Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӑварлӑ шыв пӑсланнипе тухакан электричествӑна хӑйӗн ӑшне туртса илекен пӑс атмосферӑна тулать.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе шӑртлатса каякан сасӑ илтӗнсе, темӗн пысӑкӑш шыв юпи вӑйлӑ тапакан фонтан пек пӗлӗтӗн чи ҫӳлти сийӗсенех сирпӗнсе ҫитет, йӗри-тавралла вӗри пӑс кӑларса салатать.
XXXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ сывлӑшрах тӗтре пек ҫӗкленсе ҫӳрекен пӑс ҫинелле, ун витӗр мӗн те пулин курас тесе тӑрӑшса пӑхатӑп.Я вглядываюсь в облака водяных паров, висящие в атмосфере, и стараюсь проникнуть в их толщу.
XXXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Хӗрӳ ӳссе пынипе чулсем шӑранаҫҫӗ, шывсем ҫӗр чӑмӑрӗ тавра юхса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем вӗресе пӑсланаҫҫӗ; ҫӗр йӗри-тавра пӑс ҫавӑрӑнать, ҫӗр хӑй те газа ҫавӑрӑнса, хӗвел пекех пысӑкланса ҫутатакан пулса тӑрать.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ унта та, кунта та вӗри ҫӑлсенчен шурӑ пӑс палкаса тухнине куртӑм, вӗсем хытӑ вӗресе тӑнӑ — тӑпра ӑшӗнче вулкан вӑйӗ пуррине пӗлтерет.
XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫапах хӑш-пӗр тӗлте халӗ те ҫӗр айӗнчи вӗри ҫӑлсенчен пӑс персе тӑни курӑнкалать.Однако местами сквозь лавовый покров пробивались пары горячих подземных источников.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Асту, чулсем ҫинче рантне ан пӑс!..
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл, эпӗ халӗ ҫеҫ асӑннӑ металсем нумайрах илсе, пирӗн ҫӗр евӗрлӗ пӗр шар турӗ; ун ҫине сывлӑм пек шыв пӗрхӗнтерсе сапсан шыв ҫийӗ хӑмпӑланать, йӳҫет, унта пӗчӗкҫӗ тусем пулса тӑраҫҫӗ: тӑвӗ тӑрринче кратер уҫӑлать те вӗри пӑс сирпӗнсе тухать; шар ҫав тери вӗриленсе кайнипе ӑна алӑпа тытма та ҫук.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫӗр пичӗ ҫине шыв е сывлӑш пырса лексенех вут хыпса каякан калийпе натрий йышши металсем темӗн чухлӗ пухӑнса тӑнӑ; сывлӑшри пӑс ҫумӑр пулса ҫӗр ҫине анса ларсанах, ҫав металсем ҫулӑмланса ҫунма пуҫланӑ; пыра киле, шывсем ҫӗр хушшинчи ҫурӑксем витӗр ҫӗре сӑрхӑнса кӗме пуҫласан шалта пуҫланнӑ пушарсем ҫӗре шӑтарса хӗрсе шӑраннӑ япаласене сирпӗнтерсе кӑлара пуҫланӑ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Бойницӑсем витӗр ӑшӑ пӳлӗме сивӗ ярӑнса кӗчӗ, пӑс йӑсӑрланма тапратрӗ.Сквозь отверстия в теплую комнату хлынул холод, заклубился пар.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унтан пӳрте кӑвак пӑс пек сив сывлӑш кӗрет, вӗсем хыҫҫӑн алӑк хыттӑн хупӑнни илтӗнет.Потом стук захлопнувшейся за ними двери и седой клуб ворвавшегося пара.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, ҫенӗке ӑшӑ пӑс тухса тулчӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пит-куҫӗ шыҫӑннӑ, хуралса кайнӑ, Егоров пӗр тапранмасӑр выртать, унӑн уҫӑ тутинчен кӑшт пӑс тухни палӑрман пулсан, вӑл вилнӗ тесех шутламалла.
8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Юханшыв ҫийӗнче шыв, пӑс тата тӗтӗм фонтанӗ ҫӗкленчӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
«Мурман» пӑс чаршав витӗр тухсан, ҫынсем пысӑк баржа хыҫӗнчен хӑвӑрт перекен пӗчӗк тупӑллӑ катер тухса, «Могучий» еннелле пыма тытӑннине курчӗҫ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
«Могучийпе» «Любимец» тавра шурӑ пӑс палкать, вӑл хӑйне май тӗтӗм чатӑрӗ пулса, тӑшмана тӗллесе пеме кансӗрлет.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ку таранччен вӗсем кунта нимӗнле хӑрушлӑх пуррине те туйман, ҫавӑнпа та пӑрахут хуранӗсенчи пӑс пусӑмне хӑвӑртах хӑпартаймаҫҫӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Плана ан пӑс, Петр Матвеич.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Мӗн эсӗ, ухмаха ертӗн-им? — тесе кӑшкӑрнӑ Саня, хӑй вӑл пӑс витӗр курӑнма та пултарайман.Что ты, с ума сошел? — крикнул Саня, которого из-за пара не было видно.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Хӗрсе кайнӑ чулсем чӑшлатма пуҫланӑ, мунчана шурӑ вӗри пӑс тухса тулнӑ.Раскаленные камни зашипели, и белый горячий пар густо повалил от печки.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.