Поиск
Шырав ĕçĕ:
19. Хӗрарӑмӑн юн кайнӑ кунӗсем пулсассӑн, унӑн хӑй тасалса ҫитиччен ҫичӗ кун килте лармалла, ун ҫумне сӗртӗнсессӗн кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ; 20. хӑй тасалнӑ вӑхӑтра вӑл мӗн ҫине выртӗ, ҫавӑ пӗтӗмпех таса мар; мӗн ҫине ларӗ, ҫавӑ та пӗтӗмпех таса мар; 21. вӑл выртакан вырӑна сӗртӗнсессӗн, кирек камӑн та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 22. вӑл ларнӑ пӗр-пӗр япала ҫумне сӗртӗнсессӗн, кирек камӑн та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 23. кам та пулин унӑн вырӑнӗ ҫинчи е вӑл ларнӑ ҫӗрти пӗр-пӗр япалана сӗртӗнсессӗн, каҫченех таса мар пулӗ; 24. упӑшки унпа выртса ҫывӑрас пулсассӑн, арӑмӗн тасамарлӑхӗ упӑшки ҫинче пулӗ; вӑл ҫичӗ кун таса мар пулӗ, вӑл выртакан кирек мӗнле вырӑн та таса мар пулӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Ҫӑм тумтир е йӗтӗн тумтир ҫинчи, е кумӑ, е ураҫҫи ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи тилҫе чирӗ ҫинчен, ҫав япаласем тасине е таса маррине мӗнле пӗлтермелли ҫинчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ, тенӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Эхер те священник чир тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е кирек мӗнле сӑран япала тӑрӑх сарӑлса кайманнине курсассӑн, 54. вӑл чир ернӗ япалана ҫуса тасатма хушӗ те ӑна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса хурӗ; 55. чир ернӗ япалана ҫуса тасатнӑ хыҫҫӑн священник чир суранӗ улшӑнманнине тата чирӗ сарӑлса кайманнине курать пулсассӑн, ку япала таса мар, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр; ку вӑл — пиччӗн енче е тӳнтер енче чир ҫисе тунӑ путӑк.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Тилҫе чирӗ тумтир ҫинче пулсассӑн, ҫӑм тумтир ҫинче е йӗтӗн тумтир ҫинче, 48. е йӗтӗн ҫиппинчен, е ҫӑм ҫиппинчен тунӑ кумӑ ҫинче е ураҫӑ ҫинче пулсассӑн, е тата сӑран ҫинче, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинче пулсассӑн, 49. тумтир ҫинчи е сӑран ҫинчи, е кумӑ ҫинчи, е ураҫӑ ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи пӑнчӑ симӗсрех е хӗрлӗрех пулсассӑн, ку — тилҫе чирӗ: ӑна священника кӑтартмалла; 50. священник чире тӗрӗслесе пӑхӗ те чир лекнӗ япалана ҫичӗ куна хупса хурӗ; 51. ҫиччӗмӗш кунне священник чир ернӗ япалана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те чирӗ тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е сӑран тӑрӑх, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала тӑрӑх сарӑлнӑ пулсассӑн, ку — ҫиекен тилҫе, таса мар чир; 52. священникӑн ҫав тумтире е куммине, е ҫӑмран, е йӗтӗнрен тунӑ ураҫҫине, е чир ернӗ кирек мӗнле сӑран япалана та ҫунтарса ямалла, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫиекен тилҫе: ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Е тата ҫыннӑн ирсӗрлентерекен кирек мӗнле тасамарлӑхне сӗртӗнсессӗн те, хӑй ҫавна пӗлмен пулсассӑн та, анчах кайран пӗлсессӗн, вӑл айӑплӑ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫак ҫӗрти халӑх хушшинчен кам та пулин йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 28. вӑл, хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, тунӑ ҫылӑхӗшӗн парне кӳме айӑпсӑр качака илсе пытӑр, 29. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ҫылӑхшӑн парне кӳме [качакана] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене [пусакан ҫӗрте] пусса пӑрахчӑр; 30. унтан священник унӑн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 31. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Халӑх пуҫлӑхӗ ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн, хӑйӗн Туррийӗн, ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 23. вӑл хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, парне кӳме айӑпсӑр качака таки илсе пытӑр, 24. аллине качака таки пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене Ҫӳлхуҫа умӗнче пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр: ку — ҫылӑх парни; 25. священник ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 26. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтарса янӑ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫапла ҫылӑхӗнчен тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне пуху чатӑрне илсе кӗтӗр, 17. унтан священник хӑйӗн пӳрнине [пӑру] юнӗ ӑшне чиксе кӑлартӑр та [сӑваплӑ пӳлӗмӗн] чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр, 18. унтан пуху чатӑрӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ларакан [ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли] парне вырӑнӗн мӑйракисене ҫав юнпа сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗнӗ ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 19. ун ӑшӗнчен мӗнпур ҫӑвне кӑларса илтӗр те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; 20. ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру тӗлӗшӗнчен мӗнле тунӑ, ҫак пӑру тӗлӗшӗнчен те ҫапла тутӑр: ӑна ҫапла тумалла, священник вӗсене ҫапла туса тасатӗ, вара вӗсен ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ; 21. пӑрӑвне тапӑр тулашне илсе тухтӑр та малтанхи пӑрӑвне ҫунтарса янӑ пек ҫунтарса ятӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Моисей пурне те тунӑ: Ҫӳлхуҫа хӑйне мӗнле хушнӑ, ҫапла тунӑ та.16. И сделал Моисей все, как повелел ему Господь, так и сделал.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Пуху чатӑрӗ валли тумалли пӗтӗм ӗҫ ҫапла вӗҫленнӗ; Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпех тунӑ: Ҫӳлхуҫа Моисее мӗнле хушнӑ, ҫапла тунӑ та.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хамӑн сехреме сан умӑнтан ярӑп, эсӗ кирек мӗнле халӑх патне ҫитсессӗн те, ӑна сехӗрлентерсе ӳкерӗп, пур тӑшманна та каялла ҫавӑрса тартӑп; 28. сан умӑнтан сӑвӑслан ярӑп, вӗсем [аморрейсене,] евейсене, [иевусейсене,] ханаансене тата хетсене сан патӑнтан хӑваласа ярӗҫ; 29. ҫӗр пушанса ан юлтӑр тесе, сана хирӗҫ хир кайӑкӗсем йышлӑланса ан кайччӑр тесе вӗсене сан патӑнтан пӗр ҫултах хӑваласа кӑлармӑп: 30. эсӗ ӗрчесе ҫитсе ҫак ҫӗре ху аллуна иличчен вӗсене сан патӑнтан пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑваласа пырӑп.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кирек мӗнле тавлӑ япала пирки те — вӑкӑр-и вӑл, ашак-и, сурӑх-и, тумтир-и, ҫухалнӑ япала-и — кам та пулин «ку манӑн» тесе калать пулсассӑн, иккӗшӗн ӗҫне те тӳресем патне ҫитермелле: тӳресем кама айӑплаҫҫӗ, ҫавӑ тепӗр ҫыннине икӗ хут ытларах тӳлетӗр.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эхер те вӑкӑр арҫынна е хӗрарӑма вӗлермеллех сӗкес пулсассӑн, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле, унӑн ашне ҫимелле мар; вӑкӑр хуҫи айӑплӑ мар; 29. эхер те вӑкӑрӗ ӗнер те, виҫӗмкун та сӗкӗшнӗ пулсассӑн, хуҫи ҫакна пӗле тӑркач ӑна сыхламан пулсассӑн, вӑкӑрӗ арҫынна е хӗрарӑма вӗлернӗ пулсассӑн, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле, хуҫине вӗлерме тытса памалла; 30. вӗлерес вырӑнне тӳлеттермелле тунӑ пулсассӑн, ӑна мӗнле хак хунӑ, унӑн хӑйӗн чунӗшӗн ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫынсем ҫапӑҫнӑ чухне йывӑрланнӑ хӗрарӑма ҫапсассӑн, вӑл хырӑм пӑрахсассӑн, анчах урӑх сиен пулмасассӑн, ҫав арӑм упӑшки айӑплӑ ҫынран мӗнле тӳлев шырамалла тӑвать, ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле, ӑна ытти ҫынсем умӗнче памалла; 23. эхер те сиен пулас пулсассӑн, чуншӑн чун пар, 24. куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн ура пар, 25. ҫунтарнӑшӑн ҫунтар, сураншӑн суранлат, ыраттарнӑшӑн ыраттар.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ҫапла кала [Иаков килне, пӗлтер] Израиль ывӑлӗсене: эсир Эпӗ сире тӳперен епле каланине куртӑр; 23. Манӑн умӑмра кӗмӗл турӑсем е ылтӑн турӑсем ан тӑвӑр, хӑвӑр валли ан тӑвӑр: 24. Ман валли парне вырӑнӗ ҫӗртен ту, хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӳне, хӑвӑн канӑҫлӑх парнӳне, хӑвӑн сурӑхусене, вӑкӑрусене ҫавӑн ҫинче кӳр; Эпӗ Хамӑн ятӑма пуҫҫапма палӑртнӑ кирек мӗнле вырӑнта та Эпӗ сан патна пырӑп, сана пиллӗп; 25. эхер те Ман валли парне вырӑнӗ чултан тӑвас пулсассӑн, ӑна чутланӑ чулсенчен ан ту, мӗншӗн тесессӗн пурттуна вӗсем ҫине хурсассӑнах эсӗ вӗсене ирсӗрлетӗн; 26. Манӑн парне вырӑнӗ патне картлашкапа ан улӑх, ун умӗнче санӑн ҫарамасу ан уҫӑлтӑр.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей хӑйӗн хуньӑшне каланӑ: халӑх ман патӑма Турӑ сутне ыйтма килет; 16. вӗсен мӗнле те пулин ӗҫ сиксе тухсассӑн, вӗсем ман патӑма килеҫҫӗ, эпӗ вара пӗринпе тепӗри хушшинчи тавӑҫа татса паратӑп тата [вӗсене] Турӑ йӗркисене, Унӑн саккунӗсене пӗлтеретӗп, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа [Турру] сана Ханаан ҫӗрне — сана тата санӑн аҫусене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре — илсе кӗрсессӗн, ӑна сана парсассӑн, 12. вар уҫса ҫуралнӑ [арсене] пурне те Ҫӳлхуҫана уйӑрса пар; санӑн мӗнле выльӑх-чӗрлӗх пулать, ҫавсен хушшинчи малтанхи ар выльӑха та Ҫӳлхуҫана [халалла], 13. [вар] уҫса тухакан кашни ашак вырӑнне путек пар; эхер те улӑштармастӑн пулсассӑн, ӑна тӳлесе ил; хӑвӑн ывӑлусене те, малтан ҫуралнисене, тӳлесе ил.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫав кун хӑвӑн ывӑлна каласа пӗлтер: ҫакна Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] мана Египетран мӗнле илсе тухнине асӑнса тӑватпӑр, те.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисейпе Аарона каланӑ: Пасха йӗрки акӑ: урӑх йӑх ҫынни ӑна никам та ҫимелле мар; 44. ӳтне кассассӑн, ӑна кӗмӗл парса туяннӑ кирек мӗнле чура та ҫиме пултарать; 45. куҫса килнӗ ҫыннӑн, тара кӗрӗшнӗ ҫыннӑн ӑна ҫиме юрамасть.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хӑвӑр ачӑрсем сире: ку мӗнле йӗрке? тесессӗн, 27. [вӗсене] ҫапла калӑр: ку — Ҫӳлхуҫашӑн кӳрекен пасха парни, Египет ҫыннисене пӗтернӗ чухне Вӑл Израиль ывӑлӗсен ҫурчӗсем ҫумӗнчен иртсе кайрӗ, пирӗн килӗмӗрсене хӑтарчӗ, тейӗр, тенӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.