Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳкме (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑм чунӗпе сисрӗ вӑл унӑн кӑмӑлне, чӗри ун патне темле туртӑнакан та, ҫакна вӑхӑт ҫитмесӗр, асӑрханусӑр палӑртсан, Григорий ӑна курайми пуласса, иккӗшӗн хушшинчи юрату ҫине тӗксӗм мӗлке ӳкме пултарасса тавҫӑрса ӑнланчӗ.

Женским чутьем она распознала его настроение, сообразила, что всякое неосторожное и несвоевременное проявление ее чувства к нему может вооружить его против нее, кинуть какое-то пятно на их взаимоотношения.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ни тарса ӳкме, ни пытанса юлма ҫук.

Не набегаешься и не схоронишься.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Снарядсем вӑрман ҫине веер пек сарӑлса ӳкме тапратсан, повстанецсем пеме пуҫларӗҫ.

Как только по лесу веером начали ложиться снаряды, повстанцы открыли огонь.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Мӗн эпӗ качча каякан хӗр-им, чипер ларнӑ ҫӗртех тӑнран кайса ӳкме?

— Да что я, девка на выданье, чтоб ни с того ни с сего в обморок хлопаться?

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сана та ӳкме хушмастӑп.

И тебе не советую.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Коробин, хӑйне темӗнле вӑрттӑн ӗҫ тунӑ чух тытнӑ пек, мӑраннӑн ҫаврӑнкаларӗ, аллинчи кепкине кӑларса ӳкерчӗ, пукана кровать патнерех шутарчӗ, юлашкинчен хӑй хӑраса ӳкме хатӗрришӗн кӑмӑлсӑр пулса ларчӗ те куҫ харшисене пӗркелентерчӗ.

Коробин, словно пойманный на чем-то запретном, неуклюже засуетился, выронил из рук кепку, придвинул поближе к кровати стул и, недовольный своей трусливой готовностью, наконец сел и насупился.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсем ҫӑра курӑк хушшинче каҫ тӗттӗмӗччен выртрӗҫ те унтан тин вӑрманалла чупрӗҫ, каялла ҫаврӑнса пӑхмӑсӑрах ҫурҫӗре, йӑвӑ ӳснӗ ҫирӗксемпе хурӑнсен чӑтлӑхӗ тараватлӑн илӗртекен ҫырма-ҫатраллӑ ката варрине ҫитсе ӳкме хыпаланчӗҫ.

Они лежали в густой траве до сумерек и только тогда на рысях уходили к лесу, без оглядки спешили на север, в ендовы, гостеприимно манившие густейшей зарослью ольшаника и берез.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӗрӗслемелле персе янӑ снаряд чуна ҫӳҫентермелле ҫивӗччӗн сӳлетсе ҫывхарчӗ, ҫак вичкӗн сасӑ вӑйланса-вӑйланса пырса, хӑйӗн юлашки чиккине ҫитнӗ пек туйӑннӑ тӗле вара пӗр ҫӑханӗ, кӑшт ҫӳлтентерех вӗҫекенни, сасартӑк ҫавраҫил ярса илнӗ турпас пек хӑвӑрт-хӑвӑрт пӗтӗрӗнме пуҫларӗ те, ҫунаттисене чалӑшшӑн сарса пӑрахса, сывлӑшра ҫаплах тытӑнса тӑрасшӑн майӗпен ҫавӑрӑнкаласа, тӗм-хура пысӑк ҫулҫӑ ӳкнӗ пек, ҫӗрелле вӗлтӗртетсе ӳкме тытӑнчӗ.

Пристрельный снаряд с тугим нарастающим скрежетом стал приближаться, и когда вой его, казалось, достиг предельного напряжения, один из воронов, летевший выше, вдруг бешено завертелся, как стружка, схваченная вихрем, и, косо простирая крылья, спирально кружась, еще пытаясь удержаться, стал падать огромным черным листом.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахӑртнех, ҫунать пулмалла-ха, хӑйӗн мӑчӑлти ҫутине сапаласа, Григорий ҫут тӗнчене килнӗ кун ҫӳл тӳпене ярӑнса тухнӑ пӗчӗкҫӗ ҫӑлтӑр; вӑхӑчӗ ҫитмен-тӗр-ха ӑна халех татӑлса ӳкме, аялалла вирхӗнекен сивӗ ҫулӑмӗпелен тӗпсӗр тӳпе ытамне ҫунтарса вӗҫме.

Знать, еще горела тихим трепетным светом та крохотная звездочка, под которой родился Григорий; видно, еще не созрела пора сорваться ей и лететь, сожигая небеса падучим холодным пламенем.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Пӳлӗхҫӗм, пулӑш тарса ӳкме!

«Господи, унеси!

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Подтелков шуҫса ӳкме пуҫланӑ Кривошлыкова хулӗнчен ярса тытать.

Подтелков поддерживает поскользнувшегося Кривошлыкова.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Уншӑн пулсан — малалла каймалла-и, каялла-и — кирек ӑҫталла пулсан та халӗ пӗрех пулчӗ; вӑл ӑҫта та пулин кайма, хӑй хыҫҫӑн ниҫта юлмасӑр йӗрлекен асаплӑ тунсӑхлӑн тарса ӳкме ҫеҫ тӑрӑшрӗ.

Ему было решительно все равно — вперед идти или назад, лишь бы двигаться, лишь бы уходить от следовавшей за ним по пятам тоски.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӳкме пулмасть пулӗ ун умне.

Ее, видно, не обгонишь.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Утне — хайхи лапах вӑкӑр пек хӗрлӗ ҫӑмлӑ, ҫурӑмӗ урлӑ кӗмӗл пиҫиххи пек шурӑ йӗр каҫаканнине — вӗлернӗ хыҫҫӑн, Максимка, йӗнерне ҫурӑмӗ ҫинче ҫӗклесе, тӑватӑ ҫухрӑм мекеҫленсе йӑтса пынӑ; унтан, урӑм-сурӑммӑн тапӑнса килекен шуррисенчен чӗррӗн хӑтӑлса ӳкме ҫуккине кура, йӗнерӗн капӑр кӑкӑрлӑхӗпе йӗвенне сӳсе илнӗ те хӑй халлӗнех ҫапӑҫу хирӗнчен пӑрахса кайнӑ.

Когда убили под ним коня — того самого, который бычачьей был масти, с серебряным ремнем вдоль спины, — вынес на себе Максимка седло, пер его четыре версты и, видя, что живым не уйти от яро наседавших белых, сорвал богатый нагрудник, взял уздечку и самовольно ушел из боя.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чылай генералсем хӑйӗн шухӑшне ырласа йышӑннине кура, Корнилов Великокняжески станицӑн хӗвеланӑҫ чиккинелле ӳкме, ҫарӑн стройпа пыма пултарайман пайне поход вӑхӑтӗнче утсем ҫине лартса, Кубань еннелле ҫаврӑнса кайма шутласа хурать.

Поддерживаемый большинством своих генералов, Корнилов решил идти западнее Великокняжеской, пополнить на походе нестроевую часть армии конским составом и уже оттуда повернуть на Кубань.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйне ҫитсе тытасран тарса ӳкме пикенсе, вӑл ҫири кӗрӗк пиншакне пӑрахса хӑварнӑ та халӗ ҫӑмӑл куртка вӗҫҫӗнех утса пырать.

Убегая от преследования, он сбросил полушубок и теперь шел в одной легонькой кожаной куртке.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Снарядсем пӗр хушӑ тӑшман речӗсен хыҫне ӳксе ҫурӑлнӑ хыҫҫӑн ҫывӑхарах ӳкме пуҫларӗҫ.

После перелета снаряды очередями стали ложиться вблизи цепи.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юрлӑ ҫеҫенхире сивӗ тӑман ӳкме пуҫларӗ.

На заснеженную степь ложился холодный туман.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗҫен кайӑк кӗтӗвӗсем, ҫывхарса килекен сивӗсенчен, ҫӳл тӳпере вичкӗн ҫурҫӗр ҫилӗ туллашнинчен тарса ӳкме пикенсе, ҫула тухма васкаҫҫӗ.

Спешили перелетные станицы, уходя от близких заморозков, от знобких в вышине северных ветров.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калама ҫук хӑюллӑ та паттӑр казак ҫыннисен чысӗпе мухтавне ӳкме ан парӑр.

Поддержите честь и славу беспримерно доблестного казачества.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней