Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрҫӑ шавӗ чикӗ патне ҫывхарсах пынӑ.
Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Эпир ҫитнӗ тӗле ӗҫ шавӗ кӗрлет кӑна.
Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Вӑрнар районӗнчи «Санар» хуҫалӑхра ҫураки вӗҫленнӗпе пӗрех, апла пулин те ӗҫ шавӗ лӑпланман-ха.
Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Складсенче ӗҫ шавӗ тӑратчӗ, пӗринче ӗҫченсем тыр-пула им-ҫамлаҫҫӗ, тепринче ҫӗрулми вӑрлӑхне суйлаҫҫӗ.
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
6. Эпӗ вара йышлӑ халӑх шавӗ пек, нумай шыв кӗрленӗ пек, хӑватлӑ аслати кӗмсӗртетнӗ пек сасӑ илтрӗм; ҫав сасӑ каларӗ: аллилуия!
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тӳперен сасӑ илтӗнчӗ — кӗрленкӗ шавӗ пек, аслати авӑтнӑ пек сасӑ; эпӗ тата кӗслеҫӗсем кӗсле каланине аса илтерекен сасӑ илтрӗм: 3. вӗсем аслӑ пукан умӗнче, тӑватӑ чӗрчунпа ватӑ ҫынсем умӗнче ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ.
Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара ҫапла пулчӗ: сасӑ илтӗнсессӗн, эпӗ ура ҫине тӑтӑм та тӑнларӑм — акӑ калаҫакан сасӑ, шавӗ унӑн — вӑйлӑ шыв кӗрленӗ пек, 18. ҫапла каларӗ: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пырса пӑхас кунсем ҫитсе килеҫҫӗ, Эпӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхаратӑп; 19. ун чухне Эпӗ хӑйсен тӳрӗмарлӑхӗпе усал ӗҫ тунисенчен шыраса илӗп, Сион ун чухне виҫи туличчен мӑшкӑл курӗ, 20. ун чухне, иртекен ӗмӗре пичет пуснӑ чухне, Эпӗ кӑтартакан паллӑсем ҫаксем пулӗҫ: тӳпе умӗнче кӗнекесем уҫӑлса кайӗҫ те, вӗсене пурте курӗҫ; 21. ҫулталӑкри ачасем калаҫма пуҫлӗҫ, ҫире пур хӗрарӑмсем хӑйсен аталанса ҫитеймен ачисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхранах ҫурата-ҫурата парӗҫ, ачисем ҫапах та чӗрӗ юлӗҫ, тӗреклӗленӗҫ; 22. акса хӑварнӑ хирсем кӗтмен ҫӗртен акман хирсем пулса тӑрӗҫ, тулли кӗлетсем пуш-пушӑ пулӗҫ; 23. ун хыҫҫӑн трупа шавлӑн кӑшкӑртса ярӗ те, ҫавна илтсессӗн, пурте сасартӑках сехӗрленсе ӳкӗҫ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӳчӗ-пӗвӗ унӑн — топаз пек, сӑнӗ — ҫиҫекен ҫиҫӗм пек, куҫӗсем — ҫунакан ҫутаткӑҫ пек, алли-ури — ялтӑртатакан пӑхӑр пек, сассийӗ — халӑх шавӗ пек.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ун патӗнче савӑнакан халӑх шавӗ илтӗнсе тӑчӗ, хура халӑх ҫыннисем ҫумне пушхиртен килнӗ ӗҫкӗҫӗсене хутшӑнтарчӗҫ; кусем вара вӗсен аллине сулӑсем, пуҫне илемлӗ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Херувимсен ҫуначӗсен шавӗ тулаш картишӗнче те илтӗнсе тӑчӗ, вӑл Пурне те Пултаракан Турӑ калаҫакан сасӑ евӗрлӗччӗ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара мана Сывлӑш ҫӳлелле ҫӗклерӗ; эпӗ хам хыҫӑмра хӑрушла ҫӗр чӗтренӗвӗн кӗрлевне илтрӗм — Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫӗр ҫинчен ҫапла ҫӗкленсе кайрӗ — 13. тата чӗрчунсен пӗр-пӗринпе перӗнсе тӑракан ҫуначӗсен шавӗ, вӗсем патӗнчи кустӑрмасен сасси тата хӑрушла ҫӗр чӗтренӗвӗн кӗрлевӗ илтӗнсе тӑчӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнпе Хӑй тупа турӗ: чӑн калатӑп, кунта хӗрлӗ шӑрчӑк пек йышлӑ халӑх килсе тулӗ, вӗсен ҫӗнтерӳллӗ шавӗ янӑраса тӑрӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Акӑ ҫурҫӗртен халӑх килет: хӑватлӑ ӑру, аслӑ патшасем тӗнче хӗрринчен ҫӗкленсе килеҫҫӗ; 42. вӗсен аллинче — ухӑ та сӑнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр; вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек; эй Вавилон хӗрӗ, вӗсем санпала тытӑҫмашкӑн учӗсемпе вирхӗнсе ҫитрӗҫ те — ӗнтӗ санпа ҫапӑҫма хатӗр.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кунта мухтав юррисем илтӗнсе тӑрӗҫ, савӑнакансен шавӗ илтӗнсе тӑрӗ; Эпӗ вӗсене хунаттарӑп, вӗсен йышӗ чакмӗ, вӗсене асла кӑларӑп — вӗсем кӗҫӗне юлмӗҫ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Шавӗ тӗнче хӗрринех ҫитӗ: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа халӑхсемпе тупӑшать: Вӑл кашни чӗрӗ чунпах сутлашӗ, усал ҫынсене хӗҫпе пӗтерӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ҫурҫӗрти ҫӗршывран халӑх килет, тӗнче хӗрринчен аслӑ халӑх ҫӗкленет; 23. ухӑпа сӑнӑ тытнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр, вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек, юланутсем вӗҫтерсе пыраҫҫӗ, вӗсем ҫапӑҫма хатӗр, Сион хӗрӗ, вӗсем кар тӑрса санпа ҫапӑҫма килеҫҫӗ.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа улӑп евӗр тухӗ, вӑрҫӑ паттӑрӗ пек хавхалантарӗ, хыттӑн кӑшкӑрса чӗнӗ, вӑрҫӑ шавӗ ҫӗклӗ, тӑшманӗсене хирӗҫ тӑма Хӑйӗн хӑватне кӑтартӗ.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Эфиопи юханшывӗсен леш енчи ҫӗре — ҫунатсен шавӗ илтӗнсе тӑракан ҫӗре, тинӗс тӑрӑх, юханшывсем тӑрӑх хӑмӑш кимӗсемпе элчӗсем яракан ҫӗре — хуйхӑ ҫитӗ!
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тусем ҫинче — шӑв-шав: йышлӑ халӑх шавланӑ пекех, пӗрле пухӑннӑ патшалӑхсен, пӗрле пухӑннӑ халӑхсен пӑлхавлӑ шавӗ: Саваоф Ҫӳлхуҫа вӑрҫа хатӗр ҫарсене тӗрӗслет.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хула шавӗ уншӑн кулӑшла, хӑйне хӑваласа кӑшкӑрнине илтмест вӑл, 8. вӑл сӑртсем ҫинче апат шыраса ҫӳрет, кашни курӑк тунине хавас вӑл.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.