Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр хускалман шӑрӑх сывлӑш чебрец тата анис текен курӑксен пуҫа анратакан шӑршипе тулнӑ.Неподвижная духота насыщена пряными запахами чабреца и тмина.
V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ачаш ӳтлӗ сӑмси шӑтӑкӗсенчен вӗри сывлӑш сирпӗнсе, дилижанс ӑшӗнчи ҫынсене пырса перӗнет.Из нежных, телесно-розовых ноздрей вылетало горячее дыхание, обдавая паром сидящих в дилижансе.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сывлӑш йӗри-тавра шавлать.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кухняран уҫӑ сывлӑш ҫине илсе тухнӑ хыр сӗтел ҫинче пичкепе сӑра, икӗ штоф ҫутӑ эрех, пӗр чашкӑ ӑшаланӑ пулӑ тата тулӑ кулачӗ пулнӑ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл тумланчӗ те уҫӑ сывлӑш ҫине тухрӗ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах тинех акӑ, Катьӑпа иксӗмӗр те пӗр хуларах пулнине пӗле-тӑркачӑ, шухӑшласа илнипе ҫеҫ ҫирӗм хут сывлӑш ҫавӑрса илмелле те, кӗтмешкӗн чӑтса тӑма май пур-и, тен вӑл шӑпах ҫак самантра акӑ… пӗлместӗп ӗнтӗ хама мӗн кӗтнине — чирлӗ пуль, вилес пек выртать пуль.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӑвара уҫса сывлӑш ҫӑтатӑп, чӗрем те таҫта инҫетре, урӑх нихҫан таврӑнайми ҫӗре каять.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анма васканӑ хӗвел чӳрече витӗр аякран кармашса пӑхать, унӑн хӗрелнӗ ярӑмӗнче тусанлӑ та йывӑр, иода шӑрши кӗрекен сывлӑш курӑнать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ те шухӑша кайрӑм акӑ, епле Мускавра, ҫӗнӗ хваттерте, ҫутти те нумай, сывлӑш та ҫителӗклӗ, газӗ те пур, пӑспа хутаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӑварӑма уҫса сывлӑш ҫавӑратӑп.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хайхискер чӗтренчӗ, хускалса илчӗ Варя аллинче, харӑлтатса, сыпӑк-сыпӑк чарӑнса, сывлӑш ҫӑта пуҫларӗ.Он замотался, затрепетал у неё в руках, хрипя и рывками втягивая воздух.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗрсе хӑпартнӑ хӑмпӑ пек сарӑ уйӑх хула ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать, шӑнтмашкӑн тин ҫеҫ пуҫланӑ, сывлӑш уҫӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тревога вӑхӑтӗнче пытанакан ҫӗрте эпӗ яланах салхуланаттӑм, акӑлчансем каларӗшле, «пӳрмен пулсан», ан тив, вилсен те таса сывлӑш ҫинче, Ленинград тӳпи айӗнче пулса ирттӗр, теттӗм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Испанире Ҫарпа сывлӑш ҫарӗсен самолечӗ персе аннӑ.
Пилотпа студент вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23092.html
Сывлӑш ҫавӑрар.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кӗҫех тепӗр ӑстрӑм ҫӗр ҫийӗ йывӑррӑн ахлатрӗ, хытса кайнӑ сывлӑш урнӑ пек талпӑнса илчӗ, эп каллех юр ҫине персе антӑм.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах та ҫак сивӗ, шӑнса кайнӑ лаҫри вӑркӑшса ҫунакан кӑмака умӗнче хамӑрӑн темрен те хаклӑ хутсене тытса ларнӑ чух, темӗнле таҫтан аякран ӑшӑ та тӑван сывлӑш вӗрнӗн туйӑнчӗ, ҫакна пула эп кӑштах йӗрсе ямарӑм…
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Туртса тултарнӑ, сурса пӗтернӗ, сывлӑш ҫаврӑнмасть.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хунарсем хӑйсен пайӑркипе алӑка тирӗнчӗҫ, тимӗр питӗркӗч ҫуталса илчӗ, каллех сивӗ сывлӑш килчӗ, алӑк хупӑнчӗ.Фонари уперлись лучами в дверь, осветили щеколду, опять пахнуло холодом, дверь захлопнулась.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ун сӑмахӗсем хыҫҫӑн, Полина Аркадьевна, сывлӑш уҫӑлса кайрӗ, кӑкӑр ҫӑмӑллӑн сывла пуҫларӗ!После его слов, Полина Аркадьевна, воздух посвежел, дышать легче стало!
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950