Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тасатма (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майор секретарьтен унӑн хучӗсене пама ыйтрӗ те, лешӗ вӗсене шыранӑ вӑхӑтра урисене тӑсса ларса, хур тӗкӗпе шӑл хушшисене тасатма тытӑнчӗ.

Майор запросил у секретарши его бумаги и в ожидании их сидел, вытянув ноги, сосредоточенно ковыряя во рту зубочисткой.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тӗрмери инструкци тӑрӑх коридорсене шӑлса тасатма тата апат валеҫсе ҫӳреме «уйрӑмах шанчӑклӑ тата дисциплинӑна тытса пыракан заключеннӑйсене хушса юрать» вӗсене ыттисенчен пачах та уйрӑм усрамалла».

По тюремной инструкции, к уборке в коридорах и к раздаче пищи разрешается допускать «лишь особо благонадежных и дисциплинированных заключенных, которые должны быть тщательно изолированы от остальных».

Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Хӑш чухне пӗр канмасӑр икшер, виҫшер смена дежурить тунӑ сиделкӑсем, кашни пушӑ минутрах палатӑсене тасатма, ҫума, хырса илме тӑрӑшнӑ.

Сиделки, дежурившие порой по две и даже по три смены подряд, использовали любую свободную минуту для того, чтобы чистить, мыть, скрести.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Кайран ҫуса тасатма йывӑр.

Потом сложно отстирать.

Пуховик ҫӑватпӑр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№

Вилнисене асӑнмалли – Ҫимӗк тата Троица уявӗсен тӗлне те пӗтӗм ҫын масар ҫине утакан урамри ҫула ҫум курӑкран, вӗлтӗренрен тасатма ерҫейменнинчен тӗлӗнмелле.

Помоги переводом

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Трактор ҫула хырса тасатма, такӑрлатма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Саккун территорисене курӑка ҫунтарса «тасатма» чарать пулин те хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑн ҫине алӑ сулаҫҫӗ.

Помоги переводом

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Хӑйӗнчен ирӗк ыйтса вӑл ҫук чухне хваттере темиҫе те кӗрсе тухма тиврӗ: ваннӑйри крана улӑштарма, хӗл умӗн чӳрече каррисене, кантӑксене ҫуса тасатма.

Помоги переводом

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Пӗртен-пӗр ҫитменлӗх — ӑшӑра ҫак меслетпе тирпейленӗ ҫимӗҫ йӳҫме пуҫлать, шывне улӑштарсах тӑма, ҫимӗҫсене ҫуса тасатма тивет.

Помоги переводом

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Вӑл ӳт-тире типсе кайма памасть, организма наркӑмӑшсенчен тасатма пулӑшать.

Помоги переводом

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Лимфӑна тасатма

Помоги переводом

Ҫумкурӑк мар, сиплевҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Вӑл амӑшне юр тасатма мар, пусӑ патне шыв ҫӗклеме те яман пулӗччӗ.

Он мать не то бы снег чистить, но и к колодцу за водой не пустил бы.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Апат умӗн 2 апат кашӑкӗ ӗҫни чӗре чирӗсенчен, юн тымарне тасатма пулӑшать.

Помоги переводом

Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Хӗр Яковлев умне чӗркуҫленсе ларчӗ те пӗр шухӑшласа тӑмасӑрах ӑна юрпа хутшӑннӑ тӑпраран тасатма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

«Хӗрлӗ Раккасси» колхоз председателӗ Тихон Петров салтака Тӑван ҫӗршыва фашистсенчен тасатма ӑсатма ятарласа уйӑрса панӑ ӑйӑр тӑрсан-тӑрсан тулхӑрса илет.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Малтанхи вӑхӑтра икӗ ҫулта шӑл тасатма пуҫламалла тетчӗҫ.

Помоги переводом

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Нинӑпа мана пӗр класа тасатма хушнӑ.

Нас с Ниной назначили убирать класс.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Нинӑпа мана пӗр класа тасатма хушнӑ.

Мне с Ниной поручили уборку класса.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Унсӑр пуҫне кӗрпе пыршӑлӑха тасатма витӗм кӳрекен клетчаткӑпа пуян.

Помоги переводом

Хуратул — ирхине, какай — кӑнтӑрла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Сӑмах май, тӑм пашалусемпе организма пӗтӗмӗшле тасатма пулать.

Между тем, лепёшками из глины можно полностью очистить организм.

Тӑм пашалу хурсан лайӑх // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней