Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Чӗррине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мускав чӗррине пӗлсен, пурте чӗрӗ вӗт…

Ведь ежели знаем, жива Москва — значит все живо…

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӗсене, ни нервине, ии артерине сиенлемесӗр, чӗрринчен чӗррине уйӑрса, аяккинелле пӑра-пӑра хумалла.

Их надо отвести в сторону, отсечь живое от живого, не повредив ни нерв, ни артерию.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ку меслетпе мӗне те пулин вӗлерме анчах пулать, анчах чӗррине нимӗн те тума ҫук.

Только убивать что-нибудь можно этим средством, как ты и делал над собою, а делать живое — нельзя.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чӗррине, ниме те шеллеместӗн эсӗ!

Ничего-то живого тебе не жалко!

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавӑнпа та сан ӗҫ кунӗсемпе, йӗкӗт, ытла самӑрлансах кайма ҫук, чӗррине чӗрех пулӑн та, авланасси ҫинчен вара шухӑшламӑн!

Так что от твоей оплаты, парень, не дюже разжиреешь, живой будешь, а жениться не захочешь!

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӗррине пӗлетӗп-ха эпӗ, контузи пирки мӗнле унӑн?

— Да я знаю, что живой, а как у него с контузией?

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӗррине туянаймӑн, вилсе выртсан — какайне сана ахалех парса ярӗҫ…

Живого не купишь, а сдохнет — тебе и даром махан отдадут…

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта кам чӗррине, кам виллине вӑл хӑй шухӑшласа туптӑр; вӑл семинаринче вӗреннӗ, эпӗ ун пек ӗҫсене… вӗлерсен те, нимӗн те пӗлместӗп.

Пущай дьякон разберет, кто здесь живой, кто мертвый; он в семинарии обучался, а я этих самых делов… хоть убей, ничего не понимаю.

Кӑткӑс ӗҫ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 95–99 стр.

Вӑл пулӑ чӑн та чӗррине, халӗ ҫеҫ тинӗсрен тытнине кӑтартать.

Он показывал, что рыба совершенно свежая, живая, только что из моря.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах ҫавӑнтан вара Катьӑна урӑх никам та курман — чӗррине те, виллине те курман.

Но с тех пор никто больше не видел её — не видел ни живой, ни мёртвой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кирек мӗнле пулсан та, вӑл унта, инҫетри ҫурҫӗрте, юлнӑ, вӑл вилнипе чӗррине те никам та пӗлмест, мӗншӗн тесен командӑри вӑтӑр ҫынтан пӗри те киле таврӑнайман.

Как бы то ни было, он остался там, на Крайнем Севере, и никто не знает, жив он или умер, потому что из тридцати человек команды ни один не вернулся домой.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче вӑл кукамӑшӗ кӳршӗ арӑмне «хӗл каҫать тетпӗр пурте, виллипе чӗррине турӑ пӗлет-ха», — тенине илтет.

Она услышала, как бабушка однажды сказала соседке: «Все говорим — зимует, а жив ли — бог весть».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашкинчен мана ҫак хам пӗлменни йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ҫитменнине Катьӑран та унӑн ашшӗ ӑҫта иккенне, вӑл виллипе чӗррине ыйтса пӗлме пулать.

В конце концов, мне надоело гадать, тем более, что можно было просто спросить у Кати, где ее отец и жив он или умер.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

15. Священник тарҫи ӗнтӗ парне ҫӑвне ҫунтарса яричченех пырса тӑнӑ та парне кӳме килнӗ ҫынна ҫапла каланӑ: священник валли ӑшаламалли аш пар; вӑл санран пиҫнӗ аш илмест, чӗррине пар, тенӗ.

15. Даже прежде, нежели сожигали тук, приходил отрок священнический и говорил приносившему жертву: дай мяса на жаркое священнику; он не возьмет у тебя вареного мяса, а дай сырое.

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней