Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урӑхла сăмах пирĕн базăра пур.
урӑхла (тĕпĕ: урӑхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Теприсем канмалли кун пулнӑран хӑнана кайма е вӑхӑта урӑхла мелпе хаваслӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Хӑйне Инҫет Хӗвелтухӑҫне алмаз кӑларма каякансен йышне кӗртменнишӗн кӑмӑлсӑрланнине урӑхла палӑртма пӗлмест пуль ҫав ҫак чӑрсӑр хӗрача…

Помоги переводом

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Урӑхла каласан, урӑлса тӑна кӗме илсе пынӑ - ҫакӑ та лайӑх.

Помоги переводом

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Сӑмах бюджет кредичӗ пирки пырать - ҫӑмӑл укҫа. Шӑпах ҫак мелпе ҫине тӑрарах усӑ курмалла. Хӑй вӑхӑтӗнче Тутарстан, Мордови ҫавнашкал кредитсен шучӗпе вӑйлӑ аталанчӗҫ. Пирӗн те Шупашкар, Чӑваш автономийӗн юбилейӗсем ҫывхарнӑ май ҫак майпа усӑ курмалла, пысӑк укҫа илмешкӗн урӑхла майсем пулмӗҫ», - терӗ вӑл.

Помоги переводом

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Урӑхла каласан арлӑх, ӳсӗм, мӑшӑрланура тӑни, вӗренӳ шайӗ, кил хуҫалӑхӗн тытӑмӗ, пурнӑҫа тытса пымалли ҫӑлкуҫ, экономикӑна пуҫаруллӑ хутшӑнни, наци, гражданлӑх, чӗлхе пирки пӗлтернисӗр пуҫне репродуктивлӑ тӗллевсем ҫинчен - миҫе ача пулни тата вӗсен йышне ӳстерме ӗмӗтленнин сӑлтавӗ, кун-ҫула тытса пымашкӑн кансӗрлекен чир-чӗрпе нушаланни, ҫавна пула пулӑшу кирли, инвалидлӑх ушкӑнӗ пурри ҫинчен хуравлама тивет.

Помоги переводом

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Микроҫырав пурне те пырса тивмест: Раҫҫейре 1985 тата 1994 ҫулсенчи тӗпчевсенче пӗр вырӑнта ялан пурӑнакан халӑхӑн 5 проценчӗ хуравланӑ, кӑҫал - 1,7, ҫав шутра Чӑваш Енре - 1,9. Урӑхла каласан пирӗн республикӑра 24 пин ҫыннӑн хӑйсем ҫинчен пӗлтерме тивет.

Помоги переводом

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Урӑхла каласан, эпӗ хама гуманитари, филологи, литература таврашӗнчен уйӑраймастӑп.

Говоря по-другому, я не могу видеть себя вне гуманитарных наук, филологии, литературы.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Урӑхла каласан, мӑн асаттесен, ваттисен пурнӑҫне ҫамрӑксем тӑсаҫҫӗ.

Говоря иначе, жизнь прадедов, родителей продолжает молодежь.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ку саманара урӑхла пропаганда, агитаци пырать.

В наш век иная пропаганда, агитация.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пачах урӑхла, цикллӑ философи пулнӑ.

Наоборот, была философия цикличности.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Урӑхла каласан, йӗри-тавра питӗ хитре чухне ҫын тулаш тӗнчере пурӑнать, илемпе киленет.

Говоря по другому, если кругом все красиво, то человек живет во внешней среде, наслаждаясь красотой.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

— Пачах урӑхла.

- Совсем иначе.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Малтанхипе танлаштарсан, пач урӑхла — «чухӑннисен» ретне кӗртессинчен хӑраҫҫӗ!

По сравнению с прошлым, совершенно по-другому - бояться зачисления в ряды "бедных".

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Урӑхла каласан, укҫапа 5 ҫулта пӗр тытӑмӑн кӑна хуҫаланмалла, унсӑрӑн ҫав нухрат инвестици ҫухатӑвӗ чухлӗ чакать.

Помоги переводом

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Анчах ҫак «вӑхӑт» тенине коммуналлӑ службӑра ӗҫлекенсем урӑхла ӑнланаҫҫӗ пулмалла: контейнер ҫумне тепӗр ҫӳп-ҫап купи ӳссе лармасӑр «мусоровоза» кӗтсе илейместпӗр.

Помоги переводом

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Урӑхла пулма та пултараймасть, класра иккӗн кӑна вӗсем.

Помоги переводом

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Китай ҫыннисен вара пач урӑхла, вӗсем чӗрере йывӑр пулсан сӑн-питре кулӑ пулмалла теҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Америка ҫыннисен вара пач урӑхла – калаҫнӑ чухне мӗнле хытӑрах кулаҫҫӗ, ҫавӑн пек пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Урӑхла ҫыра пӗлместӗп.

По-другому писать не умею.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Халӗ урӑхла шухӑшлатпӑр: щетка тытма вӗренсенех ачана шӑлне тасаттармалла.

Помоги переводом

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней