Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пичӗ (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав тери хӑраса ӳкнӗ ҫынсем пӗр авӑк, хайсене такам тухатнӑ майлах, хускалмасӑр хытса тӑчӗҫ, Подтелковӑн хуралса пыракан пичӗ ҫине шиклӗн пӑха-пӑха илчӗҫ.

Столь велика была наступившая растерянность, что с минуту все стояли, как завороженные, не без страха глядя на чугуневшее лицо Подтелкова.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Куратӑп… — тутине чалӑштарса кулса илчӗ Подтелков, Григорин шурса кайнӑ пичӗ ҫине сасартӑк тӑвӑнса килнӗ курайманлӑхпа пӑхса.

— Вижу… — вкось улыбнулся Подтелков, с вспыхнувшей ненавистью глядя на побелевшее лицо Григория.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Спиридонов, шӗвӗр вӗҫлӗ кӑранташне хут листи патне илсе пырса, хӗрлӗ гвардеецӑн пысӑк ҫамкаллӑ тӗксӗм пичӗ ҫине пӑхса илчӗ те, лешӗ, сурма хатӗрленсе, тутине мӗкӗлтеттернине курса, пӗтӗм пӗвӗпе аяккалла лӑпчӑнчӗ, кӑшкӑрса тӑкрӗ:

 — Спиридонов приставил жало карандаша к бумаге, мельком глянул в пасмурное лобастое лицо красногвардейца и, видя, как ежатся губы того, готовя плевок, вихнулся всем телом в сторону, крикнул:

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хыпарҫӑ, чӗнтӗрлӗ карлӑк ҫумне сӗвенсе, кушӑрханӑ пичӗ ҫинчи тусан йӑрӑмӗсене ҫанӑпа шӑлкаласа тӑчӗ.

Нарочный, прислонясь к резным перилам, растирал рукавом по обветревшему лицу полосы пыли.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шурчамас пичӗ ҫинчи кук тӗррисемпе тӗксӗмленсе, Коршунов карталанса тӑнӑ ушкӑн варрине тухрӗ те унчченхи атаман аллинчен именчӗклӗн влаҫ паллине — пӑхӑр авӑрлӑ туяна — илчӗ.

Серея конопинами белесого лица, он вышел на середину, конфузливо принял из рук прежнего атамана символ власти — медноголовую атаманскую насеку.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӑтма ҫук ҫилӗ килнипе унӑн чӗрӗпӗнни пек пит-куҫӗ пир пек шурса кайрӗ, хӗстерсе хунӑ хаяр куҫӗсем вичкӗннӗн йӑлтӑртатса кускаларӗҫ, ҫак самантра пичӗ ҫинчи кӑвак тӗтӗм пек шӑртлӑ сухалӗ те йӑшӑлтатса илчӗ, тейӗн.

Ежиная мордочка его побелела от злости, остро и дичало зашныряли узко сведенные злые глазенки, даже дымчатая шерсть на ней как будто зашевелилась..

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мишкӑн вӑрҫӑ ҫулӗсенче кӗреленсе те туртӑнса кӗнӗ пичӗ тӑрӑх пӑлханчӑк хумсем чупса иртрӗҫ; вӑл хӑяккӑн Валет ҫине пӑхса илчӗ те тепӗр хут ыйтрӗ:

по лицу Мишки, возмужалому и вылинявшему за годы войны, скользнула растерянность; он сбоку глянул на Валета, переспросил:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пасара куҫӗ тӗслӗ ҫивӗч куҫӗсем ыйхӑпа ӗнтӗркенӗ чухнехи пек сӳрӗккӗн ҫуталса пӑхаҫҫӗ, пичӗ ҫине тӗтӗм пек кӑвак сухал шӑртланса тухнӑ.

Хориные, с остринкой, глазки его сонно светились, на щеках серела дымчатая щетина.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Батареецӑн шатрашка пичӗ кӗл пек кӑвакарса кайрӗ.

