Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑп сăмах пирĕн базăра пур.
шӑп (тĕпĕ: шӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑяхампа кукаҫи те, эс каланӑ пек, шӑп тӑхӑр е сакӑр цзинь туртманах пуль ӗнтӗ, тетӗп эп.

Не думаю, что прадед весил точно девять цзиней, а свекор — восемь.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Кил картинче те, Островнов ҫуртӗнче те питӗ шӑп.

Было очень тихо во дворе и в доме Островного.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Самантлӑха каллех шӑп пулса тӑчӗ.

И опять наступило короткое молчание.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шӑп лар, мучи, кунтан эпӗ ӑсатӑп сана, эпӗ сана пӗтерме памӑп! — пӑшӑлтатса сӑмах пачӗ Дубцов.

— Сиди тихо, дедушка, я провожу тебя отсюда, я тебя в трату не дам! — шепотом пообещал Дубцов.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шӑп ултӑ сехетре хӗрлӗ сатинпа витнӗ сӗтел хушшинче ларакан Макар Нагульнов ура ҫине тӑчӗ, партӑсем хушшине таччӑн ларса тухнӑ тата иртсе ҫӳремелли вырӑнсенче те ҫапса хӗснӗ пек тӑракан колхозниксем ҫине пӑхса ҫавӑрӑнчӗ.

Ровно в шесть часов Макар Нагульнов встал из-за стола, покрытого красной сатиновой скатертью, оглядел густые ряды колхозников, тесно сидевших за партами и стоявших в проходах.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Питне тӗксӗмлетсе, вӑл ӗнтӗ юлашки сӑмаха ҫырса пӗтеретчӗ, шӑп ҫав вӑхӑтра чӑмласа йӗпетнӗ пӗчӗк хут ҫӑмхи ун ҫамкине ҫемҫен ҫатлаттарса, ӳт ҫумне ҫыпӑҫса ларчӗ.

Хмурясь, дописывал он последнее слово, и в это время пущенный из трубки маленький влажный шарик разжеванной бумаги мягко щелкнул его по лбу, прилип к коже.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Островновпа счетовод хӗрсех тем калаҫатчӗҫ, анчах Давыдов алӑка уҫса ярсанах, пӳлӗмре команда панӑ хыҫҫӑнхи пек шӑп пулса тӑчӗ.

Островнов и счетовод о чем-то оживленно говорили, но как только Давыдов открыл дверь — в комнате, будто по команде, наступила тишина.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр кун ирхине ирех ҫыран хӗррипе Алексеевна кил-ҫурчӗ умӗпе иртсе пынӑ чух Нагульнов шӑп ҫак вырӑна суйласа илчӗ.

Его-то и облюбовал Нагульнов, на другой день рано утром проходя мимо двора Алексеевны по берегу речки.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тирпейлӗ пӳлӗмре тӗксӗмрех, шӑп тата сулхӑн.

В опрятной горенке было полутемно, тихо и прохладно.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫур ҫӗр иртсен ҫӑлтӑрлӑ тӳпе тӑрӑх ҫумма-ҫуммӑн хура ҫӑра пӗлӗтсем чупма пуҫларӗҫ, кӗркуннехи пек йӑлӑхтармӑш, вӗтӗ ҫумӑр вӗтӗртетрӗ, часах вара ҫеҫен хирте тарӑн та нӳрлӗ нӳхрепри пекех тӗттӗм, сулхӑн та шӑп пулса тӑчӗ.

После полуночи по звездному небу тесно, плечом к плечу, пошли беспросветно густые тучи, заморосил по-осеннему нудный, мелкий дождь, и вскоре стало в степи очень темно, прохладно и тихо, как в глубоком, сыром погребе.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӳлӗмре питӗ шӑп кӑна мар, вӑл ытлашши аслӑ, пур япала та малтанхи пӗлтерӗшӗсене ҫухатнӑ.

Комната стала не только слишком тихой, слишком большой, но и пустой.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Чӑтмалла мар шӑп пулса тӑнӑ храмра.

Стало невыносимо тихо в храме.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ливан тӑвӗсем ҫинче шӑп та шай вунӑ ҫул пӗр-пӗччен ҫӳресе йывӑр тӗрӗслеве чӑтса ирттернӗ этем пулнӑ ку, паян вӑл хӑй ирӗкӗпе Изидӑна юнлӑ аслӑ парне кӳме тивӗҫлӗ.

Это был тот самый пустынник, который провел десять лет в тяжелом подвижническом искусе на горах Ливана и нынче должен был принести великую добровольную кровавую жертву Изиде.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Шӑп та шай ҫавӑ пулать!

Она самая!

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ шӑп та шай тимрепе пӗрех: пырса ҫулӑхатӑн та — хӑпма ҫук санран!

Ты чисто стригучий лишай: привяжешься — и отцепы от тебя нету!

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Любишкин — шӑп та шай пӗр теҫеттин, Куженков — теҫеттинран кӑшт кӑна катӑкрах турӗ, тата пачах та кӗтмен-туман ҫӗртенех Антип Грач пӗрремӗш вырӑна тухса тӑчӗ.

Любишкин — ровно десятину, Куженков — десятину без малого, и совершенно неожиданно для них на первое место выбился Антип Грач.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑп ҫумӑр пӗлӗчӗ ҫумӗнчех, ҫӳлте, чалӑшшӑн выртса, сарса хунӑ ҫунаттисемпе сывлӑш юхӑмӗ ҫине лекме тӑрӑшса, хӗвелтухӑҫнелле ҫӑхан вӗҫет.

Под самой тучевой подошвой, кренясь, ловя распростертыми крылами воздушную струю, плыл на восток ворон.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхоз правленин курӑк пусса илнӗ картишӗнче хутор хыҫӗнчи кӗтӳ кӑлармалли вырӑнти пекех шӑп.

На затравевшем дворе колхозного правления было тихо, как на выгоне за хутором.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, хайхискер, шӑп та шай ман питӗм-куҫӑм ҫинех пырса пусрӗ.

И вот оно наступает мне прямо на морду.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мур пӗлет-и сана, шӑп та шай тарӑн та ҫухалӑн.

— А чума тебя знает, как раз ишо и убежишь.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней