каллех моторсем кӗрлени илтӗнчӗ, паҫӑрхи самолётсемех, ҫул ҫийӗпе аялтанах, пӗр ҫунат ҫинчен тепӗр ҫунат ҫинелле сулкаланса, ыткӑнса иртсе кайрӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Старший лейтенант ҫавӑнтах кузов ҫинчен анчӗ те, курӑк ҫине ларса, ҫул ҫинелле тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ.Старший лейтенант сейчас же вылез из кузова и присел на траве, зорко смотря на дорогу.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗртен-пӗр ҫын! — Вӑл чӑпӑк шӑтӑкӗ витӗр лампочка ҫути ҫинелле пӑхрӗ те, пуҫӗпе сулкаласа илчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самолёта тытса пырса, Наумов ручкӑна хӑй ҫинелле туртрӗ, вара шӑрчӑк евӗрлӗ пӗчӗк машина, — ҫурҫӗрти фронтсенче «лесник», центральнӑйсенче «капустник», кӑнтӑртисенче «кукурузник» тесе ачаш ят панӑскер, — пур ҫӗрте те салтаксем шӳтлесе чӗннӗскер, анчах пур ҫӗрте те ватӑ, ӗҫре тӗрӗсленнӗ, кулӑшларах, боевой тус вырӑнне хурса хисепленӗскер, пур совет лётчикӗсем те тахҫанах ларса вӗҫме вӗреннӗ машина, ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарма тытӑнчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Савӑннипе Мересьев кӑшкӑрса ячӗ, ним шухӑшламасӑрах газ рычажокне аллипе тытса хӑй ҫинелле туртрӗ, анчах ҫавӑнтах калаҫмалли трубкӑра вӑл инструктор хаяррӑн вӑрҫса илнине илтрӗ: — Эс тамӑка аҫунтан малтан кӗрсе ан кай! — терӗ вӑл.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев кабина бортӗнчен тытса, яклака ҫунат ҫинелле чакаланма тытӑнчӗ.Мересьев карабкался по скользкому крылу, судорожно цепляясь за борт кабины.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн сарлака куҫ харшийӗсем яка та мӑнтӑртарах ҫамки ҫинелле тата ҫӳлерех хӑпарса кайрӗҫ.Широкие брови еще выше всползли на гладкий и жирноватый лоб.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем пӗр виҫӗ сехетчен, пӳлӗме кӗрекен хӗвел пайӑркисем стена ҫинелле хӑпарма пуҫличченех ларчӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев сасартӑк сиксе тӑрса ун ҫине кӑшкӑрса янӑ пулсан, хӑйӗн ылтӑн саспаллисемлӗ туйипе сулса ун ҫинелле ыткӑннӑ пулсан, ачана вӑл ҫакӑн пек тӗлӗнтермен пулӗччӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав вӑхӑтра ачасенчен пӗри, хӑйӗн тусӗнчен тарнӑ май, лётчикӑн малалла тӑснӑ урисенчен такӑнчӗ те, хӑйӑр ҫинелле ывтӑнса кайрӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Арӑмӗ кӑшкӑрса ямарӗ, сулӑнса каймарӗ, вӑл ҫӳлелле ҫӗкленӗ аллине хуллен кӑна антарчӗ те, хӑйсем ҫинелле тӗлленӗ револьверсен кӗпҫисем умӗнче упӑшкине алӑ пачӗ.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Хӗрлӗ Ҫар Ростов ҫинелле наступлени туса пырать.Наверняка Красная Армия продолжает наступление – уже за Ростовом!
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Клавдия Михайловнӑн ури сассисем коридорта инҫетрен инҫете кайма пуҫласан, вӑл алӑк ҫинелле хаяррӑн, ҫав вӑхӑтрах юратакан куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те: — «Совет ангелӗ…»
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӗлеткин йывӑрӑшӗ ура вӗҫӗ ҫинелле куҫнӑ самантра Алексей иккӗмӗш урине тӑрук туртса урайӗнчен уйӑрчӗ те, ӑна малалла ывтӑнтарчӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ, малтанхи йӑнӑшсене шута илсе, вӑл каллех стенаран уйрӑлчӗ те, искусственнӑй урин вӗҫне аякалла пӑрса, ура кӗли ҫине тӑчӗ, унтан кӗлеткин йывӑрӑшне ура вӗҫӗ ҫинелле куҫарчӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйӗн хальхи урисен пахалӑхне пӗлменнипе, вӑл утнӑ чух вӗсемпе мӗнле пуссан авантарах пулассине те чухлайман, малалла пӗрре ярса пуссан кӗлетке йывӑрӑшне ура кӗли ҫинчен ура тупанӗ ҫинелле куҫарма, тепӗр утӑм тусан кӗлетке йывӑрӑшне каллех тепӗр урин кӗли ҫине куҫарма кирлине пӗлмен.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей халӗ ҫав ҫула аса илчӗ: вӑл ялти ишӗлсе аннӑ кив чиркӳ ҫумӗпе, кирпӗчрен тунӑ, анчах нимӗҫсем ҫунтарса янӑ, пушӑ чӳрече шӑтӑкӗсемпе ҫул ҫинелле пӑхса ларакан шкул ҫумӗпе иртсе пӗчӗк вӑрман урлӑ каҫнӑ (ку вӑрманта чӑрӑш тураттисемпе витнӗ бензовозсем пытанса тӑнӑ), малалла команднӑй пункт землянкисем умӗпе иртсе хӑмасенчен ҫапса тунӑ пӗчӗкҫеҫ будка тӗлӗпе (ку будкӑра Метеорологи сержанчӗ картӑсемпе, схемӑсемпе тӑрмашса пурӑннӑ) тӑсӑлса выртнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексейӗн вӗсем ҫинелле пӑхнӑ май чӗри савӑнӑҫпа тулчӗ: ӗҫ йӗркеллех, аванах пулса тухнӑ — ахальтен мар ку хӗрӗн сӑн-пичӗ ҫав тери уҫӑ кӑмӑллӑ, килӗшӳллӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр вырӑнта кӑштах тӑрсан, хӑнӑхман пирки, протезсене урасем ҫумне ҫирӗплетнӗ вырӑнта питӗ хытӑ ыратнине туйса, Мересьев малтан хуллен кӑна пӗр костыльне, унтан теприне илсе пусрӗ, кӗлеткин пӗтӗм йывӑрӑшне вӗсем ҫинелле куҫарчӗ, вара малтан пӗр урине, унтан тепӗр урине малалла туртрӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950