Батареец побелел рябинами лица.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл унӑн тӗреклӗ аллине чылайччен хӑйӗн аллинче тытса тӑчӗ, унтан ӑна хӗрелсе кайнӑ вӗри пичӗ ҫумне чӑмӑртаса, картишне чупса тухрӗ.

Долго держала его тяжелую руку в своих руках, потом прижала ее к пылающей щеке и выбежала во двор.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, Абрамсонӑн вӗри аллине чӑмӑртаса, унпа темиҫе сӑмах перкелешсе илчӗ те, хӑйӗн пичӗ айванла та чикӗсӗр телейлӗ кулӑпа ҫиҫнине туйса, Абрамсонӑн темле ыйтӑвне хирӗҫ хуравламасӑрах (ыйтӑва ӑнланмарӗ те вӑл), Анна патне утса кайрӗ.

Бунчук пожал горячую руку Абрамсона, перекинулся с ним несколькими фразами и, чувствуя на лице своем глупую, беспредельно счастливую улыбку, не отвечая на какой-то вопрос Абрамсона (он даже не понял смысла вопроса), пошел к Анне.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн пичӗ самантрах хӗрелсе кайрӗ, хӗрлӗ юхӑм, мӑйӗ тӑрӑх йӗтес шӑммисем патнелле саланса, куҫӗнчен куҫҫуль тумламӗсем пӑчӑртаса кӑларчӗ.

Краска залила ее лицо, хлынула по шее до ключиц, выжала из глаз слезы.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ал айне чи малтан лекнӗ тӗреврен уртӑнма тивнӗ Бунчук тутине ватӑ ҫын пек сарса пӑрахса ейӗлчӗ, тӗссӗр пичӗ ҫинчи ӳчӗ йывӑррӑн туртӑнса пӗркеленчӗ.

Вынужденный прислониться к первой попавшейся опоре, Бунчук широко, как старик, улыбался, кожа на прозрачных щеках его туго натягивалась, морщинилась.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн кӑтрашка ҫемҫе сухаллӑ ырхан пичӗ тӑрӑх айӑплӑ кулӑ шӑвӑнса иртрӗ; куҫӗсемпе каҫару ыйтса, именчӗклӗн каларӗ:

По исхудавшему лицу его, густо обросшему курчавой мягкой бородой, скользнула виноватая улыбка, сказал, выпрашивая глазами прощение:

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн сулахай куҫ хупаххи хӑвӑрт-хӑвӑрт сиккелесе чӗтренет, пичӗ, хӗстерсе тытнӑ тути патӗнчен пуҫласа, шӑнӑр хутлатнӑ пек туртӑнса илет.

Живчик подергал у него веко левого глаза, судорога наплыла от угла сжатых губ.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗвел ури унӑн ҫу сӗрнӗ хӗрлӗ пичӗ ҫине пайӑркаланса ӳкет.

Столб солнечных лучей валился ей на розовое, намазанное жировкой лицо.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан вӑл пӗр утӑм каялла чакса тӑчӗ; пичӗ тӑрӑх ҫилӗллӗ кулӑ йӗрӗ хӗҫпе каснӑ пек чалӑшшӑн шӑвӑнса иртрӗ.

И ступил шаг назад; щеки его сабельным ударом располосовала кривая улыбка.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫинче хӑранӑ палли те ҫук; ахӑртнех темиҫе кун хырӑнмасӑр ҫӳренӗ пулас вӑл, — пит ҫӑмартисемпе янахӗ ҫине сарӑ сухал пӗрчисем шӑртланса тухнӑ.

И тени испуга не было на его розовом лице: он, видимо, не брился несколько дней, — русая поросль золотилась на щеках и подбородке.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑрах пичӗ ҫинче, сулахай куҫӗнчен кӑшт аяларах, юнлӑ шӑйрӑк палӑрать.

На лице возле левого глаза кровянилась свежая ссадина.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр хушӑ шӑпӑрт ларкаларӗ те, пичӗ ҫине килсе капланнӑ юн майӗпен кимӗлсе пынине туйса, ыйтса пӗлчӗ:

Помолчав немного, чувствуя, как сходит с лица негустая краска, спросил:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней