Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫыру тытнӑ казакӗ сулӑнса кайрӗ те лаша ҫинчен ӳкрӗ; ыттисем каялла вӗҫтерчӗҫ.Казак, державший письмо, зашатался и свалился с лошади; другие поскакали назад.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Чӑнах та, ҫак кун пурнӑҫ шӑпи хӑех шалпар та ҫапкаланчӑк кунчалӑ атӑ, форменнӑй курточка тӑхӑннӑ ача пулса (пуҫӗнче ун тӗл-тӗл хура паллӑсем пур, курточкӑран ырханкка мӑйӗ тӑсӑлса тухать), вӑйран сулӑнса ҫитнӗ ача пулса, хӑй патне пыни ҫинчен шухӑшламан ӗнтӗ Николай Антоныч.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кимӗ сулӑнса кайрӗ, эпӗ аран тытӑнса юлтӑм; пирӗн хушӑра хаяр кӗрешӳ пуҫланчӗ.Лодка закачалась, но я справился, и между нами началась отчаянная борьба.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ вӑл сулӑнса ҫыран хӗррине ҫапӑнӗ те пӗрчӗк юлмиччен саланса кайӗ, тесе шухӑшласа тӑраттӑм эпӗ, анчах вӑл хӑяккӑн кӑна пӑрӑнса, курӑклӑ пӗр пӗчӗк сӑмсаха ним инкек-синкексӗрех пырса кӗчӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Петр Петрович сулӑнса кайса урайне ӳкнӗ, пӗтӗмпех саланса кайнӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Арӑмӗ кӑшкӑрса ямарӗ, сулӑнса каймарӗ, вӑл ҫӳлелле ҫӗкленӗ аллине хуллен кӑна антарчӗ те, хӑйсем ҫинелле тӗлленӗ револьверсен кӗпҫисем умӗнче упӑшкине алӑ пачӗ.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах ҫак минутра Алексей темле тӗлӗнмелле ӗҫ пуласса ӗненчӗ, хӑй сисмесӗрех чупса пычӗ, протезсем тӑхӑннӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш хут чӑннипех чупрӗ, сайра-хутран ҫеҫ туйи ҫине тайӑнса, енчен енне сулӑнса пычӗ, протезӗсем пӗрмай нӑтӑрт, нӑтӑрт, нӑтӑрт туса пычӗҫ…
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӑма ӑна питӗ йывӑр пулчӗ, кӗлетки текех пӗрре унталла, тепре кунталла сулӑнса кайма пикенчӗ, унӑн ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухма пуҫларӗ.Стоял, шатался, все время теряя равновесие и чувствуя, как холодный пот выступает у переносицы.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ, унталла е кунталла сулӑнса каясран аллисемпе сулкаласа, вӑл тепӗр утӑм тума иккӗленсе тӑчӗ.Теперь, балансируя руками, он стоял среди комнаты, не решаясь на следующий шаг.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унсӑр пуҫне тата, унӑн урисемпе тӳррӗн мар, чалӑшшӑн, пушмак пуҫӗсене ик еннелле туса пусмалла пулнӑ, кун пек пуссан вӑл малалла утнӑ чух ҫирӗпрех пулнӑ, сулӑнса кайман.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа та, виҫҫӗмӗш утӑм тусан, вӑл пӗр еннелле сулӑнса кайрӗ те, ури пӑрӑннипе урайне ӳппӗн тӑсӑлса ӳкрӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Темиҫе самант хушши, урисене саркаласа пусса, сулӑнса каясран аллисемпе сулкаласа тӑчӗ вӑл.Постоял несколько мгновений, расставив ноги и беспомощно разведя руки для баланса.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сӗнксе ларать-ларать те ҫывӑрсах каять пулмалла, пуҫӗ тӑрук сулӑнса каять те — вӑранса каять.Сидит так с заспанными глазами, как только голова на бок – просыпается.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Ҫакна тунӑ чухне вӑл тепӗр ури ҫинче сылтӑмалла та сулахаялла сулкаланса тӑчӗ, хытӑ сулӑнса кайнипе кӑштах кайса ӳкмерӗ.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑйран сулӑнса ҫитсен, типӗ ҫӗре чупа-чупа тухса, вӗри хӑиӑр ҫине тӑсӑла-тӑсӑла выртрӗҫ, утиялпа витӗннӗ пек, хӑйсене хӑйӑрпа витрӗҫ, унтан каллех шывалла сикрӗҫ те татах малтанхи пек хӑтланма пуҫларӗҫ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пырсан-пырсан арҫын сулӑнса кайрӗ, унтан пӗр вӑхӑт чарӑнса тӑрса канчӗ те хуллен малалла утрӗ.
Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html
9. Павел вӑрахчен калаҫнӑ хушӑра чӳрече янахӗ ҫинче ларакан Евтих ятлӑ пӗр яш ача ҫывӑрсах кайнӑ, ыйхӑллӑскер сулӑнса кайса ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутӗнчен персе анчӗ; ҫӗртен ҫӗклерӗҫ те — вӑл ӗнтӗ вилнӗччӗ.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Анчах пирӗн аттемӗрсем ӑна итлесшӗн пулман, унран пӑрӑннӑ, чӗрипеле Египет енне сулӑнса, 40. Аарона ҫапла каланӑ: «пире турӑ туса пар, вӑл пирӗн умран пытӑрччӗ: хамӑра Египет ҫӗрӗнчен ертсе тухнӑ ҫакӑ ҫынна, Моисее, мӗн пулнине пӗлместпӗр» тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пуян сулӑнса кайсассӑн, ӑна тус-йышӗ пырса тытать, чухӑн кайса ӳксессӗн, ӑна тусӗсем те тӗртсе яраҫҫӗ.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑхӑтлӑха вӑл санпала пӗрле пулӗ, эсӗ сулӑнса кайсассӑнах — чӑтса тӑраймӗ: 15. тӑшман сана чӗлхипе ырлӗ, йӑпатӗ, ӑшӗнче вара хӑвна шӑтӑка сирпӗтме хӗртӗнсе тӑрӗ; куҫҫулӗпе йӗрӗ сан умӑнта, май килсессӗн — юнна ӗҫсе тӑранаймӗ.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.