Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах, пӳлӗме тумланса таврӑннӑ хыҫҫӑн, куҫӗпе кулли ытти чипер ҫынсенни пекех сивлек курӑннисӗр пуҫне, вӑл тӗлӗнмелле хитре пулать.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мӗншӗн качча илес мар? — тӑсрӗ вӑл малалла эпӗ ҫирӗплетсе ответленӗ хыҫҫӑн, — ытти тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫынсенни пекех, ман тӗллев — май пур таран телейлӗ тата лайӑх пуласси; хӑйӗн кӑмӑлӗ пулсан тата эпӗ никама та пӑхӑнми ҫын пулса тӑрсан, унпа тӗнчери чи илемлӗ хӗрпе пурӑннинчен те телейлӗрех, лайӑхрах пурӑнӑп.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑшшӑн кӗлтунӑ чух хӑйӗн хуйхи ҫинчен турра шанса каласа, вӑл йӑпану шыранӑ, ӑна тупнӑ та; чунӗ ытти ҫынсенни пекех тӑвӑлса килнӗ самантсенче куҫҫуль юхтарни тата чӗрӗ чун хӗрхенни чи лайӑх йӑпату пулнӑ вӑхӑтра, вӑл хӑйӗн вырӑнӗ ҫине пӗчӗк йыттине тытса хунӑ (лешӗ чакӑр куҫӗпе ун ҫине пӑхса, аллисене ҫуланӑ), унпа калаҫнӑ, ӑна ачашланӑ май шӑппӑн йӗнӗ те.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне мӗн ҫамрӑкранах шӑпи пӳрнӗ чаплӑ вырӑна йышӑнма хатӗрленнӗ пек тытнӑ; ҫавӑнпа хӑйӗн чапа юратакан тулӑх пурнӑҫӗнче ытти ҫынсенни пекех ӑнӑҫсӑрлӑхсем, ӗмӗт татӑлнисем тата кӳренмеллисем тӗл пулкаланӑ пулин те, хӑйӗн яланхи лӑпкӑ кӑмӑлне те, чаплӑ шухӑшсемпе хавхаланас йӑлине те, тӗне ӗненессипе хӑйне епле тыткалассин тӗп йӗркисене те улӑштарман; ӑна пурте хисеплесси вӑл чаплӑ вырӑн йышӑннинчен ҫеҫ мар, нимрен ытларах вӑл йӗркелӗхе юратнинчен тата ҫирӗплӗхӗнчен килнӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Куҫӗ ҫынсенни пекех, ҫӳҫӗ те ҫавнашкалах.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Кунта та ытти ҫынсенни пек мар иккен, урӑхла.
XV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ҫак кӗске самантра Мариам унӑн куҫӗсене сӑнаса илме ӗлкӗрчӗ — ытти ҫынсенни пекех куҫӗсем унӑн кӑвак, вӗсем ӑна питех те ывӑннӑ пек туйӑнчӗҫ…
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Унӑн — пӗтӗмпех хӑйне майлӑ, пӗртте ҫынсенни пек мар…
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тен, телейлӗ те савӑкрах килетчӗ пулӗ, ҫынсенни пек тату та ирӗклӗ?
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫак пирӗн планета ҫине килнӗ хӑнана пӑхса, унӑн шухӑшӗпе туйӑмӗсем ҫынсенни пекех иккенне курма пулать.Великое братство по духу и мысли с людьми Земли безотчетно сказывалось в облике гостя нашей планеты.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Сарлака та мӑкӑрӑлса тӑракан ҫамки те, тӗлӗнсе каймалла куҫсем пекех, ҫӗр ҫинчи ҫынсенни евӗр пулни пичӗн аял енӗ пирӗнни пек маррине мантарса ярать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Миме пулмалли вырӑн этемӗнни пекех, мал енчи икӗ куҫ вырӑнӗпе сӑмса кӑкӗн вырӑнӗ те ҫынсенни пекех.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Нюся инке ун ҫине куҫ хӳрипе пӑхса илчӗ, унтан, кӑвак пиншакӗн кӗсйинчен пирус кӑларса туртса ячӗ, хӑйӗн чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен ҫынсенни пек картусне чалӑшшӑн лартрӗ.
4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Эсир ҫапах та ывӑлӑрпа кӑштах йӑвашрах пулӑр-ха, унсӑрӑн ачана пачах пӑсма пулать… нервисем унӑн сирӗн вӑхӑтри ҫынсенни пек мар ҫав…Вы, однако, с сыном-то все-таки помягче, а то ведь можно и совсем свихнуть мальчугана…
Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Чӑнах та, унӑн тимлӗ те тарӑн шухӑшлӑ шуранка сӑн-пичӗ те, хускавсӑр куҫӗсем те тата пӗтӗм кӗлетки те — темӗнле ытти ҫынсенни пек мар пулнипе уйрӑмах кӑмӑла ҫавӑраҫҫӗ.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑй лайӑх пӗлнӗ вырӑнсенче вӑл ҫӑмӑллӑнах ҫӳрет, анчах ытти ҫынсенни пек вӑр-варлӑхӗ ҫукрах, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл сӑлтавсӑрах тарӑхни те пулкалать.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӗрер, икшер ҫултан пӑхатӑн та акӑ: колхоз — колхоз пекех, партипе комсомол чӑмӑрӗ те пур, партире тӑман актив та — пурте ҫынсенни пек».
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«Госпитальте пулнӑ юлташсем хӑйсен колхозӗсенче ҫӗкленӳ те, йӗрке те пур тесе ҫыру ҫыраҫҫӗ. Эпӗ хамӑр колхоз ҫинчен кунӗн-ҫӗрӗн ӗмӗтленсе пурӑнтӑм, пирӗн те, ҫынсенни пекех, хальчченхинчен тата авантарах пулса тӑрӗ-ха, тесе шутлаттӑм, анчах ак пӑх та кур!»
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Мӗн те пулин уйрӑммине — уржумецсен пек маррине кӗтнӗ вӑл, анчах вӗсен лапчӑк канфорӑллӑ сӑмаварӗ те, кӑвак чечеклӗ чей чашӑкӗсем те, мӑн хырӑмлӑ кӗленче сахарници те йӑлтах ытти ҫынсенни пекех пулнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Унӑн ҫипуҫӗ те ҫынсенни пек мар: шинелӗ ҫумне пелеринка ҫӗлесе лартнӑ, хулпуҫҫи ҫинче сӑсар тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫуха йӑлтӑртатать, пичӗ хӑйӗн пачах курӑнмасть.
XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.