Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк

Раздел: Уржум ачи

Автор: Николай Пиктемир

Источник: Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Год: 1953; Добавлен: 2020.08.01 17:22

Предложений: 104; Слово: 1120

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

У. Г. У.

Приходски шкултан вӗренсе тухнӑ ҫӗре Сергей вунпӗр ҫул тултарнӑ. Шкулта лайӑх вӗренекенсене Уржумри хула училищине илнӗ. Ачасем вӑл училищӗне У.Г.У. тенӗ (Уржумское городское училище). Анчах УГУ-на лекме йывӑр пулнӑ. Вӑл класран класа куҫасси мар, — унта чи лайӑх вӗренекенсене ҫеҫ суйласа илнӗ.

— Кострикова мӗн? Ӑна УГУ-на пӗр сӑмахсӑрах илеҫҫӗ! — тесе ӑмсаннӑ Серёжӑпа пӗр класра вӗреннисем.

— Ӑҫтан илес мар-ха, пиллӗксемпе тӑваттӑсем ҫеҫ унӑн.

Чӑнах та, шкул ачисене УГУ-на куҫарни ҫинчен пӗлтернӗ чухне Сократ Иванович Серёжа ятне чи малтан асӑннӑ.

Училище Полстоваловски урамри икӗ хутлӑ шурӑ ҫуртра пулнӑ. Параднӑй крыльцине симӗс тимӗр витнӗ. Пӗчӗк те тайлӑк йывӑҫ пӳртсем ҫумӗнче вӑл илемлӗн те пысӑккӑн курӑнса ларнӑ.

Параднӑй крыльца витӗр учительсем ҫеҫ тухса ҫӳренӗ, вӗренекенсем, хӑйсен аттисемпе чул картлашкасене варалас мар тесе, картишӗ енчи алӑк витӗр, директор кухни патӗнчен иртсе ҫӳренӗ. Кухня патӗнче тутлӑ яшка шӑрши тата ӑшаланӑ какай шӑрши кӗнӗ. Кӗпе ҫунӑ кунсенче кухньӑра шурӑ ҫӑра пӑс, шурлӑх ҫинчи тӗтре пек мӑкӑрланса, кухня тӑрӑх явӑнса ҫӳренӗ.

Шкул картишӗнче пӗчӗк сад пулнӑ, унта кукӑр чӑрӑшсем тата темиҫе тополь ӳснӗ. Вӗсене качакасем кӑшласа пӗтернӗ. Картишӗнче шалта хапха майлӑ урлӑ кашта хунӑ икӗ юпа тата вӑрӑммӑн пусса утмалли «тӑркӑчсем» курӑнса тӑнӑ, тӑркӑчисемпе утма чарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫӗрӗк те кивӗ пулнӑ.

Уржум хулин училищинче вӗренекенсем приходски шкултан пынӑ ачасем умӗнче сӑмсисене каҫӑртса мӑнкӑмӑллӑн ҫӳренӗ. Вӗсен училищи пысӑк кил-ҫуртра пулнӑ. Унта арҫын ачасем ҫеҫ вӗреннӗ, приходски шкулта арҫын ачасемпе хӗрачасем пӗрлех ларнӑ. Унтан та ытларах, Уржум хулин училищинче вӗренекенсен форма пулнӑ: вӗсем хӑмӑр-кӑвак шӑлавар, ҫавӑн пекех шӑши тӗслӗрех хӑмӑр-кӑвак пӗчӗк куртка тӑхӑнса ҫӳренӗ, ҫиелтен йӗс тӑхаллӑ чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ, тӑхи ҫине виҫӗ саспалли ҫырнӑ: У.Г.У.

Вӗренекенсем тӑхасене ҫап-ҫутӑ пуличченех пурӑпа тасатнӑ, приходскисем умӗнче мухтанас тесе, тумтир тӳмисене вӗҫертсе ҫӳреме юратнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вӗсен курткисемпе шӑлаварӗсене ҫав тери хытӑ пуставран ҫӗленӗ, вӗсен ҫӑмӗсем шӑрт пек тӑрса пынӑ, анчах вӑл ҫапах форма пулнӑ. Санька Самарцев ҫав формӑпа иккӗмӗш ҫул ҫиҫсе ҫӳренӗ ӗнтӗ. Халӗ Серёжӑн та черет ҫитнӗ. Малашне вӗсем урам тӑрӑх иккӗшӗ те пӗр пек ҫӳрӗҫ, ун чухне вӗсенчен хӑшӗ приютра пурӑннипе хӑшӗ приютра маррине никам та пӗлеймӗ.

Вӗсем тӗрлӗ классенче вӗренеҫҫӗ пулсан та, ҫапах переменӑсенче пӗр-пӗрне курма тата, уроксем пӗтсен, шкултан пӗрле таврӑнма пултараҫҫӗ. Тепӗр чухне килне кӗрсе тухма та май пулать, асламӑшӗн пӳрчӗ кунтах, Полстоваловскинчех.

Анчах йӑлтах урӑхла килсе тухнӑ. Темлерен пӗр вырсарникун Саня Серёжӑна тӗл пулнӑ та шухӑша кайса ҫапла каланӑ:
— Манӑн ҫӗнӗ хыпар пур, — эпӗ УГУ-ра вӗренместӗп, кӗркунне Вяткӑна, реальнӑй училищӗне каятӑп, — тенӗ.

Унтан вӑл Серёжӑна вырсарникунсенче хӑйӗн унпа пӗрле уҫӑлса ҫӳреме май пулманни ҫинчен каласа панӑ, мӗншӗн тесен реальнӑй училищӗне кӗме ҫӑвӗпех хатӗрленмелле пулнӑ. Экзамен тытсан, вӑл «реалист» пулать тата студентсеннинчен кая мар формӑпа ҫӳрет.

— Реальнӑйӗнче вӗренме йывӑр-и? — тесе ыйтнӑ Серёжа.

— Йывӑр пулмасӑр! Пӗр геометри кӑна мӗне тӑрать….

— Уроксене лайӑх вӗренсе пырсан, мӗнле?

— Пӗлместӗп, — тенӗ Саня, пуҫне пӑркаласа, унтан йӗри-тавра пӑхса илнӗ те, никам илтмелле мар шӑппӑн каланӑ:

— Эпӗ ыран крамольниксем патне каятӑп.

— Мӗн тума?

— Вӗсем мана реальнӑйне хатӗрлеҫҫӗ. Крамольниксем нумай вӗреннӗ ҫынсем — студентсем. Библиотекарша маншӑн тӑрӑшнӑ, — вӑл вӗсене лайӑх паллать, манӑн анне библиотекаршӑна кӗпесем ҫуса парать.

— Мана та вӗсем патне илсе каятӑн-и?

— Мӗнле те пулин илсе кайӑп, — тенӗ Саня.

— Эсӗ вӗсем патне кайсан, лайӑхрах пӑх, вӗсем мӗнле пурӑннине лайӑхрах сӑна, — тенӗ Серёжа.

— Юрать, — тесе килӗшнӗ Санька, унӑн хӑйӗн мӗнле предметсемпе хатӗрленмеллине пӳрнисем ҫинче шутлама тытӑннӑ.

Санька пӗр алли ҫинче пилӗк пӳрнине, теприн ҫинче икӗ пӳрнине хуҫлатнӑ.

— Закон божи, вырӑс чӗлхи, арифметика, естествоведени, географи, рисовани, вырӑсла сӑмахпа, вырӑсла ҫырупа вӗренни… Пӗтес пулать!

— УГУ-ра миҫе урок? — тесе ыйтнӑ Серёжа.

— Унта та ҫителӗклӗ, — тенӗ Санька, унтан вӑл УГУ ҫинчен тӗлӗнмелле япаласем каласа пама пуҫланӑ. Серёжа аптранӑ: ӗненмелле-и ӑна е ӗненмелле мар? Саня сӑмахӗсем тӑрӑх директор, Алексей Михайлович Костров, тискер кайӑк пекех усал: кӑшт майлӑ пулмасанах, вӑл ачасене чӗпӗтме тытӑнать, линейкӑпа ҫапать, ҫӳҫрен тӑпӑлтарать.

— Сана туртрӗ-и? — тесе ыйтнӑ Серёжа.

— Туртнӑ. Пӗр хут — ҫӳҫрен, икӗ хут — линейкӑпа.

— Уроксене лайӑх хатӗрленсен?

— Вара ун пекех вӑрҫмасть, ҫапах та тиверткелет. Тепӗр вырсарникун Саня Серёжӑна Буйскипе Воскресенски урамсен кӗтессинче тӗл пулнӑ.

— Крамольниксем патӗнче пултӑм, — тенӗ Саня шӑппӑн, унтан куҫне темле хӗснӗ те, Серёжа хӑрасах кайнӑ.

Ачасем картишне чупса кӗнӗ те сарай ҫунатти айне, пӗрене ҫине, вырнаҫса ларнӑ. Саня Серёжа патнелле пӗшкӗннӗ те хӑлхинчен темскер пӑшӑлтатса калама пуҫланӑ:
— Нимӗн те илтместӗп, хытӑрах кала, — тенӗ Серёжа тарӑхнипе.

Саня йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхнӑ, хуллен крамольниксем ҫинчен каласа пама тытӑннӑ.

Серёжа акӑ мӗн пӗлнӗ: чи аслӑ крамольникӗ Дмитрий Спиридонович Мавромати ятлӑ, Санькӑна лӑпах ҫав вӗрентет.

Крамольниксемпе вӗренме питех хӑрушӑ мар. Дмитрий Спиридонович, Костров директор пек мар, ҫапмасть те, кӑшкӑрмасть те; тӗрӗс ответлемесен ҫеҫ вӑл кӑранташӗпе сӗтел ҫине шаккама пуҫлать. Ларать вара тук, тук, тук шаккаса. Тӗрӗс каласа парсан е шӑп пулсан тин шаккама чарӑнать. Диктантсем ҫырнӑ чухне вӑл хыҫра тӑмасть, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрет. Задачӑсене Дмитрий Спиридонович йӑлтах хӑй шухӑшласа кӑларать.

Задачникри задачӑсем йӑлӑхтарнӑ: кӗҫ унта шыв ҫинчен каланӑ — пӗр каткаран тепӗр каткана миҫе витре шыв янӑ тенӗ, кӗҫ тата ҫулҫӳрекенсем ҫинчен асӑннӑ — пӗр хуларан тепӗр хулана ҫитме миҫе ҫухрӑм утнине пӗлмелле пулнӑ. Крамольникӑн задачисем вара йӑлтах урӑхла пулнӑ. Пӗрремӗш задачине вӑл пулӑсем ҫинчен шухӑшласа кӑларнӑ — пулӑҫӑсем неретпе миҫе пулӑ тытнине тата вӗсемшӗн мӗн чухлӗ укҫа илнине пӗлме хушнӑ. Учитель пӗтӗм пуллисен ячӗсене каласа тухнӑ. Миҫе ҫупах, миҫе ҫӑрттан, миҫе уланкӑ, миҫе шампа пулнине каласа панӑ. Тепӗр задачи тата лайӑхрах пулнӑ, вӑл лаша кӗтӗвӗ ҫинчен пулнӑ. Туррисем, улисем, хурисем, тимӗр-кӑваккисем, хӑлисем, хушкисем, кӑваккисем миҫе пулнине шутласа кӑларма хушнӑ. Питӗ те интереслӗ пулнӑ ҫак задача.

Дмитрий Спиридонович ытти крамольниксем пекех куҫлӑхпа ҫӳренӗ, анчах куҫлӑхӗ кӑшӑлсӑрах пулнӑ, кантӑкӗсем ҫеҫ шнурок ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ.

— Пирӗн Юлия Константиновнӑн та куҫлӑхӗ хура кантра ҫинче, анчах кӑшӑллӑ, — тенӗ Серёжа. Унтан вӑл Санькӑран крамольниксем килӗнче мӗн туни ҫинчен каласа пама ыйтнӑ.

— Кӗнекесем вулаҫҫӗ, пӗр крамольникӗ хӑйӗн кӗпине саплатчӗ, — тенӗ те Саня, занятисем хыҫҫӑн ҫӗнӗ учитель хӑйне чей ӗҫме чӗнни ҫинчен каласа панӑ. Чейне вӗсем шурӑ шушкӑсемпе ӗҫнӗ. Дмитрий Спиридоновичсӑр пуҫне унта тата виҫӗ крамольник пулнӑ: пӗри ҫӳллӗ те кӑтра ҫӳҫлӗскер, иккӗмӗшӗ — сухаллӑскер, хаяр пулас, виҫҫӗмӗшӗ — мӑйне ҫыхса ҫӳренӗ. Чейне хӗрарӑм тултарса панӑ, вӑл та крамольница пулнӑ. Ҫийӗнче унӑн арҫынсем тӑхӑнакан шурӑ тӳмеллӗ косоворотка, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ, ҫӳҫӗ кӗске, вӗсене Дмитрий Спиридонович пекех каялла тураса янӑ.

— Тата мӗн куртӑн? — тесе ыйтнӑ Серёжа.

— Урӑх нимӗн те курмарӑм, — тенӗ Санька чарӑнса. Чӑнах та, урӑх унӑн каласа памалли пулман.

Тӗрӗссипе каласан, Санька крамольниксене питех килӗштермен. Мӗн те пулин уйрӑммине — уржумецсен пек маррине кӗтнӗ вӑл, анчах вӗсен лапчӑк канфорӑллӑ сӑмаварӗ те, кӑвак чечеклӗ чей чашӑкӗсем те, мӑн хырӑмлӑ кӗленче сахарници те йӑлтах ытти ҫынсенни пекех пулнӑ. Ларассине те крамольниксем яланхи табуреткӑсем ҫинчех ларнӑ, ҫывӑрассине те ансӑр тимӗр кроватьсем ҫинче, ваткӑллӑ утиялсем айӗнче ҫывӑрнӑ. Чӳречисем ҫинче вӗсен, Маланья асламӑшӗнни пекех, чӳлмексенче столетник текен йывӑҫ тата фикуссем ӳснӗ.

— Суяҫҫӗ вӗсем ҫинчен, — тенӗ Саня, тӑхтарахпа.

— Камсем?

— Уржумра пурӑнакансем. Крамольниксем — антихристсем, нимрен те хӑрамаҫҫӗ, патшана вӗлерме вӗсен килӗсенче бомбӑсем, пистолетсем пур, теҫҫӗ; анчах эпӗ унашкаллине нимӗн те курмарӑм.

— Мӗншӗн суяҫҫӗ?

— Халӑха хӑратма, — тенӗ Санька. Унтан вӑл шухӑшласа тӑнӑ та ҫапла хушса хунӑ: — кам пӗлет вӗсене, тен, чӑнах та тӗрӗс калаҫҫӗ пулӗ? Тен, вӗсем, крамольниксем, чее, ҫавӑнпа эпӗ пынӑ тӗле юриех йӑлтах пытарса хураҫҫӗ пулӗ. Кам пӗлет вӗсене!

Сайт:

 

Статистика

...подробней