Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Выртрӑм (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хаҫат вуласа пӗтерсен, эпӗ ӑна урайне ӳкертӗм, хам крават ҫине выртрӑм та, ҫывӑрса кайрӑм.

Прочитав газету, я уронил её на пол, перешёл в кровать и уснул.

Чӗрӗп // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 18–21 с.

Эпӗ хывӑнса выртрӑм, ҫывӑрса кайма тӑрӑшрӑм; анчах тепӗр сехетренех эпӗ каллех вырӑн ҫинче, минтере чавсаласа лараттӑм ӗнтӗ, каллех ҫав «кулас килмесӗр кулакан юнтармӑш хӗрача» ҫинчен шухӑшлаттӑм.

Я разделся, лег и старался заснуть; но час спустя я опять сидел в постели, облокотившись локтем на подушку, и снова думал об этой «капризной девочке с натянутым смехом…»

IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Выртасса выртрӑм та, анчах куҫӑмсене хупмарӑм.

Я лег, но даже глаз не закрыл.

VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ҫывӑрас умӗн, хам мӗн тунине пӗлмесӗр, хӑрах ура ҫинче пӗр виҫӗ хут ҫаврӑнтӑм, пите помада сӗртӗм те выртрӑм — вара ҫӗрӗпех вилнӗ пек ҫывӑрнӑ.

Ложась спать, я, сам не знаю зачем, раза три повернулся на одной ноге, напомадился, лег и всю ночь спал как убитый.

II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Вырӑн ҫинче нумайрах выртрӑм.

Большею частию лежал на кровати.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Апат ҫинӗ хыҫҫӑн вырӑн ҫинче ытларах выртрӑм.

После обеда большею частию лежал на кровати.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

— «Ҫук, Фидель, эсӗ ахалех ҫапла шутлатӑн», каласа хучӗ Меджи: «эпӗ, ав! ав! эпӗ ав, ав, ав! йывӑр чирпе выртрӑм».

— «Нет, Фидель, ты напрасно думаешь, — произнесла Меджи, — я была, ав! ав! я была, ав, ав, ав! очень больна».

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Эпӗ вара тӳрех юр ҫине выртрӑм.

Я — бух в снег, прямо на неё.

Йӑвари ӑсансем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.

Ҫутӑлас умӗн анчах ҫывӑрма выртрӑм.

Лёг под утро.

Юр ҫинчи приказ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.

Хутланса выртрӑм ҫӗре.

Упал ничком и лежу на земле.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Те сехет выртрӑм ҫапла, те иккӗ — шартах сикрӗм: ярт кӗчӗ хӑма хушшинчен хӗвел ури, ниҫталла пӑрӑнмасӑр тӳрех чаш пырса тӑрӑнчӗ ваннӑ пӗтев хутаҫне ылтӑн сӑнӑ пек.

То ли час пролежал, то ли два, и вдруг вздрогнул: в щель между досками прорезался ослепительный солнечный луч и тут же, точно золотое копьё, вонзился в мешочек с разбитым амулетом.

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Эпӗ хайхи Капарин ҫывӑрса каясса сыхласа выртрӑм, илтетӗп — эсӗ те ҫывӑратӑн, харлаттаратӑн.

Подкараулил я, когда Капарин уснул, слышу — и ты спишь, похрапываешь.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӗненетӗн-и те, ҫак туй хыҫҫӑн кӑмӑл пӑсӑлнипе, эпӗ ҫӗр ҫывӑраймарӑм: кӗпе айне пӗр йӗкӗр ывӑҫ пӑрҫа пырса ячӗҫ тейӗн, — ҫӗрӗпе хыҫкаланса выртрӑм

Веришь, до того расстроился опосля этой свадьбы, что всю ночь не спал, лежал, чухался, как, скажи, мне пригоршню блох под рубаху напустили…

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тифпа чирлӗ выртрӑм

— В тифу была…

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ хам та ӑшӑнса, итлеме лайӑхрах пултӑр-ха тесе выртрӑм.

Я совсем согрелся и прилег, чтобы удобней было слушать.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Тишанскинче лазаретра выртрӑм.

В Тишанской в лазарете лежал.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Икӗ сехет патне ҫапла хӑйӑр ҫинче йӑваланса выртрӑм.

Часа два лежала на песке.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Чирлесе выртрӑм.

— Хворал.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Выртрӑм.

Лег.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Меллӗ саманта кӗтсе пӗр-икӗ сехет патне выртрӑм.

Часа два лежал, выжидал момент.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней