Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сергей ковер сарнӑ картлашкасем тӑрӑх васкамасӑр улӑхрӗ, унӑн куҫӗсем хӗмлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ; ӑна сӗтел патне ҫитичченех шавлӑн алӑ ҫупса ӑсатрӗҫ…
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑрманта иртен пуҫласа тӗттӗм пуличченех лартмалли йывӑҫсене чаваҫҫӗ: кӗреҫесем чанкӑртатаҫҫӗ, йывӑр тиенӗ лавсем халтӑртатни, калаҫни, кулни, тапӑртатни илтӗнет; ҫынсем кунта, Чурсунра мӗн ӳснине пурне те шавлӑн та ҫӑмӑл алпа чавса кӑларса илсе кайма пухӑннӑ пек туйӑнать.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Арҫынсемпе хӗрарӑмсем юрлани ҫеҫенхирте янраса кайса, тусем хушшине ҫитсе каялла янраса килнине итлеме, ҫынсем шавлӑн калаҫни-кулнине, лавҫӑсем кӑшкӑрашнине, сӳсмен чӗриклетнине, урапасем шӑкӑртатнине итлеме питех те кӑмӑллӑ — кунта Кондратьев умне мӗн пурри пурте, художниксем калашле, пысӑк планпа тухса тӑраҫҫӗ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хворостянкин, хулпуҫҫи ҫине уртса янӑ йӗпе те йывӑр буркине хывма ӗлкӗрсе, ӑна кӑнт тӑратса ячӗ — вӑл алӑк патӗнче ӳпле пек саркаланса тӑрать; ҫӗлӗкне хывса, ӑна пӗтӗм вӑйран алтупанӗ ҫине ҫапрӗ, вара шутсӑр нумай шыв тумламӗсем пӗтӗм кабинета сирпӗнчӗҫ; пысӑк утӑмсемпе шавлӑн утса пынӑ чухне урайне пылчӑклӑ атӑ йӗрне хӑварса, хӑйӗн хытӑ та йӗпе аллипе Сергей аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем вӑрман тӑрӑх шавлӑн чупкаласа ҫӳренӗ, вут хума йывӑҫсем каснӑ, туратсем вакланӑ, палаткӑсем кара-кара тухнӑ; пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗ вырӑнта ҫынсем мӗн тӑваҫҫӗ — ҫавна тунӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Приказчик хӑйсем пӗлекен пӗр паллӑ пуян купца ярмӑнккӑра епле шавлӑн ӗҫсе иртӗхни ҫинчен калама тытӑнчӗ, анчах ӑна старик каласа пӗтерме памарӗ, вӑл Кунавинӑра хӑйсем унччен мӗнлерех шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗсем туни ҫинчен каласа пама пуҫларӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Шавлӑн калаҫкаласа халӑх комендатурӑран таврӑнать.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫӑвӑнасса та вӑл яланхи пек мар шавлӑн та хӑвӑрт ҫӑвӑнчӗ.И радость у него была куда более шумной и быстрой, чем ранее.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Рощенскири площаде шавлӑн та ҫилӗллӗн кӗрлеттерсе кӗрекен тачанка шӑпах «Красный кавалерист» колхозӑн пулнӑ, ҫиелтен витнӗ симӗс курӑк ҫинче ларса пыракан чылай ҫула ҫитнӗ ҫын, ҫӑмӑлттайла пӗтӗрсе янӑ темле хура-сарӑ уссиллӗскер, урӑх никам та мар, шӑп кӑна Игнат Савельевич Хворостянкин пулнӑ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шавлӑн алӑ ҫупса ячӗҫ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Юхӑмӑн вӑй-хӑвачӗ пысӑк пулсан та, вӑл карниз таран ҫӗкленме пултараймасть, вӗт-шакӑр кайӑксене ҫеҫ сиен кӳрет: хӑйсен йӑвисем шыва путнипе ӑнтан тухнӑ кайӑксем юханшыв ҫийӗнче шавлӑн ҫухӑрашса вӗҫеҫҫӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вара Кубань те, хӑйӗн вӑйне туйса илсе, шавлӑн та савӑнӑҫлӑн кӗрлесе юхма пуҫлать — ҫырман тури пайӗнче тӑршшӗпех ҫурхи шыв тапранать.И Кубань, почуяв силу, заиграла шумно и весело — по всему верховью реки открылось половодье.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мӗн хӑтланмарӗ-ши вӑл кунта: пуҫхӗрлӗн чикеленет, ҫӳлелле сикет, каҫса кайса вӗрет, юр ҫинче йӑваланать, ҫавӑнтах Володьӑна сӑмсинчен ҫуласа илме те ӗлкӗрет, хӑйӗн савӑнӑҫне, ҫынсене пӑшӑрхантарса, ҫав тери шавлӑн палӑртать, юлашкинчен кӑшт хӑратса илме те тиврӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тусанлӑ, вараланнӑ, выҫса ҫитнӗ ачасем камбуза шавлӑн пырса кӗнӗ, унта вӗсене Манто кӗтсе илнӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Мотор ӗҫлемен, анчах хӑй Яша пичче питҫӑмартисене хӑмпӑлантарса, тутисене тӑсса, мотоцикл харлатнӑ пек пит шавлӑн та ӑста туса кӑтартать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Аякри галерейӑра темӗскер шавлӑн хускалчӗ те хӑрӑлтатса мӗкӗрсе ячӗ.В боковой галерее что-то шумно шевельнулось и неуверенно, хрипло промычало.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Акӑ пурте шавлӑн калаҫкаласа тӑвайкки тӑрӑх хӑпарма тытӑнчӗҫ.Но вот все, шумно переговариваясь, стали подниматься по склону.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ашшӗ хутаҫне салтрӗ, кӗске чӗлӗмне тытнӑ аллине хутаҫа чикрӗ, хыпашлакаларӗ, туртса кӑларчӗ, силлесе тасатрӗ, ҫыртса пӗтернӗрен тӗсӗ кайнӑ чӑпӑкне ҫӑвара хыпрӗ, ялан чӗлӗм туртакансем пек сарӑхман, шап-шурӑ таса шӑлӗсемпе ҫыртрӗ, зажигалкине кӑларчӗ, ҫутрӗ, тем пысӑкӑш кӑвак тӗтӗм пӗлӗтне шавлӑн вӗрсе кӑларса ячӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вал йывӑррӑн та шавлӑн сывласа ерипен хӑйӗн сӗтелӗ патне пычӗ; журнала хупрӗ, куҫлӑхне тӳрлетрӗ.Он медленно подошел к своему столу, тяжело и шумно дыша, сложил журнал, поправил очки.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пилӗк ҫын, казаксем, юланутпа пыраҫҫӗ тата тем ҫинчен шавлӑн калаҫаҫҫӗ.Пять человек казаков ехали верхом и о чем-то шумно разговаривали.
XL // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.