Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хулӑннӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫил бухта енчен пӑрахут сиренисем хулӑннӑн та ҫӑран ӳленине хӳтерсе килет; пристаньсенче ҫынсен сассисем пӗр кӗрлеве пӗрлешсе татти-сыпписӗр янӑраса тӑраҫҫӗ, ҫав вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗрлеве хыттӑн кӑшкӑрса команда панӑ, утсем кӗҫеннӗ, пӑравуссем кӑшкӑртнӑ сасӑсем кӑна ҫура-ҫура каяҫҫӗ.

А из бухты ветер нес густой, низкий рев пароходных сирен; на пристанях людские голоса сливались в сплошной гул, прорезываемый громкими возгласами команды, ржанием лошадей, гудками паровозов.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Санӑн хӑть ачусем пур, манӑн ав, — Аксиньйӑн сасси чӗтренсе илчӗ, янӑравсӑррӑн та хулӑннӑн илтӗнме пуҫларӗ, — пӗтӗм ҫут тӗнчипе те вӑл пӗртен пӗрре!

У тебя хоть дети есть, а он у меня, — голос Аксиньи дрогнул и стал глуше и ниже, — один на всем белом свете!

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Казак ҫӗлӗкне хыврӗ, хулӑннӑн хӑйӑлтатса каларӗ: «Эх, инкеккей! Пӗрре ҫеҫ хӑть эсӗ!»

А казак снял папаху, сипло пробасил: «Эх, тетуня! Ды хучь разок!»

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унта шыв вӑкӑрӗсем хулӑннӑн сӗрлеҫҫӗ, юшкӑн шӑрши ҫапнӑ нӳрӗ сывлӑшра, хӗвел тухнӑ пулин те, ӳпре-шӑна пӗлӗчӗ пӗтӗрӗнсе явӑнать.

Басовито гудели водяные быки и в сыром, пронизанном запахом ила и тины воздухе, несмотря на то что солнце уже взошло, густо кишела мошкара.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, ывҫи ҫине хулӑннӑн ӳсӗркелесе, служивӑй вӑранасса кӗтрӗ.

Он басисто покашливал в горсть, ждал, пока проснется служивый.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ну, кӳрӗр-ха, курам сире… — хулӑннӑн калаҫма пуҫларӗ старик, кинне мелсӗррӗн ыталаса, чӗлӗм шӑрши ҫапнӑ симӗсрех кӑвак мӑйӑх тӑпкисемпе унӑн питне перӗнсе.

Ну, дайте-ка взглянуть на вас… забасил он, неловко обнимая невестку, тычась ей в щеки зеленовато-седыми прокуренными пучками усов.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аял енчен шурӑ кӑваккӑн курӑнакан ҫулҫӑсем ҫил ҫинче хулӑннӑн та килӗшӳллӗн чӑштӑртатса вӗлтӗртетеҫҫӗ.

Листья под ветром рябили мол очно-голубой изнанкой, согласно басовито шелестели.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Революци хӑрушлӑхра, вӗсемшӗн пур — ахӑлтатса пултӑр! — хулӑннӑн мӗкӗрсе ячӗ вӑл, кувалда пек пысӑк чышкипе юнаса.

Революция в опасности, а им — смешки! — басил он, размахивая кувалдистым кулаком.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотня уҫҫӑнах кая пуҫларӗ, хулӑннӑн кӗрлесе килнӗ тупӑ сасси ун тӑрӑх электричество токӗ пек шӑтарса тухрӗ.

Сотня оживилась, густой орудийный стон прошел по ней электрическим током.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан, юрланӑ евӗр, хулӑннӑн тӑстарчӗ:

И потом затянул, нараспев, низким голосом:

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Лапшинов пуҫне тая-тая сӑхсӑхрӗ, пурте илтчӗр, хӗрарӑмсен хӗрхенчӗк ҫемҫе чӗрисене витӗмлӗрех пултӑр тесе, пыр тӗпӗпе хулӑннӑн ҫапла каларӗ:

Лапшинов кланялся, крестился, говорил зычно, чтоб слыхали все, трогал доходчивые к жалости бабьи сердца:

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хыр турачӗсем хулӑннӑн витсе лартнӑ аслӑк айне ҫутӑ вырӑнӑн-вырӑнӑн пачах кӗреймест.

Местами свет вовсе не проникал под густой навес сосновых ветвей.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫав самантрах эпӗ Ярмола сассине те илтрӗм, йыттине вӑл хаяр хистевпе вӗскӗртет: «У-бый! У-бый!», пӗрремӗш сыпӑкӗ — ҫинҫен те кӑран тӑстарӑнса, иккӗмӗшӗ — хулӑннӑн та тытӑнчӑклӑн (Полесье сунарҫисем ҫапла кӑшкӑрни «вӗлер» тени пулать-мӗн, кун ҫинчен эпӗ чылай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн тин пӗлтӗм).

Тотчас же услышал я и голос Ярмолы, кричавшего с ожесточением вслед собаке: «У-бый! У-бый!», первый слог — протяжным резким фальцетом, а второй — отрывистой басовой нотой (я только много времени спустя дознался, что этот охотничий полесский крик происходит от глагола «убивать»).

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Унтан мана хам пулӗмпе юнашарти коридорта такам асӑрхануллӑн та ҫине тӑрсах алӑк тыткӑчне пусса тӗртнӗ пек туйӑнса каять, кӑштахран вара вӑл, кӗтмен ҫӗртенех кӑтӑрса хускалса, пӗтӗм ҫурт тӑрӑх вирхӗнме пуҫлать, чӳрече хупписемпе алӑксене шан та шан шанлаттарать е, мӑрьене улӑхса, ҫав тери мӗскӗннн, кичеммӗн те тӑсмаккӑн улать, — сасси хӑйӗн пӗрре, ҫихӗрсе йынӑшнӑ чухнехи евӗр, ҫин-ҫинҫен ҫӗкленсе хӑпарать, тепре, калӑн, унта тискер кайӑк ихӗрет, тейӗн, хулӑннӑн мӗкӗрттерет.

Чудится мне затем, что рядом с моей комнатой, в коридоре, кто-то осторожно и настойчиво нажимает на дверную ручку и потом, внезапно разъярившись, мчится по всему дому, бешено потрясая всеми ставнями и дверьми, или, забравшись в трубу, скулит так жалобно, скучно и непрерывно, то поднимая все выше, все тоньше свой голос, до жалобного визга, то опуская его вниз, до звериного рычанья.

II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Хӳмене пӗтӗмпех шуратса лартнине курсан, шуратнӑ ҫеҫ те мар, извеҫпе темиҫешер хут тӑрӑшса хулӑннӑн сӗрсе лартнине тата хӳме ҫумӗпе ҫӗр ҫине те шурӑ йӗр туртса тухнине курсан, Полли мӑнаккӑшӗ питех тӗлӗнчӗ.

Когда же она увидела, что выбелен весь забор и не только выбелен, но и покрыт известкой в два и даже три слоя и вдобавок на земле проведена белая полоса, то ее удивление перешло всякие границы.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней