Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлмене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлмене хывасшӑн…

Незнайкой прикидывается!

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Капла эс хӑвӑн куҫупа хӑв пӑхмастӑн та нимӗн те пӗлмене, туймана перетӗн — мана улталамаҫҫӗ, мана юратаҫҫӗ тетӗн.

Так ты своими глазами не видишь, и притворяешься что ничего не знаешь, не чувствуешь — думаешь, что тебя не обманывают, что тебя любят.

Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

— Мӗнле комитетӑн? — нимӗне пӗлмене хыврӗ тухтӑр.

— Какого комитета? — спросил он, делая вид, что ничего не понимает.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Укҫуна халӑха пар тесе мӗн чухлӗ канаш памарӑмӑр-ши, ӑна-кӑна пӗлмене хывать…

Сколько раз мы ему намекали, советовали отдать их для общего дела, притворяется, что не понимает…

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ пӗлмене петӗм, ҫав шакла пуҫлисене те ҫивӗтлисемпе пӗрлех класа кӗртрӗм, вӗрентрӗм.

Я же, делая вид, будто ничего не произошло, по-прежнему пускал этих стриженых в класс.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

— Ытла та эс, Жмырев, пӗлмене пересшӗн, — хутшӑнчӗ Витя Минаев.

— Ну, ты, правда, Жмырев, не прикидывайся особенно, — вмешался тут же Витя Минаев.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫав вӑрттӑн канашлу ҫинчен вӑл нимӗн пӗлмене те хывӗ-ха, пӗлнине кӑтартмӗ-ха.

Напротив, он, наверное, и виду не подал, он должен был притвориться, что ничего не знает об этом тайном совете.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней