Поиск
Шырав ĕçĕ:
Манпа пыракансем пӗр-пӗрин ҫине пӑхмарӗҫ, манпа кӑна калаҫрӗҫ, пӗри те тепри пуҫланӑ калаҫӑва малалла тӑсасшӑн пулмарӗ.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл вӑхӑта кӑшт та пулин, пӗр минутлӑх та пулин, тӑсасшӑн пулчӗ.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Валериан Андреевич ахальрен мар хӗрӗх ҫул хушши стряпчий пулнӑ; вӑл Столыгин вӑхӑта юри тӑсасшӑн пулнине, ҫавӑнпа та хӑйӗн вӑхӑта сая яма юраманнине уҫҫӑнах курнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Хӑвӑра хӑвӑр ҫавӑн пек калаҫнисемпе мар, урӑххипе питлес пулать, — терӗ Воропаев, сӑмахне малалла тӑсасшӑн пулса, анчах Ступина ӑна тӗлӗнмелле ҫемҫен те ачашшӑн пӳлсе хучӗ:
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫеҫен хиртен темле ятсӑр чечек те килсе ларнӑ, шитти ҫумне тӗршӗнсе, вӑл кая юлса та пулин хӑйӗн мӗскӗн пурнӑҫне тӑсасшӑн.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Гаврик тӗллесе савӑнса юласшӑн, вӑхӑта тӑсасшӑн, ҫавӑнпа та пачах васкамасть.Гаврик старался как можно дольше растянуть наслаждение прицеливания.
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫавӑнпа ҫак йӑлана малалла та тӑсасшӑн.
Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat
ЧПУра чӑваш халӑх артисчӗ Августа Уляндина патӗнче пӗлӗве малалла тӑсасшӑн.
Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22
Кӑҫал та ҫак ӗҫе малалла тӑсасшӑн - ял халӑхӗ лайӑх условисенче пурӑнма тивӗҫ.
Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
8. Патша хуравласа каланӑ: пӗлетӗп эпӗ — тӗлӗкӗме аса илейменнине кура эсир вӑхӑта ҫеҫ тӑсасшӑн.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2