Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӑл малтанхи пекех утрӗ, пальто унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинчен шуса анса ҫӗре ӳкрӗ, боецсем вара шеренгӑсене ҫурмаран сирсе пальторан пӑрӑнса иртсе кайрӗҫ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Митя анкартисемпе пахчасем витӗр Кистенӗвка ращинелле утрӗ.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ача ҫӑкӑра ҫавӑнтах ҫӑткӑннӑн ҫыртса илчӗ те, ӑна чӑмласа, хӑвӑрт малалла утрӗ.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Саша, хӑйӗн ҫурӑлса пӗтнӗ тата курӑк ҫинче сӑтӑрӑннипе симӗсленнӗ йӗмӗ ҫине шиклӗн пӑхкаласа, вӗсем хыҫҫӑн утрӗ.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Часовой тӑрас вырӑнта пӗр ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ будка кӑна ларакан застава патне ҫитеспе, француз ямшӑка чарӑнма хушрӗ, — кӳмерен тухса, малалла ҫурран утрӗ, кӳмипе чемоданне ямшӑка эрехлӗх пама кӑмӑл тунине ӑнлантаркаласа пачӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Антон Пафнутьич, учительпе пӗрле, флигеле утрӗ.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ун хыҫҫӑн ҫавӑн пекех ҫухалса кайнӑ, нимӗн те чӗнмен свити те утрӗ.сопровождаемый своей тоже растерянно молчавшей свитой, — пошел,
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Дубровский малалла утрӗ.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Владимир хӑвӑрт ҫаврӑнса утрӗ, вӑл пуринчен мала иртрӗ те Кистенёвка ращине кӗрсе ҫухалчӗ.Владимир поспешно удалился, всех опередил и скрылся в Кистеневскую рощу.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шабашкин ҫӗре ҫити пуҫне тайрӗ те тухса утрӗ, ҫав кунтан пуҫласа вара вӑл ку ӗҫпе ҫӳреме тытӑнчӗ, хӑй ҫивӗччине пула ӑна туса та хучӗ.Шабашкин поклонился почти до земли, вышел вон, с того же дни стал хлопотать по замышленному делу.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Михайла мучи носилка ҫумӗпех, Ленӑпа юнашар, васкаса утрӗ.Дед Михайла засеменил рядом с носилками, по другую сторону от Леночки.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӗттӗм пуличчен вӑл аран ҫеҫ пилӗк тапхӑр тӑра-тӑра утрӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та халӗ вӑл тискер кайӑк пек асӑрханса утрӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл малтанхи виҫесемпех утрӗ, ҫавӑн пекех канчӗ, пӗр кун каймалли ҫур ҫулне утсан апат ҫирӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем ҫине таянса утрӗ пулин те, сехетсерен, малалла кайнӑҫемӗн, ӑна утма йывӑрлансах пычӗ.Он опирался на них, но идти становилось час от часу все труднее.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ вӑл, тутине ҫыртса лартрӗ те малалла утрӗ, ҫӗмрӗк танк патӗнчен, аллине граната тытнипех хытнӑ узбек ҫуммипе вӑрманалла, хӗвелтухӑҫнелле каякан ҫул еннелле утрӗ вӑл.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Икӗ минутран Ваня ҫӗнӗ шинель, яка пуҫӗ ҫине тиртен ҫӗленӗ ҫӗнӗ ҫӗлӗк тӑхӑнса батарея еннелле, командир блиндажне шыраса утрӗ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ачине ӗмӗрлӗхех ҫухатнине тинех ӑнланчӗ Инга, алӑк патнелле утрӗ.Инга, понявшая, что навсегда потеряла ребенка, пошла к дверям.
Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19
Эпӗ ӗнене суса пӗтерем, кайран калаҫӑпӑр, — тесе Лисук аппа сарай еннелле утрӗ.Я пойду, закончу доить корову, после поговорим, — сказав тетя Лиза направилась в сторону сарая.
Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19
Вера урӑх нимӗн те чӗнмерӗ, малалла утрӗ.
Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19