Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир сӑртӑн хӑйӑрлӑ айкки тӑрӑх майӗпен утса, хамӑра хӳме хыҫӗнче доктор кӗтсе тӑракан вырӑна антӑмӑр.Мы медленно спустились по песчаному откосу к тому месту, где за частоколом поджидал нас доктор.
XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ак, кур ӗнтӗ халь — ик айкки те тӑвайкки!..
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сухалсӑрри чӑсӑлса выртсанах харлаттара пуҫланӑ, сухаллисем ҫурҫӗрчченех пӗр айккинчен тепӗр айкки ҫине ҫавӑрӑнкаласа выртнӑ — хӑйсем валли тӗлӗнмеллерех тӗлӗк шухӑшласа тупасшӑн пулнӑ.
Виҫӗ сунарҫӑ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 40–44 с.
Маншӑн пулсан, ик айкки те тӑвайкки тенӗ пек.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Сӑрт айкки ҫырма патнелле пырать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Сӑрт айкки санаторине ҫитичченех чӳречесенчен тухакан ҫутӑпа ҫуталса тӑрать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Маншӑн ик айкки те тӑвӑйкки.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӑра вӗтлӗхре, йывӑҫ тымарӗсене кӑмрӑк тума ҫунтармалли пӗчӗк шӑтӑксенчен пӗрин хӗрринче, ҫӗре ҫитиех усӑнса аннӑ туратсен айӗнче, ҫулҫӑсенчен тунӑ пӗчӗк пӳлӗмре (унӑн пӗр айкки уҫӑ), хӗрарӑм пӗр ачине кӑкӑр ӗмӗртсе ларать; икӗ ачи, шурӑ ҫӳҫлӗ пуҫӗсене унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, тутлӑн ҫывӑраҫҫӗ.
Пӗрремӗш кӗнеке // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вулкан тӑвӗн айкки пит чӑнкӑ анать, эпир кӗлпе тулнӑ тарӑн ҫырмасем тӑрӑх, вут ҫӗленсем пек чашкӑрса авкаланса юхакан лава вырӑнӗсенчен пӑрӑна-пӑрӑна иртсе пытӑмӑр.
XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Хӑш-пӗр вырӑнсенче ту питех чӑнкӑ, горизонтран шутласан унӑн айкки 36 градуса яхӑнах чалӑш: тӳрех упаленсе хӑпарма май килменнипе темӗн пысӑкӑш чулсем тавра хӗнпе ҫавӑрӑнса иртмелле эпир пӗр-пӗрне хамӑрӑн патаксене парса пулӑшса пытӑмӑр.
XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Шӑнса ларнӑ Вага пӑрӗ урлӑ каҫса, боецсем, ҫине-ҫинех ӳксе тата ҫавӑнтах сике-сике тӑрса, ту айкки тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарса пыраҫҫӗ.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Икӗ айкки те тӑвайкки…
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Сирӗншӗн, Верӑпа иксӗршӗн, ик айкки те тӑвайкки.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Эсӗ хӑвӑншӑн пулсан, икӗ айкки те — тӑвайкки тесе шутлатӑн, эсӗ ҫавӑнпа ҫапла тунӑ, сан вара ӗҫӗ те пӗтнӗ.Ты это делал, потому что считаешь — твоя хата с краю, лишь бы поскорее вспахать, и с рук, долой.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сирӗн патӑрта мар, хамӑр ялта пурӑнатӑп эпӗ, маншӑн пулсан, ик айкки те тӑвайкки…Живу я не у вас, а в своей деревне, так что моя хата с краю…
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Темле пурте эпир политикӑран аякра тӑнӑ: пирӗншӗн — ик айкки те тӑвайкки тенешкел.— Мы все как-то в стороне стояли от политики, наша хата с краю.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӑрринчен пуҫласа тӗпне ҫитичченех пӗр айкки хӗҫпе касса антарнӑ пек яп-яка, касса антарнӑ пайне шыв тахҫанах юхтарса кайнӑ, яка айккинче халӗ, крепость стени ҫинчи бойницӑсем пек шӑтӑксем курӑнаҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сарлака та ик айкки сип-симӗс урам пӗр вӗҫӗпе хире тухать, тепӗр вӗҫӗ площаде пырса перӗнет.Широкая и зеленая по бокам улица одним концом выходила в степь, другим упиралась в площадь.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл мӗн ачаран пӗлекен площаде пӑхса тӑчӗ, вӑл пӗртте ӗлӗкхи пек туйӑнмарӗ: сылтӑм айкки ытла та ҫутӑ — пӳртсен чӗнтӗр карнӑ, чечеклӗ чӳречисем ҫеҫ мар, кӗле янӑ алӑкӗсем те, стена ҫинче ярӑм-ярӑм анакан хӗрлӗ пӑрӑҫ ҫыххисем те курӑнаҫҫӗ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ку айкки пӗтӗмпех хуп-хура мӗлкепе хупланнӑччӗ, тепӗр енне ялтӑр-шупка ҫутӑ ӳкнӗччӗ, ҫавӑнпа унта кашни курӑк пӗрчинех уйӑрса илме пулассӑн туйӑнать.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.