Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шухӑша кайнӑ Машӑпа Санька сӑмах хушма та ӗлкӗреймерӗҫ, Векшин мучи йывӑррӑн ҫаврӑнса Санька ҫине шӑтарас пек пӑхса та илчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл Татьяна Родионовнӑна Векшин мучи хӗрсене Катерина бригадине ярасшӑн мар тесе ятлани ҫинчен каласа пачӗ, вӑл халех кунта хӑй килесшӗн пулни ҫинчен пӗлтерчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗл Мучи пек.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Кӗр часрах, ак Хӗл Мучи сӑмсаран ярса тытать те текех вӗҫертмест, — хӗрӗ ҫине ӑшшӑн пӑхса сӑмсинчен ачашшӑн чӗпӗтсе илчӗ Клавье аппа.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Тулта Хӗл Мучи хуҫаланать, пӳрте вара кӑмака хутса ӑшӑтнӑ.На улице хозяйничает Дед Мороз, а дома тепло от вытопленной печи.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Сухаллӑ мучи пире Джумбона хӑна тума ирӗк пачӗ.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Вӑли-шали тыткалама пирӗн слонсем нумай мар, — вӗрентсе каларӗ мучи.— Слонов у нас не так много, чтобы ими бросаться, — отвечал наставительно бородач.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Эп хам та пионерсем мӗнле пулнине пӗлекенччӗ, — сухалне чӗтретрӗ мучи, — Анчах хӑй пӗлекен япалана кура-тӑркач пули-пулми ыйтусем паракан ачана питех тӗл пулманччӗ.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мучи, ӑҫта эсир?
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл ӑна ҫӗре пӑрахасшӑнччӗ, анчах эп вӑхӑтра ярса тытса, старике: — Акӑ сирӗн пуллӑр, мучи. Ан ҫиленӗр, — терӗм.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ан шарла, мучи, — пӳлчӗ ӑна ҫулҫӳревҫӗ, — ҫӑмӑр ҫусассӑн, кӑмписем те тухаҫҫӗ, кӑмписем шӑтсан — татмашкӑн кунтӑкӗ те тупӑнать.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Алексей куҫӗсене хупсанах, ун умӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри — пӗрисем уҫӑмлӑрах, теприсем тӗтреллӗрех — палланӑ сӑнсем мӗлтлетме тытӑнчӗҫ: Михайло мучи хӑйӗн кӗмӗл тӗслӗ ҫӳҫӗсем айӗн ун ҫине пӑшӑрханса пӑхрӗ; Андрей Дегтяренко кӑмӑллӑн пӑхса, куҫӗсене час-час мӑчлаттарса тӑчӗ; такама хӑтӑрса, Василий Васильевич хӑйӗн кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫӗсене силлентерчӗ; ватӑ снайпер, питне пӗркелентерсе, ӑшӑ кӑмӑлпа кулчӗ; шурӑ минтер ҫинчен Алексей ҫине хӑйӗн ӑслӑ, витӗр куракан, кӑшт тӑрӑхларах кулакан, пурне те ӑнланакан куҫӗсемпе пӑхса Воробьев комиссарӑн сарӑрах сӑнӗ курӑнса выртрӗ; ҫил ҫинче Зиночкӑн ҫулӑм пек ҫӳҫӗсем варкӑшрӗҫ; пӗчӗк вашават инструктор Наумов ун майлӑ пулса, ӑна ӑнланса куҫӗсене хӗссе тӑчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Михайла мучи Алексея йӑтать те, ӑна ачана каланӑ пек калать: «Ну, мӗнех ӗнтӗ, вӗҫтӗр вӑл, вӗҫтӗрех, а эпир санпа мунчара ҫапӑнӑпӑр, шӑмӑсене ӑшӑтӑпӑр!
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак каҫхине Алексей пит те канӑҫсӑррӑн ҫывӑрчӗ, тӗлӗкре вӑл пӗрре юр айне пулса ларнӑ аэродрома курчӗ, тепре хӑй пӗлмен конструкциллӗ «Ла-5» самолёта курчӗ, самолёчӗн — кустӑрмисем вырӑнне кайӑк урисем пулнӑ; кабинӑна техник Юра кӗчӗ пек, кӗнӗ май вӑл Алексее «эсӗ хӑвӑнне вӗҫсе ирттернӗ ӗнтӗ», халӗ вӗҫме ман черет, терӗ пек; унтан тата шурӑ кӗпепе йӗпе йӗм тӑхӑннӑ Михайла Мучи Алексее улӑм ҫине вырттарса милӗкпе ҫапнӑ, хӑй пӗрмай кулнӑ; туй умӗн милӗкпе ҫапса минтретсен те нимӗн те мар, тенӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ну, мучи, тавай, тӑхӑнтарсам ӗнтӗ! — васкатрӗ Мересьев, кровать ҫинче урисемпе сулкаласа ларса.— Ну, старина, давай, что ли, — торопил Мересьев, сидя на кровати.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Кулӑшла мучи ку, — терӗ Мересьев, ун хыҫҫӑн салхуллӑн пӑхса юлса.— Забавный дядька, — сказал Мересьев, тяжело смотря ему вслед.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑсатма пухӑннӑ ҫынсем алӑ сула пуҫларӗҫ; мӑн сӑмсаллӑ пӗчӗкҫеҫ карчӑк, кӑвак тутӑр ҫыхнӑ пирки ҫиллес ҫӑхан пекрех курӑнаканскер, пропеллер ҫил кӑларса кӗрлеме пуҫласан, кабинӑра ларакан Дегтяренко патне хӑра-хӑрах пычӗ те ӑна тутӑрпа чӗркенӗ чӑх ашӗ тыттарчӗ; Михайла мучи хӗрарӑмсем ҫине кӑшкӑркаласа, пӗчӗк ачасене хӑваласа машина тавра чупкаларӗ, ҫил ун картузне хывса ывӑтрӗ те пӑр ҫийӗн кустарса кайрӗ, вара вӑл ҫара пуҫӑнах хӑйӗн кукшине йӑлкӑштарса тӑчӗ, унӑн сайра кӑвак ҫӳҫ пайӑркисем ҫилпе хуллен вӗлкӗшрӗҫ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Михайла мучи носилка ҫумӗпех, Ленӑпа юнашар, васкаса утрӗ.Дед Михайла засеменил рядом с носилками, по другую сторону от Леночки.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл Михайла мучи ывӑнса такӑннине, урисене улӑштарса утнине туйнӑ пулин те, васкатнӑ.Он торопил, хотя слышал, что дед Михайла задыхается, то и дело спотыкается и сбивается с ноги.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Дегтяренкӑпа мучи, урисене пӗр харӑс иле-иле пусса, носилкӑна ҫӗклесе пыраҫҫӗ; носилка ҫумӗпе юр ҫийӗн ашса Леночка утать, вӑл е одеял хӗррисене тирпейлесе носилка ҫине хурать е Алексей питне хӑйӗн шарфӗпе витсе ярать.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950