Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтернӗ (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Иоахазӑн пӗтӗмпе те аллӑ юланут, вунӑ ҫар урапи тата вунӑ пин ҫуран ҫар ҫынни ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ыттине пӗтӗмпех Сири патши пӗтернӗ, вӗсене ӗнтӗ ура айӗнчи мӑшкӑл тусанӗ туса хӑварнӑ.

7. У Иоахаза оставалось войска только пятьдесят всадников, десять колесниц и десять тысяч пеших, оттого, что истребил их царь Сирийский и обратил их в прах на попрание.

4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Ииуй ҫапла Израиль ҫӗрӗнче Ваала пуҫҫапнине пӗтӗмпех пӗтернӗ.

28. И истребил Ииуй Ваала с земли Израильской.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн юнӗ пӳрт ҫине, лашасем ҫине сирпӗннӗ, ӑна лашасем таптаса пӗтернӗ.

И брызнула кровь ее на стену и на коней, и растоптали ее.

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Вара вӗсем каланӑ: ку вӑл — юн; патшасем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса кайнӑ та пӗр-пӗрне пӗтернӗ; Моав, каяр тупӑш илме! тенӗ.

23. И сказали они: это кровь; сразились цари между собою и истребили друг друга; теперь на добычу, Моав!

4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

46. Вӑл хӑйӗн ашшӗ Аса пурӑннӑ вӑхӑтра сыхланса юлнӑ аскӑн ҫынсене тӗппипе пӗтернӗ.

46. И остатки блудников, которые остались во дни отца его Асы, он истребил с земли.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Авдий Турӑран питех те хӑраса пурӑнакан ҫын пулнӑ, 4. Иезавель Ҫӳлхуҫа пророкӗсене пӗтернӗ чухне вӑл ҫӗр пророка пытарса хӑварнӑ, вӗсене аллӑшарӑн-аллӑшарӑн ҫӗр хӑвӑлӗнче пытарса усранӑ, вӗсене шывпа ҫӑкӑр парса тӑнӑ.

Авдий же был человек весьма богобоязненный, 4. и когда Иезавель истребляла пророков Господних, Авдий взял сто пророков, и скрывал их, по пятидесяти человек, в пещерах, и питал их хлебом и водою.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Патшана ларсассӑн, Вааса Иеровоам килне пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ӑна тӗппипех пӗтернӗ, Иеровоам ӑрӑвӗнче пӗр чӗрӗ чун та хӑварман.

29. Когда он воцарился, то избил весь дом Иеровоамов, не оставил ни души у Иеровоама, доколе не истребил его,

3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапла вӑл Ҫурт лартас ӗҫе туса пӗтернӗ.

И окончил он строение дома.

3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Тӑваттӑмӗш ҫулхине, зиф уйӑхӗнче, [иккӗмӗш уйӑхра,] Соломон ӗнтӗ Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, 38. вуннӑмӗш ҫулхине вара, бул уйӑхӗнче, — ку уйӑх саккӑрмӗш, — вӑл ӑна мӗнпур хатӗрӗ-хӗтӗрӗпе пӗрле, Ҫурчӗ мӗнле пулмаллине малтан пӗтӗмпе палӑртса хунӑ пек туса пӗтернӗ; ҫичӗ ҫул тунӑ ӑна.

37. В четвертый год, в месяц Зиф, [в месяц второй,] положил он основание храму Господа, 38. а на одиннадцатом году, в месяце Буле, - это месяц восьмой, - он окончил храм со всеми принадлежностями его и по всем предначертаниям его; строил его семь лет.

3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫапла ӗнтӗ Соломон Ҫурт лартнӑ, туса пӗтернӗ ӑна.

14. И построил Соломон храм и кончил его.

3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫапла Соломон Ҫурт лартнӑ, туса пӗтернӗ ӑна, ҫиелтен Ҫурта кедр хӑмипе сӑртарнӑ.

9. И построил он храм, и кончил его, и обшил храм кедровыми досками.

3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑма парне вырӑнӗ тунӑ, ун ҫинче Соломон ҫулталӑкра виҫӗ хутчен парне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем — кӳнӗ, ҫавӑнтах Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрнӗ, ӗнтӗ Ҫурта туса пӗтернӗ.

И приносил Соломон три раза в год всесожжения и мирные жертвы на жертвеннике, который он устроил Господу, и курение совершал на нем пред Господом, и окончил строение дома.

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӗсем патшана каланӑ: пирӗн халӑха пӗтернӗ, пирӗн халӑха Израилӗн нихӑш ҫӗрӗнче те юлмалла мар кӑклама шутланӑ ҫын кирлӗ пире, 6. унӑн ӑрӑвӗнчен ҫичӗ ҫын пар та пире, эпир вӗсене Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ Саулӑн хулинче, Гивӑра, Ҫӳлхуҫа умне [хӗвел ҫине] ҫакса хурӑпӑр, тенӗ.

5. И сказали они царю: того человека, который губил нас и хотел истребить нас, чтобы не было нас ни в одном из пределов Израилевых, - 6. из его потомков выдай нам семь человек, и мы повесим их [на солнце] пред Господом в Гиве Саула, избранного Господом.

2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫав вырӑнта пӗтӗм талккӑшӗпе ҫапӑҫу пынӑ, ҫав кун халӑха хӗҫ тӗп тунинчен ытларах вӑрман пӗтернӗ.

8. Сражение распространилось по всей той стране, и лес погубил народа больше, чем сколько истребил меч, в тот день.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Давид ту тӑррине, ҫынсем Турра пуҫҫапакан вырӑна, ҫитсессӗн, акӑ ӑна хирӗҫ Архи ҫынни, Давид тусӗ Хусий, пырать: ҫийӗнчи тумтирне ҫуркаласа пӗтернӗ, пуҫӗ ҫине тусан сапнӑ.

32. Когда Давид взошел на вершину горы, где он поклонялся Богу, вот навстречу ему идет Хусий Архитянин, друг Давидов; одежда на нем была разодрана, и прах на голове его.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Фамарь ӗнтӗ пуҫӗ ҫине тусан сапса, ҫийӗнчи тӗрлӗ тӗслӗ тумтирне ҫуркаласа пӗтернӗ, аллине пуҫӗ ҫине хурса ӗсӗклесе йӗрсе пынӑ.

19. И посыпала Фамарь пеплом голову свою, и разодрала разноцветную одежду, которую имела на себе, и положила руки свои на голову свою, и так шла и вопила.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Давид тарҫисем вара Вениамин ҫыннисемпе Авенир тарҫисене нумайӑшне пӗтернӗ; вӗсенчен виҫҫӗр утмӑл ҫын вилнӗ.

31. Слуги же Давидовы поразили Вениамитян и людей Авенировых; пало их триста шестьдесят человек.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Саула хирӗҫ питӗ хаяррӑн ҫапӑҫнӑ, пур енчен те ухӑпа пенӗ, ӑна хӑрушла амантса пӗтернӗ.

3. И битва против Саула сделалась жестокая, и стрелки из луков поражали его, и он очень изранен был стрелками.

1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Самуил халӑх мӗн каланине пурне те итлесе пӗтернӗ те ӑна Ҫӳлхуҫа илтмелле каласа панӑ.

21. И выслушал Самуил все слова народа, и пересказал их вслух Господа.

1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вениамин йӑхӗн пӗр ҫынни ҫапӑҫу хирӗнчен тарса тухнӑ та ҫав кунах Силома ҫитнӗ; ҫийӗнчи тумтирне вӑл ҫуркаласа пӗтернӗ пулнӑ, пуҫӗ ҫине вӑл тусан сапнӑ пулнӑ.

12. И побежал один Вениамитянин с места сражения и пришел в Силом в тот же день; одежда на нем была разодрана и прах на голове его.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней