Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Уншӑн (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Матвей хӑй ачине питех хӗрхеннӗ, хӑй ачинех вилес умӗн пӑрахса хӑварни уншӑн пит аван мар пек туйӑннӑ, анчах урӑхла мӗн тӑвас тетӗн?

Жаль ему было Николку, очень жаль, и оставлять его при смерти было совестно, но что же поделаешь иначе?

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Ҫук-ха, эпӗ калам, кунта уншӑн кӗмерӗм эпӗ.

Но я, конечно, но затем к вам заехал.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӗн тери хаклӑ уншӑн хӑйӗн хутланчӑкӗсем хушшинче ӗнтӗ виҫӗ уйӑх хӗр ӳчӗн утӑ шӑрши майлӑ уҫӑмсӑр шӑршине упракан ҫав пӗчӗкҫӗ тутӑр!

И крохотная утирка, три месяца хранившая в своих складках невнятный, как аромат сена, запах девичьего тела, была ему так несказанно дорога!

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗҫе тӑватӑн — Дон ҫарӗ манмасть сана уншӑн.

А проделаешь — Донское войско тебе не забудет этого.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫаплах каларӗ, тет, аннӳне: «Леш енне каҫар кӑна — сирӗн Григорие чи малтан мӑя пӑяв тӑхӑнтаратпӑр. Эпӗ, — тесе калать, тет, — уншӑн хӗҫе те вараламастӑп!»

Матери так и сказал: «Как перейдем на энту сторону — Григорий ваш первый очередной будет на шворку. Висеть ему на самом высоком дубу. Я об него, говорит, и шашки поганить не буду!»

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кунта пурте уншӑн палланӑ-пӗлнӗ вырӑнсем.

Все здесь было ему знакомо.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий ҫук чух каллех ӗнтӗ уншӑн тӗнче пӗтсе килнӗ пек пулчӗ, Григорий хӑй ҫывӑхӗнче чух каллех вара вӑл ҫӗнӗрен ҫуралчӗ, тейӗн.

Снова мир умирал для нее, когда Григорий отсутствовал, и возрождался заново, когда он был около нее.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куҫ уҫса пӑхмалла мар переҫҫӗ, чӗрри-сывви пурте пытанса петнӗ, уншӑн ав — пӗр сӑмах: «Туп ӑна, атту чунна пӑчӑртаса кӑларатӑп!»

Стрельба идет темная, все живое похоронилось, а он — в одну душу: «Найди ее, иначе в гроб вгоню!»

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Апла пулсан мӗн уншӑн куҫҫуль тумлататӑн? — тӗпчерӗ пурне те пӗлме юратакан карчӑк.

— А чего же ты слезу сронила? — допытывалась любознательная старуха.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӳршӳне ҫунтарса янӑ пулать те — уншӑн «турра тав» темелле-и?

Соседа спалили — так это «слава те господи»?

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Теплерен пӗрре, асаплантарса вӗлернӗ Иван Алексеевича аса илчӗ, уншӑн хурланса чунне ырттарчӗ, унтан ҫакӑ та кайран иртсе кайрӗ.

На какой-то день всколыхнули его боль и жалость к убитому Ивану Алексеевичу, а потом и это прошло.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья ура сасси илтӗннӗ еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, сӑнӗнче — паллах, юри-ха ӗнтӗ ку — тӗлӗнни палӑрчӗ, анчах хӑй Григорие курнӑшӑн хӗпӗртесе кайнине тата уншӑн кулянса пурӑннине пытараймарӗ.

Аксинья повернулась на звук шагов, на лице ее — несомненно, притворное — выразилось удивление, но радость от встречи, но давняя боль выдали ее.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ну, хӗнерӗҫ, мӗнех-ха уншӑн!

Ну и выпороли, какая же беда!

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Ну, — тейӗ, — турра тав, тинех кӑрчамас карчӑкран хӑтӑлтӑм, тӑпри акӑш мамӑкӗ пек ҫемҫе пултӑр уншӑн!» — тейӗ.

«Ну, скажет, слава богу, ослобонился от старухи, земля ей пухом лебяжьим!

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗнтӗ Петро уншӑн ҫывӑх тӑванӗ мар, уйрӑлса кайма вӑхӑчӗ ҫитнӗ, вӑхӑтлӑха кӑна килнӗ хӑна ҫеҫ пулчӗ.

Был Петро теперь не своим, а недолгим гостем, с которым пришла пора расстаться.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Савӑнчӗ уншӑн Григорий, ӑшӗ лӗкленекен пуличчен туртса тӑранчӗ те, пуҫне ҫунатти айне чиксе ларакан кайӑк пек, шинель аркипе пуҫ ҫийӗн витӗнсе, мӑкӑль-шакӑллӗ кизек ҫинче пӗрремӗш хут тутлӑн ҫывӑрса кайрӗ.

Рад был Григорий, накурился до тошноты и в первый раз крепко уснул на кочковатых кизяках, завернув голову в полу, как птица под крыло.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Уншӑн мӗн, эпӗ айӑплӑ-и?

А я тут при чем?

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Григорий Мелехов пиччӗшне арестлеме кирлех-и. Фомин уншӑн хытӑ тӑрать.

— Брата Григория Мелехова арестовывать вряд ли есть смысл. За него горой стоит Фомин.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпир тӑратпӑр, паллах, уншӑн, пирӗн ывӑлсем фронтсене пӑрахрӗҫ, анчах эпир — тӗттӗм ҫынсем, ӑна-кӑна ниепле тӑнланса пӗтерейместпӗр…

Мы, конечно, за нее стоим, сыны наши фронты бросили, но мы — темные люди, никак мы не разберемся в ней…

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах уншӑн та ырӑ пурнӑҫран уйрӑлмалли вӑхӑт ҫитрӗ.

Однако приспела и ему пора поквитаться с хорошей жизнью.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней