Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Хӑйне шанса тӑракансемшӗн ҫавӑн чухлӗ тума пултаракан урӑх турра Сансӑр пуҫне ӗмӗр те илтмен, хӑлхапа тӑнламан, нимӗнле куҫ та курман.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Нимӗнле усӑ та кӳмен турра кам тунӑ, йӗрӗхе кам шӑратса ӑсталанӑ?10. Кто сделал бога и вылил идола, не приносящего никакой пользы?
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Йӗрӗх тӑвакансем пӗри те ниме тӑмасть, вӗсен тем пекех савнӑ йӗрӗхӗсем те нимӗнле усӑ та кӳмеҫҫӗ, вӗсем хӑйсене хирӗҫ хӑйсемех кӳнтелеҫҫӗ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑй ӑслӑлӑхӗн ӗҫӗсене Вӑл илемлӗн йӗркеленӗ, Вӑл ӗмӗртен малтанах пур, Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех тӑрать; 22. Вӑл ӳсӗнмен те, иксӗлмен те, Ӑна нимӗнле канашҫӑ та кирлӗ пулман.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн пек ҫынсене нимӗнле канашлура та ан шан, 15. яланах таса чӗреллӗ ҫынпа ҫеҫ канашла, вӑл Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене уяса пурӑннине пӗлӗн эсӗ, 16. унӑн чунӗ — санӑн чунна ҫывӑх, сана йывӑр килсессӗн, вӑл санпа пӗрле хуйхӑрать.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Пур ӗҫӳнте те виҫеллӗ пул, вара сана нимӗнле чир те ҫулӑхаймӗ.26. Во всех делах твоих будь осмотрителен, и никакая болезнь не приключится тебе.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Именчӗк арӑм — ырӑлӑхран та ырӑлӑх, 19. чарулӑха пӗлекен чуна нимӗнле виҫепе те виҫейместӗн.18. Благодать на благодать - жена стыдливая, 19. и нет достойной меры для воздержной души.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Айван ҫын чӗри — ҫӗмрӗк савӑт пек, вӑл нимӗнле пӗлӳ те тытса тӑраймасть.17. Сердце глупого подобно разбитому сосуду и не удержит в себе никакого знания.
Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла пани пур — сана вӑл нимӗнле усӑ та кӳмест, ҫапла пани те пур — тавӑрса панӑ чухне икӗ хут хушса параҫҫӗ.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Нимӗнле суя сӑмах та сарса ан ҫӳре: ӑна тепӗр хут каланинчен ырӑ пулас ҫук.13. Не желай говорить какую бы то ни было ложь; ибо повторение ее не послужит ко благу.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫак сӗм тӗттӗм каҫа нимӗнле вут-ҫулӑм та уҫса ярайман, ҫӑлтӑрсен ялтӑр ҫути те ҫутатма пултарайман.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав йӗрӗхсене ҫын тунӑ пулсассӑн та, вӗсене кивҫен илнӗ чӗм калӑпланӑ пулсассӑн та, нимӗнле ҫын та турра хӑй пек тӑваймӗ.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл — Турӑ хӑвачӗ сывлани, Пурне те Тытса Тӑракан мухтавлӑхӗн ҫути сарӑлни, ҫавӑнпа унта нимӗнле вараланчӑк та кӗреймест.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӑслӑлӑх мӗн вӑл, мӗнле пулса кайнӑ вӑл — пӗлтерӗп, 23. сирӗнтен нимӗнле вӑрттӑнлӑха та пытармӑп, ӑна пуҫламӑшӗнчен пуҫласах тишкерӗп, 24. ӑна мӗнле пӗлсе ҫитмеллине уҫса парӑп, чӑнлӑхран пӑрӑнса иртмӗп; 25. хавшатакан-кӑшлакан кӗвӗҫӳпе пӗрле каймӑп: кӗвӗҫӳпе ӑслӑлӑхӑн пӗр пекки нимӗн те ҫук.
Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫакӑ пӗтӗмпе ӗмӗлке пек, хӑвӑрт сӳнекен сас-хура пек ҫухалчӗ. 10. Хумханакан шыв ҫийӗн карап иртсе кайсассӑн, ӗнтӗ хумсем хушшинче унӑн йӗрне те, унӑн тӗпӗ хӑварнӑ ҫула та тупаймӑн; 11. сывлӑшра вӗҫсе иртекен кайӑк хыҫҫӑн та унӑн ҫулӗн нимӗнле палли те юлмасть, кайӑкӗ хӑвӑрт вӗҫсе пынӑран ҫуначӗ сывлӑша ҫурса пырать, сывлӑшӗ варкӑшса юлать, кайӑкӗ вӗҫсе иртрӗ — сывлӑшра пӗр паллӑ та юлмарӗ; 12. е тата — тӗллесе янӑ ҫӗмрен те ҫавӑн пекех: вӑл ҫурса иртекен сывлӑш ҫийӗнчех каялла пӗрлешет те — ҫӗмрен ӑҫтан вӗҫсе иртнине те пӗлейместӗн; 13. ҫавӑн пекех эпир те ҫуралнӑ та — вилнӗ, ырӑ ӗҫӗн пӗр паллине те кӑтартаймарӑмӑр, хамӑрӑн усаллӑхпах хӑрӑнтӑмӑр» тейӗҫ.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Этем хӑй пурӑнӑҫӗн чӗмне хӑй хуҫа мар, ҫавӑнпа чӗмӗ тухнине вӑл мӗнле тытса чарайтӑр, унӑн вилӗм кунне сирсе яма та ирӗкӗ ҫук, ҫак кӗрешӳре нимӗнле ҫӑлӑнӑҫ та ҫук унӑн, усал ҫынна усаллӑхӗ хӑтараймӗ.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӳкӗте уяса тӑракана нимӗнле усаллӑх та тивмӗ: ӑслӑ ҫыннӑн чӗри вӑхӑта та, йӗркене те пӗлет; 6. мӗншӗн тесессӗн кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗпе хӑйӗн йӗрки пур, этемшӗн вара 7. мӗн пулассине пӗлменни — пысӑк инкек; ҫакӑ мӗнле пулассине кам калӗ-ха ӑна?
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Куҫӑма мӗн килӗшетчӗ, ҫавӑ манӑн пулатчӗ; чӗреме нимӗнле савӑнӑҫран та катса хӑвармарӑм, мӗншӗн тесессӗн пур ӗҫӗмре те чӗрем хӗпӗртесе тӑратчӗ; ку вӑл мана пӗтӗм ӗҫӗмшӗн тивӗҫнӗ парне пулнӑ.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тӳрӗ ҫынна нимӗнле усал та пулмӗ, йӗркесӗр ҫынсенче — туп-тулли усаллӑх.21. Не приключится праведнику никакого зла, нечестивые же будут преисполнены зол.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӗрарӑмпа аскӑнланаканӑн ӑсӗ ҫук; ҫапла тӑваканӗ хӑйӗн чунне пӗтерет: 33. патак ҫийӗ вӑл, мӑшкӑл курӗ, нихӑҫан сирӗлми намӑс айне пулӗ, 34. мӗншӗн тесессӗн кӗвӗҫӳ — упӑшка хаярлӑхӗ, тавӑру кунӗнче хӗрхенмест вӑл, 35. унпа калаҫса татӑлаймӑн — вӑл нимӗнле тӳлев те йышӑнмасть, темӗн чухлӗ ӳстерсе сӗнсессӗн те ҫырлахмасть.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.