Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шыв ӗҫсе темӗн пекех киленсе кайрӑмӑр.
XXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Киленсе пӑхмалли ӳкерчӗксем те, вулама юрӑхлӑ кӗнекесем те ҫук, лайӑх рояль те ҫук, унта-кунта ларакан клавесинсемпе фисгармоньсем тахҫантанпах пӗр сас-чӗв те кӑлармаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Эпӗ ирӗкре киленсе ҫӳренипе пур япаласем ҫивӗ те ӗлӗкхи пекех салхуллӑн пӑхми пултӑм.Я был наверху блаженства, наслаждался своей свободой и уже начинал не так мрачно смотреть на вещи.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫынсем ҫывӑрнӑ чух, вӗсем совхозӑн кивӗ пахчисенче кишӗр шыраҫҫӗ пулас, кайран, кишӗре кӑчӑртаттарнӑ май, ыталашаҫҫӗ те, киленсе кайса, кӑвак горизонт хыҫӗнчен хӗвел епле ҫӗкленсе тухнине пӑхса тӑраҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пӗтӗмпех пире хирӗҫ — эпир хамӑр пурнӑҫ тӑршшӗпех куллен-кун ӗҫре вилсе пыратпӑр, ялан пылчӑк ӑшӗнче, ултавра пурӑнатпӑр, пирӗн ӗҫпе ыттисем киленсе, кӳпсе пурӑнаҫҫӗ, пире, сӑнчӑрланӑ йытӑсем пек, тӗттӗмлӗхре тытса усраҫҫӗ, эпир нимӗн те пӗлместпӗр, хӑратса усраҫҫӗ, эпир пуринчен те хӑратпӑр.
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫавӑн пек чух вара амӑшӗн кӑмӑлӗ тулать, вӑл мӑнкӑмӑллӑ пулса, шӑппӑн савӑнса, ывӑлӗпе киленсе, шанчӑкпа тулса шухӑшлать:Тогда, умиленная, гордая, в тихом восторге, она любовалась им и, полная надежд, думала:
XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Саша ӑшӑпа киленсе, урисене утиял айӗнче тӑсрӗ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Юнран хӑраман салтак пурнӑҫпа киленме пултарнӑ пек киленсе хавасланаҫҫӗ…И пусть все наслаждаются жизнью, как может наслаждаться солдат, не боящийся крови…
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Андрей, пукан хыҫӗ ҫине тайӑнса, Степан хыттӑн мар та, йӗркеллӗн каланине киленсе итлерӗ.Андрей откинулся на спинку стула и с удовольствием слушал негромкую, размеренную речь Степана.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Илемлӗ те хӑватлӑ! — терӗ Павлин хӑйпе юнашар тӑракан «Мурман» капитанне, Черкизов мӗнле ишнине киленсе сӑнанӑ май.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Унпа юнашар выртакан Маркин ҫӑвар туллин анасларӗ те киленсе карӑнса илчӗ.Лежавший рядом с ним Маркин зевнул во весь рот и сладко потянулся.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Йывӑҫсен ҫинҫе вуллисем авӑнаҫҫӗ, ҫулҫӑсем хыттӑн шавлаҫҫӗ, анчах ҫаксенче пуринче те ҫамрӑклӑхпа вӑй-хӑват ҫав тери уҫҫӑн палӑрнӑ пирки, Павлин ӑна ирӗксӗрех киленсе пӑхма тытӑнчӗ.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Эпӗ, ҫӗмеллӗ уй-хир анлӑшӗпе киленсе пынӑ хушӑра, хӗрарӑм-контролер билетсем тӗрӗслеме пуҫларӗ пулас.Пока я наслаждался широкими полями, женщина-контролер, кажется, начала проверять билеты.
Билет // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23-24 с.
Хӑйне хӑй тыткалама кирлинчен, хӑйне тӗрӗслессинчен канса, ӑс-хакӑла пӑхӑнманнипе, шухӑшсӑрлӑхпа киленсе, вӑл мӗн чухлӗ вӑхӑт ҫӳренине пӗлме ҫук.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«Ҫерҫи пек чӗриклетет» — ачашшӑн шухӑшлать Василий, хӗрӗн сассипе киленсе.«Чирикает, словно воробушек», — умиленно думал Василий, наслаждаясь самым звуком голоса дочки.
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эпӗ колхоз председателӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Василий, тӳсеймесӗр тата хӑй урса кайнипе киленсе.Я председатель колхоза! — загрохотал Василий, сорвавшись и уже наслаждаясь своей яростью.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫул ҫинче тӗл пулнӑ палламан хӗрарӑм, сывлӑх сунса, вӗсене тимлӗн пӑхса ӑсатма чарӑнса тӑрсан, Валентина киленсе савӑннипе кулса ячӗ.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Йӑлтӑркка пин-пин ҫӑлтӑрлӑ ҫӗрлехи тӳпене хырпа шыв нӳрлӗхӗн шӑрши тулнӑ сывлӑша пула ӳсӗрӗлсе кайнӑ евӗр, хӗвел аннӑ чухне шыв ҫийӗн сывлӑша ҫурса, ирӗккӗн те хӑвӑрттӑн, киленсе вӗҫекен савӑнӑҫлӑ ҫӗр чӗкеҫӗсем пек, вӑл пӗр шухӑшсӑр-мӗнсӗр ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Калаҫупа киленсе, Андрей унӑн юхӑмне ирӗклӗнех парӑнчӗ, ӑна епле ҫулпа илсе пыма кирлине те манса кайрӗ, анчах ҫавӑнтах чарӑнчӗ.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унтан пӗчӗкҫеҫҫӗ шӑвӑҫ коробка кӑларчӗ, ун ӑшӗнчен пӗр чӗптӗм шурӑ порошок илсе, киленсе кайса сӑмсине туртрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.