Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чакма сăмах пирĕн базăра пур.
чакма (тĕпĕ: чакма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тифпа чирлерӗм те, Ҫурҫӗр фронтран чакма тапратсан, Дударев хуторӗнче хӑварчӗҫ.

— Тифом заболел, меня оставили на хуторе Дударевском, когда началось отступление с Северного фронта.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем лапамалла анса каялла чакма пуҫларӗҫ.

Красные цепи стали отходить, спускаясь на днище падины.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хавшак чунлисене ырӑ мар хыпар-хӑнар шуррисемпе пӗрле чакма хӗтӗртрӗ.

Слабых духом молва толкнула на отступление.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чакма хатӗрленетӗн-и, Аникей?

— Собрался в отступ, Аникей?

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пирӗн полк — суворовла полк, каялла чакма пӗлмест!

Полк наш суворовский, полк наступающий!

Ртищев-Умищев // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Пит хытах чупса тараймастӑн — сан пеккисемпе каялла чакма лӑпах чух пулать.

— Резко не побегешь — самое с такими отступать.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫуркуннехи ейӳ тин кӑна чакма тытӑннӑ.

Полая вода только что начала сбывать.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тискеррӗн хартлатса илсе, кӗсре аяккалла туртӑнчӗ, каялла чакма пикенчӗ.

Дико всхрапнув, крутнулась в сторону, попятилась.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хутортан ҫур ҫухрӑмра, Донӑн сулахай ҫыранӗ хӗрринче, тарӑн ланкашка пур; ҫуркуннесенче, Дон чакма пуҫлас умӗн, унта яланах шыв нумай тулса ларать.

В полуверсте от хутора, с левой стороны Дона, есть прорва; в нее веснами на сбыве устремляется полая вода.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тральщиксем ҫинчен пирвайхи снарядсем вӗҫсе килме пуҫласан, чакма чарӑнчӗҫ.

Отступление приостановилось, когда с тральщиков полетели первые снаряды.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вырӑссемпе румынсен чаҫӗсем тӑшман ункинчен тухса чакма чарӑннӑ хыҫҫӑн 12-мӗш полка позицирен илсе тухрӗҫ те тыла, малтанхи вырӑнтан темиҫе ҫухрӑм сулахаялла куҫарса тӑратрӗҫ.

После того как отступление приостановилось и русско-румынские части вышли из мешка, 12-й полк был снят с позиции, брошен в тыл, левее своего участка на несколько верст.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсене те вара каялла чакма вилӗмсӗр пуҫне урӑх нимӗн те чараймӗ-ши?» — пӗрре кӑна мар шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.

B ничто, кроме смерти, не в силах будет их удержать?» — не раз задумывался он.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ӗҫӗ йывӑр, каччӑсем чакма пуҫларӗҫ, хӗрсем пирки калаҫмалли те ҫук.

— Труд тяжелый, вот хлопцы и сдают, а тем паче бабы.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йывӑр инкек ӳпӗнчӗ ун пуҫӗ ҫине; унӑн ӑс-тӑнӗ пӑтранакан пулчӗ, пуҫ тӑнӗ чакма пуҫларӗ.

Тяжелая развязка настигала его неотвратимо; слабела память, и мутился рассудок.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапӑҫун уйрӑм-уйрӑм тӗлӗсем Дарья куҫӗ умӗнче таткаланса пӗтнӗ тӗрлӗ тӗслӗ лӑнчашкасем евӗр мӗлтлетеҫҫӗ: чӗркуҫҫи ҫинче тӑракан Митька Коршунов хӑй умӗнчен чупса иртекен Сергей Платоновича тимӗр винтӑпала янлаттарса янине курчӗ вӑл, курчӗ те тӗлӗнмерӗ; лешӗ, хӑлаҫланса пыракан аллисене сарса ярса, тараса пӳлӗмнелле рак пек чакма пуҫларӗ; ӑна ура кӗллисемпе таптаҫҫӗ, айӑн-ҫийӗн йӑвалантараҫҫӗ…

Перед глазами Дарьи разноцветными лоскутьями мелькали разрозненные сценки побоища; она видела и не удивлялась тому, как Митька Коршунов, стоя на коленях, резнул железным болтом бежавшего мимо Сергея Платоновича; тот вскинул размахавшимися руками и пополз раком в весовую; его топтали ногами, валили навзничь…

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпӗ калатӑп хайхи хамӑр полк салтакне: «Эпир, Тимошка, чакма пуҫлатпӑр имӗш, туртса антар стена ҫумӗнчи кавире, эпир ӑна торокӑна хурӑпӑр…» тетӗп.

— Я и говорю своему полчанину: «Это, Тимоша, отступать будем, тяни ковер со стены, а мы его в торока…»

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан, хӑрах куҫне йӑлтӑртаттарса (тепӗр куҫӗ пиҫмен слива пек хӗрелсе шыҫса тухнӑ), крыльца патнелле чакма пуҫларӗ.

Степан, сверкая одним глазом (другой затек опухолью цвета недоспелой сливы), отступал к крыльцу.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ак ӗнтӗ Катерина ашшӗ тапӑнма тытӑнать — Данило каялла чакса пырать: пан Данило тапӑнать — хаяр старик чакма пуҫлать, унтан вара каллех пӗр пек.

Вот наступает Катеринин отец — подается пан Данило — Наступает пан Данило — подается суровый отец, и опять наравне, кипят.

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Текех каялла чакма ҫук.

Больше отступать нельзя.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл кӑкӑрӗ айӗнче ҫивӗч чул хыпашласа тупрӗ, унтан сасартӑк хӑвӑрттӑн ҫаврӑнчӗ те, тискеррӗн ҫухӑрса, хӑйне вилӗмрен хӑтарма пултаракан мӗнпур вӑйӗпе, Лозневой каялла чакма ӗлкӗриччен, ӑна пуҫран ҫапрӗ.

Нащупав под своей грудью камень-голыш, он вдруг круто обернулся и, не успел Лозневой отшатнуться, с диким воплем ударил его по голове, вложив всю силу в этот удар, суливший спасение от верной гибели.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней