Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн кӑкӑрӗ ҫинче тата темиҫе ҫӗнӗ орден кӗвӗллӗн чӑнкӑртатса тӑраҫҫӗ.Несколько новых орденов мелодично позванивали у него на груди, прибавилось важности.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Икӗ чуна пӗр туса, икӗ чӗре пӗр кӗвӗллӗн кӑртлатрӗ…
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ташлакансем кашниех аллисене турилкке евӗрлӗ икшер ывӑс тытнӑ, ҫав ывӑссем ҫине вӗсем пӳрнеске тӑхӑннӑ пӳрнесемпе кӗвӗллӗн шакӑртаттараҫҫӗ.Танцовщицы держали в руках по два блюдца и ритмично постукивали по ним пальцами в наперстках.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл юлташӗ юрланӑ чух кӗвӗллӗн шӑхӑрса ӑна хавхалантарать.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Австралин кайӑкӗсем мӗнле кӑна акӑш-макӑш пулччӑр та, попугайсем кӗвӗллӗн юрлаҫҫӗ пулсан та, вӗсем Моцарт кӗввисене пур-пӗрех пӗлме пултараймаҫҫӗ!
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пӳлӗмре кӗвӗллӗн янӑракан сас-чӳ илтӗнчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вакуна таврӑннӑ чух ирхи ҫанталӑкӑн тӳлек сулхӑнне пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса пычӗ; хӑй кунта килни ӑнӑҫлӑ пулас пек туйӑннӑшӑн та, пакгаузӑн тутӑхнӑ ҫи виттийӗ урлӑ упаленсе каҫнӑ хӗвелшӗн те, таҫтан темле хӗрарӑм сасси юрланӑ пек кӗвӗллӗн янӑраса илтӗннӗшӗн те пӑлханса савӑнчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӗрӗшнӗ ҫулҫӑсен, нӳрӗ тутӑх тӗсӗпе витӗннӗ тӑмлӑ тӑпран тата март уйӑхӗнчи юрӑн йӳҫенкӗ шӑршисене сапаласа, ҫурхи шухӑ ҫил пӗр кӗвӗллӗн вӑшӑлтатса вӗрет…
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗчӗкҫӗ хунар ҫутинче симӗс тӗслӗ курӑнаканскер, халь вӑл сехет пӗр кӗвӗллӗн тиклетнине ҫеҫ илтет.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах хуҫи ярса хӑварнӑ сехечӗ халӗ те ҫӳрет, ҫак килте мирлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ чухнехи пекех, пӗр кӗвӗллӗн, янӑравлӑн тиклетет.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ыйхӑллӑ шыв, ҫӗр ҫумне кӗвӗллӗн шӑмплата-шӑмплата ҫапӑнса, ун ури айӗнче питӗ йӑввӑн та ӳркевлӗн чӳхенетчӗ, уйӑх ҫав шатра пит ҫине тӑсӑлса выртнӑччӗ те юпаланса чӗтӗретчӗ, ҫакӑ вара аякри тӗттӗм, чӗмсӗр те пушанчӑк ҫыран патне тӑвӑр ҫулпа каякан миллионшар кӗмӗл пулӑ ҫиелте чӑмпӑлтатнӑ пекех курӑнатчӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Карчӑк анасласа ассӑн сывла-сывла янисем, ҫывӑракан хӗрарӑм пӗр кӗвӗллӗн сывлани, пӳртри тӗксӗмлӗх тата тулти ҫумӑр шавӗ — ҫаксем пурте ҫынна сӳрӗклентереҫҫӗ, ыйхӑлантараҫҫӗ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Лӑпкӑн, пӗр кӗвӗллӗн шавлани илтӗнчӗ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӗр кӗвӗллӗн чӑрӑлтатса тӑракан тавралӑхра, лӑпкӑ сывлӑша хускатса, тӑтӑшрах та тӑтӑшрах такамӑн «А-а!» тесе кӑшкӑрнӑ хайхи тӗлӗнӳллӗ сасси е тата аташса ҫӳрекен пӗр-пӗр кайӑк ҫухӑрни илтӗне-илтӗне каять.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫав тери янӑравлӑн та кӗвӗллӗн кулать хӗр, ылттӑн савӑт ҫине кӗмӗл пӑр тӑкӑннӑ пекех.Она смеется так звонко и музыкально, точно серебряный град падает на золотое блюдо.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Сывлӑшра — хунарти ҫутӑ пӗр кӗвӗллӗн юхса чӑшӑлтатни илтӗнет; ҫӑтӑр-ҫатӑр музыка, органӑн йывӑҫран тунӑ чӗлӗхӗсем ыйткалакан сассипе юрлаҫҫӗ, тата пӗҫерме лартнӑ апат-ҫимӗҫӗн пӗр чарӑнми шӑхравлӑ ҫинҫе сасси.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӗсен пӗр кӗвӗллӗн те килӗшӳллӗн янӑракан юрринче хутран-ситрен ытларах ҫӗкленекен чарусӑртарах сасӑсем те илтӗнеҫҫӗ — ку ӗнтӗ хумсенчен пӗри, хӑюллӑраххи, пирӗн ҫывӑхах шуса ҫитрӗ.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Унччен те пулмарӗ, вӑл таҫтан балалайка туртса кӑларчӗ, вӑр-вар ӗнерчӗ, унтан, Курбан вылякан мелодине тытса, хӗлӗхсене хӑй майлӑ, вырӑсла, ҫунтарма пуҫларӗ, ялан пӗр тонпа илтӗнекен дутар сассине, кӗвӗллӗн ытамла-ытамла, йӑлтах чӗртсе ячӗ.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Наум лашине тӑп чарчӗ те хыттӑнах мар, кӗвӗллӗн ятлаҫса илчӗ: — Хурӑн тӑрри хурӑнташ…Наум остановил коня, негромко, нараспев заматерился: – Твою в душеньку ма-ать…
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
11. Сӑваплӑ пӳлӗмри священниксене, кирек хӑш ушкӑнӗнчисене те, пурне те тасалӑх тивлечӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӗсем унтан тухнӑ; 12. виссон тӑхӑннӑ юрӑҫӑ левитсем — Асаф, Еман, Идифун тата вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем — пурте парне вырӑнӗн тухӑҫ енче кимвалсемпе, псалтирьсемпе, цитрӑсемпе тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле трупа кӑшкӑртакан ҫӗр ҫирӗм священник тӑнӑ, 13. пурте вӗсем — юрлакансемпе трупа кӑшкӑртакансем, Ҫӳлхуҫана пӗр кӗвӗллӗн мухтаса та аслӑласа тӑраканскерсем — пӗр ҫын пек пулнӑ; ӗмӗр ырӑлӑхлӑ Ҫӳлхуҫана мухтаса трупасемпе кимвалсен, ытти кӗвӗ сӑпрайӗсен сасси кӗрлесе кайсассӑн, Ҫурта, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, пӗлӗт кӗрсе тулнӑ, 14. ҫавӑнпа ӗнтӗ священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман: Турӑ Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2