Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та, эсӗ хуть шанса пурӑнма та пулин май пар, хӑвӑн пирки тӑрӑшма ирӗк пар!Но ты хоть дай возможность жить с надеждой, дай позволения стараться для тебя!
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Юлташ подполковник, пӗлтерме ирӗк парӑр: унӑн урисем ҫук, — хӑйӗн тусӗн хутне кӗчӗ инструктор Наумов.— Товарищ подполковник, разрешите доложить: он без ног, — вступился за друга инструктор Наумов.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Кайма ирӗк парӑр?
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эсӗ ӳксе вилӗн те, манне мӑя касса татӗҫ: мӗншӗн вӗҫме ирӗк патӑн эс ӑна, ватӑ ухмах, тейӗҫ.Разобьешься, а с меня голову снимут: зачем, старый дурак, направил!
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кам ирӗк парать сире? — Майор хӑй умӗнче темле фанатик, тен ухмаха ернӗ ҫын тӑнине ӑнланчӗ.И кто вам разрешит? — Майор понял, что перед ним какой-то фанатик, может быть, сумасшедший.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ирӗк сирӗн, анчах Лиза Муромская пӗрре те ман кӑмӑла килмест.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ирӗклӗ ҫыннӑн хӑйӗн ирӗк, ҫул тӗнченӗн», — ответленӗ Лиза.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Мӗскӗн станца пуҫлӑхӗ Дуньӑна гусарпа ларса кайма ирӗк панине хӑй те ӑнланман, мӗнле-ха вӑл ҫав таранччен суккӑр пулнӑ, ӑҫта кайнӑ пулнӑ ун чух унӑн ӑсӗ?
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
«Эсӗр нимӗн те чӑрмантармастӑр, перӗр, ытах та перес темесен, сирӗн ирӗк; эсӗр пересси сирте юлать; эсӗр перес тесен, эпӗ кирек хӑҫан та хатӗр пулатӑп», — терӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ку эпиграммӑсемшӗн тата ытти «ирӗк» сӑвӑсемшӗн Пушкина Раҫҫейӗн кӑнтӑр енне ссылкӑна янӑ.
А. С. Пушкин тата вӑл ҫырнӑ «Белкин повеҫӗсем» // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пире сывпуллашма та, ыталанса илме те, пӗр-пӗрин аллине тытса чӑмӑртама та ирӗк памарӗҫ.Не позволили нам ни проститься, ни обнять друг друга, ни обменяться рукопожатием.
1943 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Коридорта туп-тулли халӑх — паян кӗҫнерникун, вӑл кун арестленисен тӑванӗсене вӗсен кӗпи-йӗмне илсе кайма ирӗк параҫҫӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Фельдфебель, эсэс формине тӑхӑннӑ ҫын (вӑл ирӗк памасӑр врач-чех аспирин та ҫырса пама пултараймасть) хӑех пӗр миска больницӑра паракан шӳрпе илсе килет те эпӗ ӑна ҫисе яричченех ман умра тӑрать.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл шӑртланнӑ чух юлташӗсем пӗр шарламасӑрах унпа килӗшсе, ӑна нимӗн те каламан, ӑна, хӑй калашле, «пур патронсене те персе пӗтерме» ирӗк панӑ, тарӑхни иртиччен, унӑн вӑрҫӑра пӑсӑлнӑ нервисем лӑпланиччен, вӑл малтанхи пекех лӑпкӑ та савӑнӑҫлӑ пулса тӑриччен шарламасӑр кӗтнӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Улпут сана хулари тӗрмене хупса лартас, саламатпа ҫаптарас, унтан пӗр-пӗр ҫӗре инҫене ӑсатас, тет, анчах эпӗ сан хутна кӗтӗм те, сана кӑларса яма ирӗк ыйтса илтӗм.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Ирӗк парӑрччӗ, ваше превосходительство, хӑвӑрпа пӗччен калаҫма, — терӗ юлашкинчен исправник.– Позвольте, ваше превосходительство, переговорить с вами наедине, – сказал, наконец, исправник.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Марья Кириловна, ҫав тери хыпӑнса ӳксе, хӑйне ашшӗ тухма ирӗк панипе усӑ курма васкарӗ.Марья Кириловна жадно воспользовалась позволением удалиться.
XIV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӑн та, вӑл пӗчӗк Сашӑна вӗрентес тесе тӑрӑшсах кайман, ӑна алхасма ирӗк панӑ, йӑлишӗн кӑна пулакан урокӗсенче хытах ыйтман, — анчах музыкӑна ӑнӑҫлӑн вӗренсе пыракан хӗр вӗренӳре мӗнле ӗлкӗрнине тӑрӑшсах сӑнанӑ вара, сехечӗ-сехечӗпе унпа юнашар фортепьяно умӗнче ларса ирттернӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫавна калама вулаканран ирӗк ыйтса илетӗп.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Сывпуллашма ирӗк парӑр, юлташ полковой комиссар! — уйрӑмӑнах хаваслӑн каласа хучӗ вӑл хӗрринчи койка патӗнче.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950