Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Разметнова (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ун пек пулсан, ан тив Давыдов «Молот» хаҫатра пӗлтерӳ ҫаптарса кӑлартӑр: пуҫилле янӑ ҫынсене, хӑйсен вӑхӑтне пурӑнса ирттернисене, пурне те колхоза илетпӗр, тесе пӗлтертӗр… — терӗ вӑл Андрей Разметнова.

— Тогда уж пущай Давыдов объявление в «Молоте» пропечатает, что всех ссыльнопоселенцев, какие отбыли выселку, он в колхоз будет принимать… — говорил он Андрею Размётнову.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакна Давыдов стана ҫитсен пӗлчӗ, халлӗхе вӑл Щукаре ӑсатса ячӗ те Разметнова лашана хытӑрах хӑвалама хушрӗ, вара часах вӗсем бригада станӗ патне пырса ҫитрӗҫ.

Давыдов обо всем этом узнал, приехав на стан, а пока, проводив Щукаря, попросил Размётнова погонять — и вскоре подъехал к стану бригады.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лаша кӳлсе тӑрат-ха, тата Разметнова кала, мана илме кӗтӗр.

Запряги-ка лошадь да скажи Размётнову, чтобы заехал за мной.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хамӑр колхозникӗн, Игнатенок Михаилӑн арестленӗ амӑшӗ Разметнова ҫавӑтса пынӑ чухне: «Антихриста ҫавӑтса пыраҫҫӗ! Тамӑк тӗпӗнчи саттанана!..» — тесе кӑшкӑрса пынӑ тата хӑй, ытти хӗрарӑмсем пулӑшнипе, унӑн мӑйне хӗрес ҫакса ярасшӑн пулнӑ, анчах пирӗн Разметнов юлташ, чӑн-чӑн коммунист тивӗҫне тытса, унашкал мӑшкӑлпа килӗшме пултарайман!

Арестованная мать нашего колхозника Игнатенка Михаила кричала, когда вели Размётнова: «Анчихриста ведут! Сатану преисподнюю!..» — и хотела при помощи женщин надеть на шею нательный крест на шнурке, но наш товарищ Размётнов, как и следует коммунисту, не мог на такое издевательство согласиться!

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакӑн пек пӑтӑрмах тапратса янине мӗн тесе шутламалла-ха ӗнтӗ, граждансем: кӗлетсен ҫӑрисене ҫапса ҫӗмӗрсе пӗтертӗр, мана хӗнесе тӑкрӑр, Разметнова вара малтан ҫыхса пӑрахрӑр, подвала хупса лартрӑр, унтан ял Советне илсе кайрӑр та, ҫула май ун мӑйӗнчен хӗрес ҫакса яма хӑтланса пытӑр.

Как считать, граждане, такое выступление, когда замки с амбаров посбивали, меня избили, а Размётнова сначала связали, посадили в подвал, а потом повели в сельсовет и по пути на него хотели крест надеть?

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чип-чиперех ларать подвалта! — хуравларӗ уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресчен Добродеев Мирон, уксах та лутра казак, Разметнова арестленине систерсе.

Сидит, как любушка, в подвале! — ответил единоличник Добродеев Мирон, низенький хромой казачишка, намекая на арест Размётнова.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Андрей Разметнова общество арестлерӗ!

— Андрея Размётнова арестовало общество!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Разметнова кӑштах тытса тӑрас пулать!

— Размётнова придержать надо!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав вӑхӑтрах хӗрарӑмсем Андрей Разметнова ял Советӗнчен сӗтӗрсе тухма ӗлкӗрнӗ те каҫӑхса кайсах кӑшкӑраҫҫӗ:

А в это время бабы уже успели вытащить из сельсовета Андрея Размётнова, надсадно крича:

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Макар сӑмса ҫунаттисене карӑнтарса ячӗ, Разметнова куҫ хӗссе илчӗ.

Макар раздул ноздри, подмигнул Размётнову.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Разметнова шелленӗ пек йӑл кулса, Нагульнов ҫапла хуравларӗ:

С улыбкой снисхожденья к Размётнову Нагульнов отвечал:

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Макар ура ҫине тӑчӗ, карӑнса илчӗ, шӑмми-шаккисене шатӑртаттарса, анлӑ та тӗреклӗ хулпуҫҫийӗсене саркаларӗ, Разметнова хулпуҫҫинчен шаплаттарса, кӑшт палӑрмалла йӑл кулчӗ.

— Макар встал, потянулся, с хрустом расправил свои широкие, ладные плечи, хлопнул Размётнова по плечу, чуть приметно улыбнулся.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Нагульнова ҫывӑрма хӑв патна илсе кай, асӑрхасах тӑр, ан ӗҫтӗр вӑл, — пӑшӑлтатрӗ Давыдов Разметнова.

— Возьми Нагульнова к себе ночевать, проследи, чтобы он не пил, — шепнул Давыдов Размётнову.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл сӑлтавсӑрах хӗрӳленсе каякан Разметнова та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулма вӗрентрӗ.

Он как-то сумел и в Размётнова, обычно легко воспламенявшегося и столь же легко поддававшегося неоправдываемой панике, вселить уверенность.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Фрол йӗркене кӗчӗ, ура ҫине тӑчӗ, сак ҫине йӑванса кайрӗ те Демка Ушаковпа ҫӳллӗ те именчӗк Михаил Игнатенок Разметнова мӗн-мӗн каласа ҫыртарнине нимӗн пӑлханмасӑрах итлесе выртрӗ.

Фрол оправился, встал, лег на лавку и уже безучастно слушал, как Демка Ушаков и высокий застенчивый Михаил Игнатенок диктуют Размётнову.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрей Разметнова действительнӑй ҫар службине 1913 ҫулта ӑсатнӑ.

Андрея Размётнова провожали на действительную военную службу в 1913 году.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов, хӑйне аван мар туйса, Разметнова куҫран кӑн пӑхса илчӗ.

Нагульнов смущенно переглянулся с Размётновым.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫук, тымар кӑкӗнчен мар ӗнтӗ, тымарӗ-мӗнӗпех кӑкласан лайӑхрах, — тӳрлетрӗ Давыдов, унтан Разметнова ҫапла каларӗ:

— Нет, уж лучше с корнем, а не под корень, — поправил Давыдов, а Размётнову сказал:

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней