Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

енӗпе (тĕпĕ: ен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пур енӗпе те — хӑйне тыткаланипе те, сӑн-сӑпачӗпе те, ҫынсене пӑхӑнтарса мӗскӗнлетес чеелӗхӗпе те, намӑс-симӗсе ним чухлӗ те уяманнипе те, карьерӑпа укҫа тата чап-мухтав тӗлӗшпе выҫӑ куҫланнипе те…

Помоги переводом

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Аса илтерем, районта ҫеҫ мар, республикӑра та малтисен йышӗнчи предприяти сутлӑх тата вӑрлӑхлӑх ҫӗрулми ҫитӗнтерет, элитлӑ вӑрлӑх хатӗрлес енӗпе те тимлет.

Помоги переводом

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Чӑваш Республикинче 2016 ҫулта ку енӗпе 74 тӗрӗслев ирттернӗ, саккуна пӑснӑ 61 тӗслӗх тупса палӑртнӑ.

В 2016 году в этом отношении было проведено 74 проверки, и было выявлено 61 пример нарушения закона.

Пахалӑхӗ тивӗҫтерет-ши? // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Ку енӗпе эпир округра – пӗрремӗш, Тутарстан /483,89 тенкӗ\ иккӗмӗш вырӑнта.

В этом отношении мы первые в округе, Татарстан /483,89 руб.\ - на втором месте.

Тухӑҫлӑха ӳстерме майсем пур // Ирина Павлова. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Ку енӗпе Атӑлҫи регионӗсем хушшинче Мари Эл /77 пус\ тата Киров облаҫӗ /76 пус\ хыҫҫӑн хальлӗхе эпир виҫҫӗмӗш вырӑнта.

Помоги переводом

Тухӑҫлӑха ӳстерме майсем пур // Ирина Павлова. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Ӑс-тӑн енӗпе такамран ирттерет пирӗн Алексей.

Алексей у нас умный, здесь его никто не осилит.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Чӑваш Енри лару-тӑру аплах ҫивӗч мар пулас та - пирӗн полици ертӳҫисене сӑмах памарӗҫ, анчах конференцин Шупашкарти студийӗнче пухӑннӑ журналистсене республикӑри ӗҫ-пуҫпа ЧР шалти ӗҫсен министрӗн заместителӗ - полици пуҫлӑхӗ Андрей Тимофеев тата унӑн йӗркелӗхе сыхлас енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Валерий Жуковец паллаштарчӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫавна май полици явап тыттарас енӗпе кӑна ӗҫлени ҫителӗксӗр, профилактикӑна та тӗпе хумалла.

Помоги переводом

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Вадим Иванович хӑй ФК Агропромышленноҫ политики тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе усӑ курас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн йышӗнче-мӗн.

Помоги переводом

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Планшет компьютерӗн программине пӗр ыйтуран теприне шухӑш енӗпе куҫса пымалла йӗркеленӗ.

Помоги переводом

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Халӑх пирки информаци пухакансене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес енӗпе ЧР ШӖМӗпе килӗшсе татӑлнӑ.

Помоги переводом

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Кунти халӑх аталану енӗпе ыттисенчен маларах пынӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Унӑн ҫанталӑка та сӑнама пӗлмелле, сисӗм-туйӑм енӗпе ыттисенчен те уйрӑларах тӑмалла.

Помоги переводом

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

- Пур енӗпе те!

- Со всех сторон.

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Шкултан вӗренсе тухсан медицина енӗпе каяс ӗмӗт пур.

После окончания школы есть мечта пойти по линии медицины.

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

Ял хуҫалӑх академийӗнче вӗренекен Алена аппа сӑрт-ту ҫинче чупас енӗпе Раҫҫей чемпионӗ.

Сестра Алёна, обучающаяся в сельскохозяйственной академии, чемпион России по бегу в горной местности.

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

Мӗншӗн шӑпах ҫак енӗпе ӗҫлеме шут тытнӑ-ха Патӑрьелӗнче пурӑнакан Александр Седойкин?

Помоги переводом

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Литература енӗпе пирӗн республикӑри пек йывӑр лару-тӑру урӑх ҫӗрте ҫук.

Помоги переводом

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

— Романри тӗп пулӑмсем чӑн пурнӑҫран илнисемех /Уксах Тимур Аслӑ Пӑлхара аркатни, Мускав ҫарӗсем Хусан ханлӑхне ҫӗмӗрсе тӑкни, Хусан ханӗсен, хула-ял ячӗсем/, ытти енӗпе чӑнлӑх ҫук.

Помоги переводом

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫак тапхӑрта сахал тупӑшлӑ граждансене, пӗччен ватӑсене, сусӑрсене пурлӑх тӗлӗшӗнчен хавхалантарас, социаллӑх енӗпе, йӑлара пулӑшас тӗллевпе тӗрлӗ акци, тӳлевсӗр концертсем, ыркӑмӑллӑх спектаклӗсем пулаҫҫӗ, вӑрҫӑ паттӑрӗсене, вӑрӑм ӗмӗрлисене, ҫемье ӑшшине чылай ҫул упрама хевте ҫитернӗ мӑшӑрсене хисеп тӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней