Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VI. Тӑван ҫуртран аякра

Раздел: Хура ҫӑкӑр –> Иккӗмӗш кӗнеке

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Год: 1989; Добавлен: 2020.11.08 20:56

Предложений: 412; Слово: 3575

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Энтюк Пӑваран Шерккей патне пурӑнмаллипех кӳҫса килчӗ. Шерккейпе иккӗшӗ вӗсем вӑрман хӗрринчи Ярслав ҫырминче пулчӗҫ. Энтюк тӑмне те, хӑйӑрне те хӑй тӗрӗслесе пӑхрӗ. Кунта пит те чипер ӗҫ ҫавӑрса яма пулать тесе шантарчӗ вӑл Шерккее. Ҫак пысӑк ӗҫе вара Энтюк пӗтӗмпе хам майлаштарса ярӑп терӗ. Ӗҫӗ ӗнтӗ, чӑн, тӑкаксӑр пулмасть, мӗн хака ӳкессе те Энтюк Шерккее шутласа пачӗ. Хакӗ сахал мар, анчах пыра-киле, тен, тата пӗр-икӗ уйӑхранах пуль, ҫак ӗҫ хӑйне пит майлӑ саплаштарма пултарать, кайран уссине те курма пулать. Ҫапла усӑ курас ӗмӗт Шерккее хӑйне те хаваслантарчӗ. Энтюка вӑл пӗлсе ӗҫ хускатса ямашкӑн малтанах укҫа парса хучӗ.

Мӗн кирли кунта ал айӗнчех иккен. Ҫырма-ҫатра хушшинче курӑк тавраш курӑнмасть, хайӑрне мӗн чухлӗ кӑларас тетӗн, ҫавӑн чухлӗ чав, шывӗ инҫе мар, кирлех пулсан, насус лартса уҫлама кӑна ан ӳркен, алӑ вӗҫҫӗн ӑсса хӑпарасси те тем мар.

Энтюк Шерккее пит килӗшрӗ. Вӑл ӗҫе юратакан ҫын, мӗн кирлине шута илмесӗр ним тума та васкамасть, мӗн тумаллине те вӑхӑтра чухлать, ытлашши сӑмахласа тӑмасть, ӗҫӗ пирки ыйта-ыйта аптратмасть, кайран ҫеҫ, ҫавна ҫавӑн валли турӑм та кӑна ҫавӑн валли турӑм, ҫавӑн чухлӗ укҫа пӗтермелле пулчӗ тесе, Шерккее каҫсерен хыпар ҫитерсе тӑрать.

Шерккей панӑ укҫана вӑл пӗр пус таранччен кирлӗ ҫӗре кӑна тӑккаларӗ. Хӑй лайӑх пӗлнӗ-палланӑ ҫынсене Пӑва таврашӗнчен кунта ӗҫлеме чӗнтерчӗ. Кирпӗч ҫапнӑ ҫӗрте ӗҫлес текенсем ку тӑрӑхра та сахал мар. Энтюк вӗсене, Шерккей хушнипе, хӑй суйласа йышӑнчӗ. Эрне иртнӗ ҫӗре кирпӗч типӗтмелли сарай пулса та тӑчӗ.

Вӑрманӗ юнашарах. Усалукӑн шанчӑклӑ тарҫи Хура Сантӑр темиҫе лав вутӑ тие-тие килчӗ, тата та тиесе килме пулчӗ. Ӗҫсенчен аякра пулам мар тесе, Энтюк пурӑнмаллипех Ярслав варне куҫрӗ, вӑхӑтлӑха пурӑнмалӑх хӑма ҫапса хӳшӗ турӗ, хӗрӗ ӑна ҫакӑнтах апат хатӗрлесе парать.

Кирпӗч хӗртмелли кӑмакана Энтюк хӑй тӗллӗн майлаштарса ҫитерчӗ. Виҫҫӗмӗш эрне вӗҫне тухнӑ чух чи малтанхи хут хӗртнӗ кирпӗчсене кӑмакаран кӑларма ӗлкӗрчӗҫ. Кирпӗчӗ ҫирӗп те лайӑх, янраса кӑна тӑрать. Шерккей ҫавна пӑхнӑ май хӑй те ача пек хӗпӗртет.

Ҫапла тертпе хускатса янӑ ӗҫ чиперех сыпӑнса кайрӗ. Ҫак ӗҫе Шерккей, кӑштах та пулин пӗлнӗ пулсан, хӑех пултарма кирлӗччӗ. Анчах вӑл хресчен ӗҫӗнчен ытла нимӗн те туман, ҫӳрессе те халиччен инҫе тухса ҫӳремен. Энчетрен пӗрре Пӑвана кайса та кӑштах тӗнче мӑшкӑлӗ куратчӗ. Ун пирки вӑл килне таврӑнсан никама та каласа памарӗ. Хӑй курчӗ, хӑй пӗлчӗ, урӑх никам та ан пӗлтӗр терӗ.

Хӑй курни-пӗлни ҫавӑн пек-ха. Унӑн Тимрукӗ — пулас ҫурт ҫынни — халиччен ниҫта та пулса курман-ҫке. Кайса килинччӗ вӑл хӑй тӗллӗн пӗр-пӗр хулана, ашшӗ пулӑшмасӑр тенӗ пек, пурӑнса куринччӗ пӗр вӑхӑт аякра, пӗлейинччӗ пурнӑҫ тути-масине. Мӗн тесен те, ҫынни ача-пӑча мар ӗнтӗ, шанса кӑларса яма пулать. Пӑвана ҫеҫ те мар, ытти пысӑкрах хулана кайса килтӗр. Ан тив, вӑл унта ҫын хушшинче ҫапкаланса ҫӳретӗр, вырӑсла калаҫма вӗрентӗр, ҫынсене куртӑр, пурнӑҫра хӑй ӑҫта та кам иккенне пӗлме хӑнӑхтӑр, ытти ҫынсемпе пӗрле кунҫул таппине кӗрсе пиҫӗхтӗр. Ак хӑйнех илет-ха Шерккей, енчен вӑл ҫамрӑк чух унта-кунта пулса курнӑ пулсан, ҫын хушшинче хӑш чух ытла мӗскӗннӗн курӑнас ҫукчӗ. Халь, ак, Пӑвана ҫеҫ кайса килмелле пулсан та, мӗнле те пулин йӑнаш тӑвасран чунӗ ҫук темелле. Пиҫӗхеймерӗ ҫав вӑл ҫамрӑк чух. Тимрукне ан йӗрлетӗрех ҫав шӑпа. Тимрукӗ унӑн хӑй ҫумӗнчи пӗртен-пӗр шанчӑклӑ ывӑлӗ, паян пулмасан — ыран вӑл хуҫалӑхри чи пысӑк ӗҫсене явӑҫмалли ҫын. Кирлӗ чух ҫав Энтюк пекех пӗр-пӗр пысӑк ӗҫ хускатса ярасси пулӗ, пӗлнӗ-пӗлмен пуҫпа ҫавна тӑвас та кӑна тӑвас тесе хӗсӗнме ҫук, нуша кулачӑ ҫиме вӗрентет, яланах ҫынна шаннипе ӗҫ тухмасть. Иртнӗ чухнехи пек текех мӗскӗне хывса пурӑнасси пулмалла мар, пурнӑҫӑн аслӑ урапи ҫине саркаланарах лармалла. Ҫавӑн пек чухне Шерккее Ильяс та пит кирлӗччӗ ҫав та — кӗҫӗннин ӗренки пулмарӗ. Пӗркун, ав, таҫта тухса кайрӗ те ҫавӑнтан вара халь те пулин ашшӗ куҫне курӑнмасть. Тимрук ҫеҫ пӗррехинче: «Ильяс ӑҫта пирӗн?» — тесе асӑнтарчӗ. «Кам пӗлет ӑна, кам пӗлет, Капкайсем патӗнче пуль», — терӗ ашшӗ ун чухне. Ҫавӑнтан кайран тата ик-виҫӗ кун иртрӗ, Капкай ачи пырса Ильяс пирки ыйтрӗ. Ильяс ӑҫта иккенне ашшӗ те, Тимрук та пӗр сӑмахпа калаймарӗҫ. Шухӑша кайнӑ Тимрук пӗр каҫхине Ильяс пирки ашшӗнчен ҫине тӑрсах ыйтрӗ.

— Пӗлместӗп, чӑнах, пӗлместӗп, — тесе тавӑрчӗ ашшӗ.

— Ӑҫта та пулин аташса кайман-ши, чирлемен-ши вӑл?

— И-и, каларӑн та! Ӑна чир виттӗр-и?

— Ӑҫта кайма пултартӑр вара? Миҫе кун хушши пӗр хыпар та пӗлместпӗр…

— Эс итле, Тимрук, кӗҫӗнни пирӗн ҫурт ҫынни пулмарӗ. Вӑл кунӗ-кунӗпе киле таврӑнманнине ху пӗлетӗн. Ҫӳрет пуль-ха, ҫӳрет пуль ял тӑрӑх сӗтӗрӗнсе, — терӗ ашшӗ.

— Ялта кӑна пулсан, епле килсе курӑнас пулмасть? — иккӗленсе те пӑшӑрханса каласа хучӗ Тимрук.

Ильяс килте ҫукки ашшӗне ытла пӑшӑрхантармарӗ курӑнать. Кулленхи тертлӗ ӗҫре унӑн хӑйӗн ирӗ иртет, каҫӗ каҫать.

Пӳртре салху, чӗрӗ, тӗксӗм. Кӑмакине те, туса пӗтернӗ хыҫҫӑн, пӗрре кӑна хутса пӑхнӑччӗ, темӗне пула тӑм шӑрши халь те сирӗлмест. Пӗчӗк пӳртӗн пӗренисене саваласах хӑпартрӗҫ пулсан та, шалта тӗттӗм, чӳречесем пӗчӗккӗ.

Шерккей шухӑша кайрӗ. Каҫхи апат хыҫҫӑн сӗтел ҫинчи чашӑк-ҫӑпалана пуҫтарман. Кӗтесре Тимрук сӗнксе ларать.

Ашшӗ кӗсйинчен укҫа кӑларса шутлама тытӑнчӗ. Вак кӗмӗлпе пӑхӑрӗсене шутла-шутла тем аташрӗ те мӗн кӑларнине каялла кӗсйине чиксе хучӗ, унтан Тимрукӗ еннелле ҫаврӑнчӗ.

— Итле-ха эс, — терӗ вӑл ӑна. — Чӗмпӗре ярас тетӗп сана ыран. Чӗмпӗре ярас тетӗп…

Тимрук тӗлӗнсе пӑхрӗ ашшӗ еннӗ.

— Мӗн тумалла пулать унта?

— Халлӗхе сана нимӗнле ӗҫ те хушмастӑп-ха, малашне куҫ курӗ, куҫ курӗ. Хула курса кил, ачам, ҫапла ҫӳрекелесе. Ху тӗллӗн ҫӳре, пӗччен. Вырӑсла перкелешме тӑрӑш, лавккасене ҫӳресе кур. Сан пек ҫынсем унта ҫук мар, пур. Вӗсем пурӑнаҫҫӗ, ав. Эсӗ те ху тӗллӗн пурӑнма вӗрен. Пирӗн ҫынна ытла йӑваш та ҫемҫе пулни килӗшмест. Илтетне, ывӑлӑм? Йӗрекен укҫа ҫук ман сана парса яма, укҫам пур-ха кӗсъере тесе, шанса тӑрасси ан пултӑр, ал вӑйӗпе тупма тӑрӑш, пус ҫумне пус хушма пӗл. Асту вара, ҫаратса та ют кӗсъесене хыпашласа мар, ӗҫлесе тупмашкая ӑс ҫитер. Ют ҫӗре йерлесе ан ҫӳре, чипер ятран тухмасӑр ырӑ шухӑшпа пурӑн. Алӑк патӗнче вырӑну ӑнсан, тӗпелелле иртесшӗн ан сӗкӗн. Каланӑ сӑмахӑм тӳрӗ пултӑр саншӑн. Килтен пӗр кашӑк парса ярам. Инҫе ҫулта ӑна ан ҫухатса хӑвар, киле чиперех илсе ҫитер. Пӗр уйӑх иртӗ-и, иккӗ-и — саншӑн пӑшӑрханса тӑрасси ан пултӑр. Пӗр ҫавра ҫӑкӑр чиксе кай. Ҫакӑн пек пулать ман калас сӑмахӑм…

Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармасть пуль Тимрукӑн ашшӗ. Сӑмахӗ тӗрӗс те, кӑмӑлӗ те ҫаплах-ши? Ывӑлне халь хула курма яратап тет, ҫын курса кил тет. Ҫыннисене ӑна ялта та куратӑп-ха, хула тесен..

Часах ялта хӗрупраҫ улах ларма тытӑнать. Хаваслӑ яш-кӗрӗм унта ҫӗр хута халап та юмах ҫаптарать. Тавшуйлӑ савӑнӑҫ, пулас мӑшӑрсен хӗлхем тӑкан куҫсем, чӗре патӗнчи туслӑ сӑмах та таса тупа, ӗмӗтлӗ шухӑш та ӗмӗре ҫитмелли шанчӑк — юлӗҫ-шим ҫаксем кӑҫал Тимрукран? Кунта епле иртӗҫ-ши ҫамрӑк чуна ҫӗклентерсе яракан хӗр сӑрисем, тунсӑхланӑ ҫӗнӗ юр тӑрӑх хывӑнакан йӗлме тупанлӑ ҫунан чи малтанхи йӗрӗсем, яш ӗмӗр илӗртмӗш улах сӑрисенчи каҫа та ир тӑвакан ташӑ-юрӑ кунӗсем те кӑҫал Тимрукран юлаҫҫӗ-ши? Мерчен те кӗмӗл тухъяпа кӑшӑлланнӑ пикесен чечен чечеклӗ сӑнӗ-сӑпачӗ, чӑнкӑрти мӑясемпе пӗркеннӗ кӑкӑрсем, анлӑ теветпе явӑннӑ ҫинҫе пилӗксем курӑнаймӗҫ-шим ӑна, хӗрсем ҫума-ҫумӑн хӗсӗнсе тӑрса, харӑс-харӑссӑн аххаясӑм такмаклани илтӗнсе тӑраймӗ-ши ӑна хӑй аякра тӗнче касса ҫӳренӗ вӑхӑтра?..

Ҫамрӑк ӗмӗр, мӑнтарӑн ҫамрӑк ӗмӗр пӗр чӑваш каччин асӗнчен те нихҫан туха пӗлмест. Вӑл Тимрук асӗнчен те каймасть — тунсӑхлаттарать, кӗттерет, шухӑшлаттарать, хӑй ҫинчен кунсерен те каҫсерен аса илтерет. Ҫапах та ашшӗн сӑмахӗнчен иртме ҫук, вӑл мӗн хушнӑ — итлемелле. Итлемесен юрамасть.

— Юрӗ, атте, кайса килӗп, — терӗ Тимрук. Сасси ӑна хӑйне ҫеҫ мар, ашшӗне те хаваслантарми илтӗнчӗ.

Ашшӗ ун валли Пӑваран вӗр-ҫӗнӗ атӑ илсе килнӗччӗ. Атти Тимрука шӑп кӑна, ятне ҫӗлетнӗ тейӗн. Ирхине Тимрук ҫав атта тӑхӑнчӗ, ҫине хура пиншак уртрӗ, тӗсӗ кая пуҫланӑ кӑвак карттус тӑхӑнчӗ, хутаҫне ҫӑкӑр чикрӗ, кашӑк илчӗ, ӗнтӗ ҫула тухса кӑна каймаллаччӗ — ашшӗ тата пӑртак чарса тӑчӗ.

— Чим-ха, ывӑлӑм, — терӗ вӑл. — Акӑ мачча ҫинчен пӗр хутаҫ хӗвелчамӑш антартӑм. Пӗр хутаҫ! Илсе кай ҫакна, илсе кай та, хулара уншӑн каҫса каяҫҫӗ, сутса ху валли укҫа тӑвӑн. Кирлӗ чухне ҫав укҫа тем пек кирлӗ пулӗ, ачам.

Тимрук ӑна илесшӗн марччӗ. Ҫул ҫинче ҫуран ҫӳресси те пулӗ, хӗвелчамӑш, тепӗр тесен, тем мар, ӑна мӗнле сутса аппаланмаллине те Тимрук пӗлмест, ашшӗ хистесех каланине пула ҫеҫ вӑл хӗвелчамӑш хутаҫҫине ҫурӑмӗ ҫине хӗреслесе ҫакрӗ, килӗнчен тухса кайрӗ. Ашшӗ ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа пӑхрӗ ун ҫине, ҫак хушӑра пӗччен юлни хаваслантарать тейӗн. Вӑл ӑна такӑр ҫул сунчӗ, ывӑлӗн ярӑнтарса пусан уттине пӑхса ӑмсанса юлчӗ. Ачин чӑмӑр питҫӑмартийӗ ярса пусмассерен силлене-силлене илет, кӗлетки сарӑлнӑ унӑн, халех ҫын пулса ҫитнӗ темелле. Сывлӑхӗ ҫаплах тӑрӗс-тӗкел тӑрсан, вӑл ашшӗ пек кӑна та мар, тата тасарах пулӗ-ха. Карта умӗнче пӑхса тӑрсах юлчӗ ашшӗ. «Кайрӗ-ха… кайрӗ…» — хӑйне ҫеҫ илтӗнмелле пӑшӑлтат-рӗ вӑл.

Тимрук ялтан тухса Куршанкӑ патне те ҫитменччӗ — ун хыҫҫӑн пӗр лав хуса ҫывхарчӗ, Тьӑмай Реппинӗ иккен, Тимруксемпе пӗр урамрах пурӑнаканскер. Тимрука вӑл ҫийӗнчех палласа илчӗ.

— Пӑхатӑп та, кам вашлаттарса пырать тетӗп. Вӑл — эсӗ иккен. Лар хӑпарса.

Реппин Упи пасарне така сутма каять. Лавӗ пушах темелле, ҫыхса пӑрахнӑ таки чарӑлнӑ куҫне мӗскӗннен уҫа-уҫа хупать.

— Эс те пасара каятӑн пуль? — ыйтрӗ Реппин Тимрукран. Тимрук хай ӑҫта кайма тухнине пӗлтерчӗ.

— Ай-яй, ҫулӗ ҫывӑх мар иккен санӑн. Паян Ишевккене ҫитейӗн-ши? Унта ҫитеймесен, Пӑрӑмҫинара выртмалла пулать вара. Ыран тата малалла таптарӑн.

Реппин Чӗмпӗрте пулкаласа курнӑ ҫын. Пӗлтӗр вӑл унта пӗр купса патне ик-виҫӗ ӑстрӑм тырӑ леҫнӗ-мӗн. Чӗмпӗрте каҫ выртмашкӑн вӗсем ҫав купсан Атӑл хӗрринчи вӑрӑм кӗлечӗсем патне чарӑннӑ. Кӗр вӑхӑтӗнче унта кирек хӑҫан та халӑх пулать, хамӑр енчен те ҫынсем йышлӑ пыраҫҫӗ, тет. Пӑрахутсем чарӑнакан пристаньсенче те халӑх нумай, каҫ выртмалла пулсан, унта чарӑнма пулать. Тимрука, хулара халиччен хӑй тӗллӗн пулса курман ҫынна, ҫав хыпарсене пӗлни пит вырӑнлӑ пулма пултарать.

— Темле инкек хӑвалать ӗнтӗ унта сана? — ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ Реппин.

— Инкекне ӑна хамӑр тӗллӗнех шухӑшласа кӑлартӑмӑр-ха, — пысӑк ҫын пек каласа хучӗ Тимрук. — Атте мана хула курса килме ярать.

— Э-э, нуши ҫук иккен. Хулана ӑна курма пулӗ-ҫке, ачам. Кӗсйӳнте укҫу ҫӳхелсен, пӗр-пӗр ӗҫе ермешме пулать. Хулара ҫавӑн пек, ачам, вак-тӗвек ӗҫсем час-часах тупӑнкалаҫҫӗ. Тепӗр тесен, хула курса килни те мӗне тӑрать. Килти ӗҫсене пӗтеркелерӗмӗр ӗнтӗ кутӑруҫӑн.

— Хирти ӗҫсем пӗтрӗҫ ҫав-ха.

— Ҫапла, хирти ӗҫсем… Аҫу сан ялта темле пысӑк ӗҫ хускатса ярасшӑн темеҫҫӗ-и ҫак?

Тимрук ун сӑмахне илтмене хыврӗ.

— Хам ӗненсех каймастӑп та, — терӗ Реппин малалла, — ҫынсем калаҫаҫҫӗ. Ярслав варӗнче кирпӗч ҫапмалли машина уҫасшӑн, теҫҫӗ. Ара, тетӗп, ҫуртра кирпӗчӗ те кирлӗ ҫӑв, тӗтӗп. Хамӑр, сӑмахран каласан, кӑмака тумалла пулсан, тӑватҫӗр кирпӗчшӗн ҫичӗ юта лаша хӑвалатпӑр-ҫке? Килте ҫапса тунине мӗн ҫиттӗр. Тӑкакӗ, чӑн та, сахалтарах пулма кирлӗ. Сан аҫу вара кӑмака тӑвас тенипе кӑна мар имӗш, пысӑкрах ӗмӗт тытнӑ, теҫҫӗ. Чӗлхе шӑмӑсӑр-ха вӑл, ҫын сӑмахӗ. Хам тесен, ун пек сӑмаха ӗненсех те каймастӑп.

— Атте шухӑшне пӗлсе пӗтереймӗн ӑна. Аса илет те ака кӳлет. Ак мана та, тӗк тӑнӑ ҫӗртен тенӗ пек асне илсе, Чӗмпӗре ячӗ…

— Вӑл ҫапла ӗнтӗ. Ахаль, шухӑшлатӑп та хам тӗллӗн, ҫав Туймет Тухтарӑн пӳртне куҫарса лартмалла марччӗ пуль унӑн. Мӗншӗн ҫынна чӗрре кӗртес?

— Хам та ҫапла каларӑм ӑна, — тӳрре тухасшӑн пулчӗ Тимрук, — мана: эс ача-пӑча-ха тесе кӑна хучӗ. Ун пек хӑтланма кирлӗ марччӗ терӗм. Вӑл калать, Тухтар ӳлӗмрен пурпӗрех хамар пата пурӑнмаллипех куҫать, тет, ют ҫын мар вӑл пире, тет.

— Вӑл, таврӑнсан та, хӑй вырӑнӗнчен тапранмасть, — татса каларӗ Реппин. — Туймет мучи хӑй те пит ҫирӗп ҫынччӗ, ачи те ҫавна хывнӑ пуль, ҫивӗч ҫын пулса-ха вӑл, ман шутпа. Кирлӗ марччӗ ӑна ҫакӑн пек чухне йӗртме. Эсӗ ху ӑна-кӑна тӗшмӗртекен ҫын, ҫавӑнпа кӑна калаҫрӑм-ха санпа… Ну, тимӗр кӑвакӑм, — тилхепине карт туртрӗ Реппин, — чупса кӑтарт-ха пире кӑштах!..

Ҫӑрха лаши анаталла хӑй майӗпе юрта пуҫларӗ. Реппии Тимрука ак мӗнле канаш пачӗ. Упи урлӑ кайсан, ҫул ҫаврӑнӑҫлӑрах пулать. Тӑванъелӗнчен тӳрех Улхаша ӳкмелле, унтан Хулаҫырми ҫулне тухмалла. Сартункка аслӑ ҫулӗ ҫавӑнтан иртет. Унта Чӗмпӗрелле каякан лавсем вӗҫӗ-хӗррисӗр темелле.

Пурпӗрех мар-и Тимрука? Реппин тетӗш каланӑ пек, чӑн та, аванрах иккен, Тимрук апла куккӑшсем патне те кӗрсе тухма пултарать. Унтан паянах Таккавар еннелле таптарать. Пӑрӑмҫинара каҫ выртать те ыран Чӗмпӗре ҫитет.

Реппин аслӑ ҫулпа малалла кайрӗ, Тимрук тӑвалла пӑрӑнса юлчӗ.

Ҫатма пек такӑр ҫул. Тусан ҫук, шӑрӑх пусмасть. Шӑмшак ӗшенме ӗлкӗреймен чухне утнӑҫемӗн утас килет. Тимрук ҫак таврара хӑй тӗллӗн пулса курнине астумасть. Тахҫан вӑл ашшӗпе пӗрле куккӑшсем патӗнче пулнӑччӗ, анчах ку ҫулпа мар, ун чух вӗсем Ишек урлӑ кайнӑччӗ. Вӑрман тавраш ҫук кунта, улӑх-ҫарана хӗссе пӗтернӗ. Ҫырма хӗрринчи кукшаланнӑ сӑрт ҫамкисенче ҫеҫ хӗвел ӗнтсе янӑ ҫерем лаптӑкӗсем палӑркалаҫҫӗ. Унта тӑлӑх сӑвӑрсем хуҫа. Пӗр-пӗр ҫын иртсе пынине асӑрхасан, ҫав сӑвӑрсем шари кӑшкӑраҫҫӗ те хӑйсен темле майлӑ пӳлсе пӗтернӗ шӑтӑкӗсене кӗре-кӗре пытанаҫҫӗ. Хушӑран тата сехри хӑпнӑ мулкачӑ ӑҫта хӑй валли уҫӑ вырӑн пур — ҫавӑнталла таптарать. Канӑҫсӑр чун инкекрен хӑтӑласшӑн чупать те серепене лекет…

Вӗҫӗ-хӗррисӗр хирсем. Хир варринче, лупашкара е ҫырма-ҫатра кукӑрӗнче, тӗрлӗ ял лӑпчӑна-лӑпчӑна ларнӑ. Тутар ҫӗлӗкӗ пек ешӗл пахчасем куҫа илӗртеҫҫӗ, ҫап-ҫутӑ тӑрӑллӑ чиркӳсем таҫтан аякран курӑнаҫҫӗ. Ял халӑхӗ йӗтем ҫинчен кӗре пӗлмест, — хӑшӗ авӑн аштарать, хӑшӗ тырӑ сӑвӑрать.

Тимрук Саплӑк ялӗ урлӑ каҫрӗ, Ишлӗрен иртрӗ. Ҫӗпрелӗ ялӗнче пӗр пусӑ тараси патне чарӑнчӗ, унта вӑл ӑш каниччен ҫӑл шывӗ ӗҫрӗ, йӑпанса тӑмасӑрах малалла уттарчӗ. Кантӑр татаҫҫӗ. Пӗр ытарма ҫук чипер хӗр татнӑ кантӑрне ҫурӑм туса туртса ҫыхрӗ, тӑкӑрлӑкпа иртсе пыракан Тимрука асӑрхарӗ.

— Вӑй патӑр, шур аппаҫӑм!

— Тавтапуҫ, сар пиччеҫӗм. Ӑҫта каятӑн?

— Инҫе каятӑп, пӑхса курса юл!

— Утас ҫул ӑнса пытӑр, ҫитиччен ҫичӗ хут ӳкмелле, тӑххӑр тӑмалла пултӑр!..

Хӗр йӑл пӑхса кулса ячӗ. Тимрукран вӑл, чӑн та, ҫамрӑкрах пулмалла. Эппин, мӗншӗн аппа терӗ-ха ӑна? Чӗлхи кастарать вара.

Тимрук кӑшт малалла иртсен ҫеҫ ҫаврӑнса пахрӗ — хӗр ҫаплах ӑна пӑхса тӑрать иккен-ха. Куҫа-куҫӑн тепӗр хут тӗл пулсан, иккӗшӗ те кӑмӑллӑн кулса ячӗҫ. Унтан хӗр пӑрӑнса каллех кантӑр хушшине кӗчӗ, курӑнми пулчӗ, Тимрук хӑй ҫулӗпе утрӗ.

Сӑртра куккӑшсен ялӗ курӑнса кайрӗ. Аслӑ урама пӑтӗмпе хӑва сӑрса илнӗ. Тимрук пӗр кивелнӗ ҫурта пырса кӗчӗ.

Инкӗшӗ картишӗнче улма ҫӑватчӗ. Тимрук килнӗшӗн вӑл пит хавасланчӗ. Пӗччен кӑна килтӗн-и, ҫуранах-и тесе ыйта-ыйта пӗлчӗ. Куккӑшӗ килте ҫук иккен-ха. Ильяспа иккӗшӗ кӗлте турттарма хире кайрӗҫ, час таврӑнмалла, тесе пӗлтерчӗ инкӗшӗ.

— Ильяс? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Тимрук. — Пирӗн Ильяса асӑнмарӑна, инкеҫӗм?

— Тата элле? Эсӗр ӑна Хурӑнварта тенӗччӗ пуль-ха, вӑл хӑй ӑҫта каясса каламасӑрах кунта тухса килтӗм тет.

— Шӑллӑм хӑҫан килчӗ кунта?

— Эрне ытла ӗнтӗ, вунӑ кун та пур. Ҫитес ытларикун кӳрше Палля ачипе Хурӑнвара вӗренме каять. Ӗнтӗ эксам та парса килчӗ.

Шӑллӗне хӑҫантанпа курманнине асне илесшӗн пулчӗ Тимрук. Вунӑ кун та иртнӗ. Тимрук вӑл кайнӑ чух килӗнче пулман ҫав. Ильяс ашшӗне те хӑй ӑҫта каясса каласа хӑварман. Ашшӗ вӑл ӑҫтине паян кунчченех пӗлмест, епле апла хыпар-хӑнар та пӗлтермелле мар? Аван мар пулса тухать. Ашшӗне ҫапла пӗр каламасӑр кайнӑшӑн Ильяса вӑл ятлакаласа та илӗ-ха.

Инкӗш лаҫӑра яшка ҫакса ячӗ. Тимрука вӑл: «Турӑх кӑларса лартам-и, ҫиессӳ килет пуль?» — терӗ. Тимрук пӗр турам та хыпас килмест тесе тунчӗ. Яшка пиҫнӗ хушӑра инкӗш унран килти пурнӑҫ пирки ыйта-ыйта пӗлчӗ, ҫурчӗ ҫунса кайнӑран чун пек хута кӗрсе калаҫрӗ. Куккӑшӗ пӗр-пӗр кун суйласа пырса курасшӑн иккен-ха, тен, мӗнле те пулин пулӑшса та хӑвармӑп-и, тет те, вӑхӑтне ниҫтан ҫитереймерӗ. Ыран ирпе татах, ак, Чӗмпӗре тухса каймалла пулать терӗ. Апла Тимрука та Чӗмпӗре каймашкӑн ҫула май пулать иккен. Мӗншӗн Тимрук Чӗмпӗре каять-и? Ашшӗ ӑна хула курма кайса кил терӗ. Урӑх сӑлтавӗ-мӗнӗ ҫук-ха унӑн. Пирӗн ҫынна ҫамрӑк чухнех вучах патӗнче ура таптаттарса ҫӳрени юрамӗ, май килнӗ вӑхӑтра аяккарах кайса хула курни те темӗне тӑрать терӗ ӑна ашшӗ.

— Вӑл ҫавӑ ӗнтӗ, — сӳрӗкрех килӗшрӗ инкӗш, тем пирки шухӑша кайса.

Тимрук ӗҫсӗр ларма юратмасть, кунта мӗн те пулин тумалли ҫук-ши тесе, картишӗнче пӑхкаласа ҫӳрерӗ. Картишне халӗрех кӑна шӑлса кайнӑччӗ. Вуттине те татса вакланӑ, витисене тасатнӑ. Куккӑшӗ унӑн тирпейлӗ хуҫа, килкартинче мӗн тумаллине йӑлтах вӑхӑтра туса пырать.

Куккашӗсем таврӑннӑ чух яшки шӑп кӑна пиҫнӗччӗ. Куккӑшӗ Тимрука арҫынла ыталаса илчӗ, сывлӑх сунчӗ: «Курманни пайтах пулатчӗ, каччӑ пулнӑ кайнӑ, пӗр-пӗр пасарта курас пулсан, палласа та илес ҫук», — терӗ вӑл. Ильяс сӑмахламарӗ. Те вӑтаннипе, те хӑй тетӗшӗпе ҫапла пӗр кӗтмен ҫӗртен курнӑҫнӑшӑн аптраса ӳкрӗ, — кӑмӑлсӑр пек те курӑнчӗ вӑл. Тетӗшне ҫапах та ӑна-кӑна палӑртасшӑн пулмарӗ. Виҫҫӗшӗ пӗрле кайса кӗлте пушатрӗҫ.

Арҫынсем лаҫ патӗнче пит-куҫӗсене ҫурӗҫ. Тарӑн пусӑран ӑснӑ шыв самай уҫӑлтарчӗ. Унтан лаҫри лутра сӗтел тавра ларса апатланчӗҫ. Ҫӗнӗ улмапа та ҫамрӑк купӑстапа пӗҫернӗ шӳрпе халь ҫеҫ кӗвелнӗ турӑхпа юрнӑран-и, Тимрука пит техӗмлӗн туйӑнчӗ, вӑл кашӑкне сӗтел ҫине хумасӑр апатланчӗ. «Кун пек сӗтеклӗ шӳрпе ҫименни нумай пулать ӗнтӗ», — терӗ вӑл пӗр тунмасӑр. Ҫапла ырласа калаҫнӑ сӑмахӗ инкӗшне те питӗ килӗшрӗ.

Апатланнӑ хыҫҫӑн куккӑшӗ Тимрукпа калаҫса тӑраймарӗ, хӑй ӗҫне туса пӗтермешкӗн такам патне васкаса тухса кайрӗ. Атьсене сад пахчи курса ҫӳреме сӗнчӗ, ӳркенмесен, тӑкӑннӑ панулми пуҫтарӑр, терӗ. Тимрука вӑл ыран ирпе ирех Чӗмпӗре тухса кайӑпӑр тесе шантарчӗ.

Сачӗ вӗсен пысӑк мар, тирпейлӗ, пит илемлӗ. Сарӑлса ҫеҫ ҫитнӗ улмуҫҫисем тупӑшлӑ турачӗсене аран ҫӗклесе речӗ-речӗпе лараҫҫӗ. Ҫӗрӗ йӗтем пек такӑр — курӑк туни курӑнмасть. Тӗллӗн-паллӑн панулми тӑкӑнкаланӑ. Пӗри ҫӗре ӳкнӗ те пӗтӗмпе тӗпренсе саланнӑ, ҫумӑр хыҫҫӑнхи шур хӑйӑр чӑмӑркки пек курӑнать.

— Эс пӗлетне, — терӗ Ильяс, — ҫак улмуҫҫине анне хӑй аллипе лартса ӳстернӗ.

— Кукка каларӗ-и?

— Кукка каларӗ. Пирӗн анне кунта ултӑ улмуҫҫи лартнӑ. Эп вӗсене пурне те пӗлетӗп. Чи юратни вара ҫав кӑна, — Ильяс маларах асӑннӑ йывӑҫ еннелле пуҫ сӗлтсе илчӗ.

Тимрук ҫав йывӑҫ айӗнчен пӗр панулми илсе ҫирӗ. Панулмийӗ калама ҫук тутлӑ, кӗрпеклӗ, ҫӑварта хӑй тӗллӗн тене пек ирӗлет. Хӗп-хӗрлӗ панулмисем ҫӳлтен халь-халь татӑлса ӳкес пек усӑнса аннӑ. Авӑннӑ турачӗсен айне тӗревсем ларта-ларта тухнӑ. Пахча варринче ҫу вӑхӑтӗнче пурӑнмалли пӗчӗк пӳрт пур. «Эпир ҫавӑнта ҫывӑратпӑр», — терӗ Ильяс.

Вӗсем пӳрт умӗнчи кӗске сак ҫине пырса ларчӗҫ. Сулхӑн та канӑҫлӑ кӗтес. Хирти ӗҫрен ӗшенсе таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫанҫурӑм ҫакӑнта лӗнчӗрех канмалла. Пӳрт хӗррипе кӗрен чечек хупӑрласа илнӗ. Сарлака улма йывӑҫ турачӗсем пӳрт ҫамкине тӗреннӗ, шултра панулмийӗсем пуса сӗртӗнес пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Ука хӗлӗх пек карӑннӑ эрешмен карти кӗр ҫитнине аса илтерет. Пӗр сарӑ лӗпӗш, ҫуначӗсене васкавлӑн вылятса, чечек ҫине пырса ларчӗ. Тимрук ӑна ярса тытрӗ. Лӗпӗш хӑрах ҫуначӗпе ҫапкаланса хӑтӑласшӑн тӑрӑшрӗ.

— Яр ӑна, яр, — хӗрхенсе каларӗ Ильяс.

— Чим-ха, — терӗ Тимрук, — ак пӑхса тӑр, мӗн туса ярӑпӑр ӑна.

Тимрук ҫав лӗпӗшӗн ик ҫунатне те кӗскетсе татрӗ, унтан ирӗке ячӗ. Лӗпӗш вӗҫме-вӗҫме хӑтланчӗ, вӗҫсе хӑпараймарӗ, ҫӗрелле персе анчӗ, васкаса утма тытӑнчӗ.

— Мӗншӗн ун ҫунатне татрӑн? Вӗҫеймест вӗт ӗнтӗ урӑх, — салхуллӑн каласа хучӗ Ильяс.

— Кӑштах утса та куртӑр.

— Вилет ӗнтӗ вӑл.

— Тенчере унсӑрах нумай лӗпӗш вилет, пурне те хӗрхенме тытӑнсан, хӗрхенӳ ҫитес ҫук. Ку, авӑ, епле тӑрӑшса утать-ха, — лекӗртетрӗ Тимрук. Унтан вӑл лӗпӗш енне пӑхмарӗ те.

Ильяс ларнӑ ҫӗртен сасартӑк тӑчӗ, пӗр панулми илсе килчӗ.

— Тете, эс ҫак панулмине тутанса пӑх-ха. Ҫакна эп пит юрататӑп.

— Ҫиме юрать пулсан…

— Кунта-и? Вӗсем мана ирӗксӗрех тенӗ пек ҫитереҫҫӗ.

Ильяс кӑмӑлне кура Тимрук панулми ҫиме тытӑнчӗ, шӑллӗ енне ҫаврӑнса тӑчӗ.

— Киле хӑҫан таврӑнатӑн?

— Киле? — Ильяс куҫ чарса пӑхрӗ тетӗшӗ ҫине. Унтан сывлӑшне тарӑннӑн ҫавӑрчӗ. — Килӗм-ҫуртӑм ҫакӑнта пулать ӗнтӗ манӑн малашне…

— Эс мӗн терӗн, шӑллӑм? — тавҫӑраймарӗ Тимрук.

— Эх, тете! Кил пирки мӗн калаҫмалли пур? — аллипе сулчӗ Ильяс. Сасси тытӑннӑ пекрех хӑйӗн.

— Ларма хӗр мар эс кунта, хӑнара — ҫавна ан ман. Кун чухлӗ килсе пурӑнтӑн, ҫитет, куккасене йӑлӑхтаратӑн…

Ильяс, ларнӑ ҫӗртен тӑрса, панулми пуҫтарма тытӑнчӗ. Питех кӑмӑлламасть вӑл хӑй пӗлнӗ япаланах вӗрентес пек каланине. Тимрук ӑна «ӗлкӗрӗпӗр-ха» тесе чарасшӑнччӗ — чарса тӑраймарӗ, вӑл кӗтмен ҫӗртен ҫапла шухӑша кайса сак ҫинчех ларса юлчӗ.

Мӗн пулнӑ шӑллӗне? Халь вӑл темӗн ӗлӗкхи пек хавхаланса калаҫмасть, тетӗшне курманни ик эрне ҫитет пулсан та, курас килсе тунсӑхлани палӑрмасть. Ӗлӗкрех Ильяс ӑна итлетчӗ, хушӑран чӗри патӗнчи шухӑшӗсене кала-кала паратчӗ, тетӗш сӑмахӗнчен тухмастчӗ. Халь, ак, чӗнмесӗр-тумасӑр пӑрахрӗ те кайрӗ. Калас сӑмахне те каламарӗ, темӗн пытарнӑ пек турӗ, хӑйне ҫаплах ютшӑнтарса тыткалать. Мӗн урӑхлатнӑ ӑна? Сӑне-пичӗ те улшӑннӑ пек: ҫӳҫне шакла кастарнӑран-и, ҫине ҫӗнӗ пусма кӗпе тӑхӑннӑран-и, кирек мӗн каласан та, иртнӗ кунсенчи пек курӑнмасть Ильяс. Тимрук ӑна ниҫтан уйӑрса илеймест. Шӑллӗн алли-ури те халь тасарах, чӗрнисене кӗскетсе каснӑ, пӑхасса ҫивӗч пӑхать, тӑван тетӗшне темшӗн шанман пек. Ҫапах та Ильяс унӑн шӑллӗ-ҫке-ха?

Тимрук шӑллӗне тӑкӑннӑ панулми пуҫтарма пулӑшмашкӑн тытӑнчӗ.

— Апла эс халь киле каясшӑн мар-и-ха? — терӗ вӑл.

— Вӑхӑт ҫук, тете. Ҫитес ытларикун вӗренме каймалла.

— Ну, апла тесен, Хурӑнвартан киле пыма та ҫывӑхрах. Шӑматкун кӑнтӑрла сулӑнсан тухсан каҫ пуличчен килте пулатӑн.

Ильяс чӗнмерӗ.

— Хурӑнварта мӗнле пурӑнас тетӗн?

— Ӑҫтан пӗлем ӑна?.. Кукка хваттер тавраш тупӑпӑр терӗ-ха. Вӑхӑтлӑха ӑҫта та пулин чарӑнӑпӑр, унтан куҫ курӗ, — пысӑк ҫын пек каласа хучӗ Ильяс.

— Хваттерӗ пулӗ-ха вӑл, тӳлесен.

— Пӗлместӗп ҫав.

— Хут-кӑранташ та туянмалла… Итле, шӑллӑм, эп сана хут-кӑранташ туянмалӑх укҫа парса хӑварам-и? Ман ҫирӗм икӗ пус пур.

Ильяс ун еннелле чӑр пӑхрӗ.

— Укҫа?

— Кӑшт кӑна, урӑх манӑн ҫук.

— Пӗр пус та кирлӗ мар, аттерен пӗр пус та илместӗп тесе, аллӑма ҫыртса тупа турӑм, акӑ кур, — Ильяс ҫавӑнтах ал тунинче халь те питӗрӗнсе пӗтмен йӗр кӑтартрӗ.

— Йӗркеллӗ пул, шӑллӑм, мӗн калаҫатӑн! Атте мӗн калӗ ҫак сӑмаха илтсен?

— Атте-и?.. Мӗн калатӑр вӑл пире? Тепӗр тесен, питех кирлӗ пуль ӑна эпӗр иксӗмӗр…

— Шӑллӑм, чим-ха, мӗн пулчӗ сана? — хулпуҫҫийӗнчен тытса чарчӗ Тимрук ӑна. Ильяс хӑй тетӗшне тинкерсе пӑхасшӑн пулмарӗ, куҫӗ йӗпеннӗччӗ унӑн.

— Эс… йӗместӗн пуль?

Ильяс куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ. Тимрук ӑна хулӗнчен тытрӗ. Итлемен ачана итлеттерес тенӗ пек, ӑна ҫурт умӗнчи сак патнелле ҫавӑтса кайрӗ.

— Каласа памалла пулать санӑн мана, — терӗ Тимрук. — Кала, мӗн пулчӗ сана? Эс мӗншӗн кунта тарса килтӗн?

Ильяс ырӑ та, хаяр та чӗнмерӗ.

— Эппин, эпӗ ниҫта та каймастӑп, сана киле илсе каятӑп.

Ильяс пӗр самантра пуҫне ҫӗклерӗ, тӗлӗнсе пӑхрӗ вӑл тетӗшне. Типшӗрсе ҫуркаланнӑ тутине чӗлхи вӗҫӗпе ҫуларӗ, тулса ҫитнӗ ҫиллине шӑнараймасӑр:
— Ҫук манӑн кил! Ҫук манӑн ҫурт! — тесе хучӗ хыттӑн.
— Кил те ҫук, атте те ҫук ман урӑх!.. Урӑхран унта нихҫан та пырса кӗмӗстӗп…

Ильяс, ҫавӑнтах сиксе тӑрса, пахча тӑрӑх ҫырманалла тарчӗ. Хӑваласа та ҫитес ҫук ӑна.

Тимрук мӗнпе тарӑхтарчӗ-ши ҫак самантра хӑйӗн пӗртен пӗр шӑллӗне? Мӗншӗн-ха Ильяс, манӑн кил те ҫук, атте те ҫук тесе, ҫапла чӗререн тарӑхса, кӳренсе каларӗ? Тимрук ҫакна ниепле тавҫӑрса илеймерӗ.

Хӗвел анать. Вӑрӑм мӗлке текех палӑрми пулчӗ. Каҫ ҫывхарать: ҫанҫурӑма сулхӑн ҫӳҫентерет.

Ильяс куккӑшӗсем патне хӑй тӗллӗнех килнӗ иккен-ха. Кам та пулин илӗртмен пуль-ҫке ӑна?.. Куккӑшӗ пирки сӑмах пулма пултараймасть, вӑл Утламӑша пырса курманни пайтах ӗнтӗ. Килӗнче пӗр-пӗр инкек тесен, Тимрук ҫавӑн ҫинчен пӗлмесӗр тӑма пултараймӗччӗ. Тен, ашшӗ сӑмахех терӗс пуль. Ильяс иртӗхнӗ-ха, тӑван ҫуртран писнӗ терӗ вӑл. Пӗчӗкскер мӗншӗн тӑван ҫуртран пистӗр? Пысӑкрах пулсан, калӑпӑр, Тимрук ҫулне ҫитсен те-ха, ун пек шухӑшпа пурӑнни ытла чӑрсӑр пулӗччӗ. Ҫук, Тимрук ниепле те пуҫланнӑ шухӑшӗн вӗҫӗ-хӗррине хӑй тӗллӗн тухаймарӗ. Ӗнтӗ килне таврӑнсан, ашшӗпе куҫа-куҫӑн калаҫса пӑхсан ҫеҫ. Ашшӗ халь те пулин Ильяс кунта килнине пӗлмест. Куккӑшӗпе калаҫса пӑхмалла мар-ши?

Мӗн тӗттӗм пуличчен те Ильяс киле таврӑнмарӗ. Тимрук пахчари пӳрте пӗчченех кӗрсе выртрӗ. Вӑл ҫывӑрса кайсан ҫеҫ Ильяс шӑппӑн кӗрсе выртрӗ.

Тимрук ирпе ирех ҫывӑрса тӑчӗ. Шӑллӗ ун ҫумӗнче пит канлӗ ҫывӑратчӗ. Тетӗшӗ ӑна вӑратма хӗрхенчӗ. «Чипер юл, шӑллӑм, сывлӑхлӑ пул», — тесе, хӑйне ҫеҫ илтӗнес пек пӑшӑлтатрӗ те куккӑшӗ патне васкарӗ.

Ирхи апат ҫисен, куккӑшӗпе иккӗшӗ Чӗмпӗре тухса кайрӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней