Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑҫан сăмах пирĕн базăра пур.
хӑҫан (тĕпĕ: хӑҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дуняшка Мишка Кошевоя — хӑй пӗтӗм хӗр чунӗпе парӑнса юратакан пӗртен-пӗр савнине — хӑҫан та пулин качча тухас шанчӑксӑр хӑварнӑшӑн ашшӗ-амӑшне ҫилленчӗ; Наталья Григорий каллех Аксиньйӑпа сыпӑҫса кайнӑшӑн шӑппӑн, пӗтӗм чӗререн, яланхилле вӑрттӑн кулянчӗ.

Дуняшка злилась на родителей за то, что те лишили ее надежды когда-нибудь выйти замуж за Мишку Кошевого — единственного, кого она любила со всей беззаветной девичьей страстью; Наталья молча и глубоко, с присущей ей скрытностью переживала новый отход Григория к Аксинье.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл кирек хӑҫан та Дарйӑпа унӑн аскӑнчӑк юратӑвӗсем ҫине пӑр хӗрхенсе те йӗрӗнсе пӑхать.

Она всегда относилась к Дарье и ее нечистоплотным любовным увлечениям с чувством сожаления и брезгливости.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ак хӑҫан ҫав юн хӑйне кӑтартса пачӗ…

Вот она когда кровь сказалась-то!..

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ху тата хӑҫан тапранма шутлатӑн?

Сам-то когда думаешь ехать?

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑҫан тапранса кайрӗҫ?

— Когда они снялись?

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑҫан пӑчланатех ку япала?

— И когда же это кончится?

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Христоня унпа кирек хӑҫан та «тӑрӑн енчен» сӗрсе ҫӳрерӗ, ҫаранлӑхра хӑй утса тухман кӳлӗ те юлман тесе мухтанчӗ.

Христоня на ловле постоянно ходил «от глуби», выхваляясь, будто нет такого озера в лугу, которого он не перебрел бы.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑйне ашшӗ ячӗпе хӑҫан чӗннине те маннӑ пулӗ-ха Нюшки».

Она, поди, и забыла, когда ее последний раз так величали».

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Заводра ӗҫ кирек хӑҫан та тупса параҫҫӗ, проходнойра мар-тӑк, тейӗр вырӑн тупать.

А на заводе в работе никогда не откажут — не в проходной, так в другом месте прилепится, не пропадет.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Телейлӗ хӗвӗшӳре Аниҫҫе пӗрре пӗр ӗҫ, тепре тепӗр ӗҫ яра-яра тытрӗ, кӑвар туртма вӑхӑт мар-и тесе кӑмакине те пӗрмаях сӑнаса тӑчӗ, — Егор килмест-и, тесе сайра хутра чӳречерен те пӑхкаларӗ — вӑл тӑванӗсем хӑҫан таврӑннине пӗлме кайнӑ.

В счастливой суматохе Анисья хваталась то за одно, то за другое, беспрестанно следила за печкой — не пора ли загребать угли, изредка посматривала в окно — не идет ли Егор, который отправился разузнать, скоро ли приедут родные.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Итле-ха, йӗкӗт, хӑҫан курнӑччӗ-ха эпир санпа юлашки хут?

— Слушай, парень, а когда мы с тобой последний раз виделись?

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Никам та иртен пуҫласа каҫчен: «Хӑҫан килетӗн, кам патне кӗтӗн, мӗн чухлӗ ӗҫрӗн, мӗнле укҫапа ӗҫрӗн?» тесе тӗпчемест мана.

И никто меня с утра до ночи не пытает: когда придешь, да к кому заходил, да сколько выпил, да на какие деньги?

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл та хӑҫан ҫаратас килнӗ, ҫавӑн чухне ҫаратма вӗрентмен.

Да и он такие указания не давал, чтобы, значит, ближних раздевать догола, когда кому захочется.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Черемшанкӑран хӑҫан килнӗ эсӗ?

— Когда ты из Черемшанки?

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Курӑка улӑмран уйӑрма хӑҫан манса кайнӑ ҫак эсӗ, э?

— Это когда же ты траву от соломы разучился отличать, а?

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑна Егортан куҫа курӑнман стена уйӑрса тӑнӑ пек туйӑнать пулсан та, вӑл яланах сыхӑ пулни, Дымшаковӑн чӑрсӑр хӑтланӑвне чарса лартма кирек хӑҫан та хатӗрри курӑнать.

И, хотя с Егором его как бы разделяла невидимая стена, было заметно, что он все время настороже и готов в любое мгновение предупредить дерзкую, разрушительную выходку Дымшакова.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫапах та ан хуйхӑр эсӗ, хальчченхинчен начарах пулмӗ, хӑнӑхнӑ ӗнтӗ эпир, пӗрремӗш хут-им, — нуша ыйтма ҫынсем патне ҫӳремен, кирек хӑҫан та хамӑрӑннах мӑй таран пулнӑ.

А ты не горюй, хуже, чем было, не будет, а нам с тобой не привыкать, впервой, что ли, — за нуждой к людям не ходили, своей было хоть отбавляй.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Степной колхоз председателӗ ӗнертенпех районта супса ҫӳрет иккен, хӑҫан таврӑнасси те паллӑ мар.

Председатель колхоза в Степном еще со вчерашнего дня мотался в районе, и неизвестно было, когда его можно ждать обратно.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Района та каймалла, хуҫалӑхпа та чупмалла — супатӑн та, апат ҫиме юлашки хут хӑҫан ларнине те манса каятӑн…

То в район, то по хозяйству — так мотаешься, что забудешь, когда в последний раз жрать садился, не то что…

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑҫан кӗтес сире райкомра?

— Когда нас ждать в райкоме?

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней