Поиск
Шырав ĕçĕ:
Е амаланать, е сӳнсе ларать пӗчӗк хунар, унӑн улшӑнакан ҫутта ҫине е савӑнӑҫ, е хуйхӑ-суйхӑмӑр ӳкет.То разгорается, то гаснет фонарик, то горе, то радость освещает его колеблющийся свет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Витя пулӑшрӗ, вара эп ҫутта упаленсе тухрӑм.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Номерте паҫӑрах ҫутӑлнӑччӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ ҫутта сӳнтерме маннӑ кайнӑ, тен ҫавӑнпа-и, хам сӑнӑм куҫкӗски ҫинче кӑштах шурнӑ пек курӑнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӳсме ҫук тарӑхтаракан ҫутта пула куҫсем пирӗн сураҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл лӑп та шӑп ҫак самантра ҫутта куҫаркаланипе куҫне уҫса пӑхрӗ, сывласа илчӗ те питне аллипе хупласа каллех ҫывӑрса кайрӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӳлӗмри пӗтӗм ҫутта вӑл илсе кайнӑн туйӑнчӗ.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫак ӗҫ манӑн ӗмӗрте пулса иртнине тата халӗ ӗнтӗ эпӗ император Александр йӑвашшӑн патшара ларнӑ вӑхӑтра пурӑннине аса илетӗп те ҫутта кӑларас ӗҫпе ҫынна хӗрхенес йӗрке ӑнӑҫлӑн сарӑлса пынинчен тӗлӗнсе ҫеҫ тӑратӑп.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ ҫутта аллаппипе хупласа ун ҫине пӑхрӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кунне те ӑнӑҫлӑ суйланӑ: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ — тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗ.
Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №
Крыльца ҫинчи ҫутта ҫутса алкумне тухрӗ.
Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив
Вӑл пурин ҫинчен те, пурин ҫинчен те асӑнчӗ: ҫак чиркӳ ҫинчен, унӑн пӗчӗк ачисем ҫинчен, хулари ытти чиркӳсем ҫинчен, хула ҫинчен, пӗчӗк округ ҫинчен, пӗтӗм штат ҫинчен, штатри чиновниксем ҫинчен, Пӗрлешӳллӗ Штатсем ҫинчен, Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи чиркӳсем ҫинчен, конгресс ҫинчен, президент ҫинчен, министрсем ҫинчен, тинӗс ҫинче хаяр ҫил-тӑвӑлсем курса ҫӳрекен мӗскӗн ҫынсем ҫинчен, Европӑри монархистсен тата Хӗвелтухӑҫӗнчи деспотсен пусмӑрӗ айӗнче йынӑшса пурӑнакан темиҫе миллион чура ҫинчен, евангелири чӑнлӑх ҫутипе ҫутта тухнӑ ҫынсем ҫинчен, курмашкӑн куҫӗсем ҫук, илтмешкӗн хӑлхисем ҫук ҫынсем ҫинчен, инҫетри тинӗс утравӗсем ҫинчи тӗне кӗмен ҫынсем ҫинчен, — ҫакна пурне те вара пачӑшкӑ акӑ ҫапла хытӑ кӗлтуса вӗҫлерӗ:
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Астӑвӑм кӗнекисем, энциклопедисем ҫутта тухни питӗ лайӑх.
Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet
Кӑҫал чӑвашсен паллӑ ҫутта кӑлараканӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
А витамин (ретинол) ҫителӗксӗррине ӳт типни, виселенни, ҫӳҫ тӑкӑнни, куҫ ҫивӗчлӗхӗ чакни, ҫутта тӳсейми пулни, куҫҫуль юхни палӑртаҫҫӗ.
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
«Ҫемье халалӗсем чӑваш хушшинче яланах ҫирӗп пулнӑ. Ҫав тупрана лайӑх сыхласа упрӑр. Ҫемье телейӗ - пурнӑҫри йывӑрлӑхсенчен сыхлакан шанчӑклӑ хӳтӗлев», - тесе ӑс панӑ чӑвашсен аслӑ ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев.
Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01
Тӑсланки пуҫӗпе алӑк еннелле сӗлтрӗ те пассажирсем пӳртри ҫутта сӳнтерсе урама вирхӗнчӗҫ.Верзила кивнул в сторону двери и пассажиры, выключив свет в доме, заторопились на улицу.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Ҫыруҫӑсем валли ҫутта каялла сапалакан сӗмлӗ ятарлӑ тӑрӑх ҫӗлесе хунӑ, ҫырав эмблеми вырнаҫтарнӑ кӑвак жилет, «ВСХП» паллӑпа илемлетнӗ, хӗвелтен хӳтӗлекен уҫӑ карттус хатӗрленӗ.
Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
«Чӑвашсен хушшинче пултаруллӑ ҫын нумай. Вӗсенчен пӗри — пирӗн Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев. Пирӗн вӑл пуҫланӑ ӗҫсене малалла тӑсмалла», — терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев палӑкӗ умне чечексем хунӑ май.
Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Хамӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевӑн сӑмахӗсене час-часах аса илетӗп тата — вӑл яланах ыттисене ырӑ тума чӗнсе каланӑ.
Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
«Раҫҫее шанӑр, ӑна юратӑр, вара вӑл сирӗншӗн анне пекех пулӗ», - пилленӗ пире чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15