Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ каҫа княгиня патӗнче ирттертӗм; Верӑпа пӗр кулӑшла стариксӗр пуҫне хӑнасенчен урӑх никам та пулмарӗ.Я окончил вечер у княгини; гостей не было, кроме Веры и одного презабавного старичка.
Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эп ун патне пынӑ чух Грушницкие сӳрӗккӗн итлетчӗ вӑл, лешӗ юри ҫутҫанталӑкпа савӑнатчӗ пулас, анчах хӗр мана курчӗ те, асӑрхаман пек пулса, хыттӑн кулма тытӑнчӗ (питех те вырӑнлӑ пулмарӗ).
Майӑн 29-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫакӑнта пирӗн калаҫу урӑххи ҫине куҫрӗ те Грушницкий ҫинчен урӑх сӑмах пулмарӗ.Тут разговор переменил направление и к этому уж более не возвращался.
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халиччен илтмен чӑрсӑрлӑх, тет ӑна вӑл; эпӗ вара, сан хутна кӗрсе, вӑл питӗ лайӑх воспитани илнӗ-ҫке, сире ним чухлӗ те кӳрентересшӗн пулмарӗ, тесе аран-аран ӗнентертӗм.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑй хӗрелсе кайрӗ те ку ӗҫ хӑш кун пулнине те каласшӑн пулмарӗ.Она покраснела и не хотела назвать дня, вспомнив свою милую выходку.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл пӑхни мӗне пӗлтернине чухласа илме май пулмарӗ, ҫапах та вӑл ун ҫине йӗкӗлтемесӗр пӑхрӗ, ҫавӑнпа эпӗ Грушницкие ӑшӑмра чунранах саламларӑм.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унтан нимӗнле сасӑ та пулмарӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл васкаварлӑн пӗр куркине ӗҫсе ячӗ те иккӗмӗшне ӗҫесшӗн те пулмарӗ, темӗнле пӑшӑрханнӑ пек пулса, каллех хапхаран тухса кайрӗ: старике Печорин хисеплеменни кӳрентерчӗ ӗнтӗ ҫинчен тата, хӑй унпа туслӑ пулни ҫинчен мана вӑл иртнӗ кунсенче кӑна каласа парсаччӗ, тата пӗр сехет каялла кӑна вӑл унӑн ятне илтсенех «акӑ чупса килет вӑл» тенӗччӗ.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫӗрпӳрте ирхи ҫутӑ кӗме пуҫланипе, тӗттӗмех те пулмарӗ.В землянке, из-за того что начал проходить утренний свет, не было темно.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Полковник Алексей ҫине сивӗрех куҫсемпе пӑхрӗ, ҫавӑнпа та ӑнланма пулмарӗ; шӳт тӑвать-и вӑл, е чӑнласах калаҫать?— Полковник хмуро смотрел на Алексея, и трудно было понять, шутит ли он или сердится всерьез.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл темскер пӑшӑлтатрӗ, анчах сасси ҫав тери вӑйсӑр пулнипе, нимӗн те ӑнланма пулмарӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпир чӳречесене уҫса ятӑмӑр, анчах тулта пӳртринчен те пӑчӑччӗ, вара кравачӗ патне пӑр лартрӑмӑр, — пур пӗрех усси пулмарӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пыра киле вӑл пиртен пӑшалпа пемелӗх хушӑра кӑна тӑрса юлчӗ; лаши ывӑнса ҫитнеччӗ-ши Казбичӑн, те пирӗннинчен начартарахчӗ вара, анчах вӑл хуҫи мӗнле хистесен те питех васкасшӑн пулмарӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Григрий Александрович ҫав шӑрӑхра ӗшенсе ҫитнӗ пулин те, кайӑк тытмасӑр таврӑнасшӑн пулмарӗ…Только Григорий Александрович, несмотря на зной и усталость, не хотел воротиться без добычи,
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Юлташӑм каланӑ пек пулмарӗ, ҫанталӑк уяртрӗ те пире тӳлек ир пуласса ӗмӗтлентерчӗ; инҫетре тӳпе хӗрринчи ҫӑлтӑрсен карти тӗлӗнмелле илемлӗ тӗрӗ пек тӗрленсе пӗтнӗ те, ӗмӗрхи юрпа витӗннӗ тусен чӑнкӑ ҫамкисене хӗвелтухӑҫӗнчи шупкарах ҫутӑ ерипен ҫутатса, тӗттӗм кӑвак тӳпе тӑрӑх сарӑлса пынӑҫемӗн ҫӑлтӑрсем те пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнеҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унччен те пулмарӗ, пӑхатӑп, Казбич шартах сикрӗ, сӑнран улшӑнчӗ, тӳрех чӳрече патнелле ыткӑнчӗ: чӳречи — инкеке — картиш еннелле пӑхатчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Виҫҫӗмӗш звено атаки ӑнӑҫлӑ пулмарӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӗрлекен, ӳлекен, чӗтресе тӑракан тӗттӗмлӗхре нимӗн те уйӑрса илме май пулмарӗ, — пӗлӗтри хӗвел тӗксӗм, лапӑрчӑк-хӗрлӗ икерчӗ пек кӑна курӑнса тӑчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗвел тухса хӑпарсан та ҫӗр ҫинче ҫутӑ пулмарӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унччен те пулмарӗ, моторсем калама ҫук вӑйлан ӗҫлени илтӗнчӗ те, темӗн пысӑкӑш икӗ мӗлке, сывлӑша чӗтрентерсе, тӗлӗнмелле шатӑртатса вӗсен пуҫӗсем ҫинченех иртсе кайрӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950