Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытрӗ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тухтар ун ҫӑпатине кантринчен ярса тытрӗ.

Тухтар ухватил лапти за веревки.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хуҫа хӑй самахне каласа пӗтериччен алӑк патнелле ҫул тытрӗ.

Так он, не дожидаясь, когда хозяин закончит речь, направился к выходу.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл ҫавӑнтах паҫӑр тӑрӑшса тасатнӑ куркине ярса тытрӗ, ӑна, вӑйӗ ҫитнӗ таран, ҫырманалла вӑркӑнтарчӗ.

И он, схватив жестянку, которую час или два тому назад так тщательно отмывал на берегу, размахнулся и что есть силы зашвырнул в сторону реки.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тимрук ӑна хавасланса ярса тытрӗ.

Тимрук с радостью схватил ее.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эп вӗсене, хам шутӑмпа, ырӑ ята кӗрсе, ҫирӗмшер тенкӗ парса пӑхасшӑн, — Шерккей тутисене тӑп хӗссе тытрӗ, хӑйне ырӑ сунас пек пӑхкаларӗ вӑл Энтюка.

Так что я им посулю по двадцати рублей, — Шерккей выжидательно поджал губы — что скажет на это Эндюк?

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мӗн ки-кирлӗ сана? — хулӗнчен ҫавӑрса тытрӗ вӑл Алапана, хапха еннелле хистесех туртса.

И что тебе нужно? — он взял Алабу под локоть и повел к воротам.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тимрук ӑна хулӗнчен тытрӗ.

Тимрук обнял его за плечи.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тимрук ӑна ярса тытрӗ.

Тимрук не удержался, ухватил ее.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей кӗсйинчен тата виҫ тенкӗлӗх симӗс хут укҫа туртса кӑларчӗ, ҫавӑ кӑна тухнӑшӑн хӑй хӗпӗртерӗ, ӑна аллипе хытӑ чӑмӑртаса тытрӗ.

Шерккей вытащил из кармана зеленую трехрублевку и страшно обрадовался, что попалась именно она, скомкал ее в кулаке…

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унтан шӑртланнӑ сухалне шӑлкалам пек турӗ, ӑшне ик аллипе ярса тытрӗ, кулма аран чарӑнчӗ, ывӑлӗ патне ҫывхарса тӑчӗ те сиввен пӑхрӗ.

На глазах у него заблестели слезы, наконец он успокоился, согнал с лица ухмылку и, приблизившись к Ильясу вплотную.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Велюш ҫийӗнчех тимӗр юплӗ сенӗке ярса тытрӗ.

Велюш не растерялся, схватился за железные вилы.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ашшӗ тепӗр хут хистесе асӑнтарнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ Тимрук пӳрт ҫине хӑпарчӗ, аллине виҫӗ юплӗ сӗнӗк тытрӗ, ҫӳлте сайхах ҫыххисене салта-салта тухрӗ, ҫӗрӗшнӗ улӑма ҫӳлтен вӑйкӑнтара пуҫларӗ.

Только после этого Тимрук нехотя влез на крышу, взял в руки трехрогие вилы и, развязав веревки на слегах, с остервенением принялся сбрасывать вниз истлевшую солому.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Велюш кӗленчене ярса тытрӗ, хӑй мелсӗр каҫӑрӑларах тӑчӗ.

Велюш выхватил бутылку и выпятил грудь.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унтан урӑх шут тытрӗ.

Но тут же одернул себя.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хайхискер мана чӗлхерен ҫавӑрчӗ тытрӗ.

Вот он ими и — хвать! — мой язык!

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Велюш ик аллипе пуҫне ячӗ тытрӗ, куҫӗ тарӑхса хӗсӗнчӗ.

Велюш обхватил руками голову, напряженно сощурил глаза.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей пӳрт алӑк хӑлӑпӗнчен ярса кӑна тытрӗ — алӑкӗ яри уҫӑлчӗ.

Шерккей взялся за щеколду — и дверь настежь распахнулась.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл татах йӑпанса тӑма шут тытрӗ.

Вот и пришлось ему поневоле наблюдать за игрой.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эппелюк ҫав карта сыхлана-сыхлана тытрӗ те, тепӗр аллипе хупласа, васкамасӑр шутарса пӑхма тытӑнчӗ.

Эппелюк боязливо поднял карту, прикрыл ее другой ладонью и стал подслеповато всматриваться.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫапла, Шерккей ҫурт лартас вырӑна ыран-паян карта ҫавӑрма шут тытрӗ.

Да, сегодня-завтра Шерккей обнесет забором место будущего дома.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней