Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑтланни (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Лаша Шерккейӗ ӑсран тайӑлман пуль-ҫке, хуҫи килте ҫуккине пӗле тӑркачӑ ҫаплах иртӗхсе хӑтланни ыр кӑмӑлтан тӑвас тенӗ ӗҫ мар ӗнтӗ», — терӗҫ ҫынсем.

«Шерккей-Лошадь, видать, совсем умом тронулся: знать, что хозяина нет дома, и творить такое неправедное дело», — говорили люди.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Черетсӗр кӗме хӑтланни киревсӗр япала.

Не допустима всякая попытка пролезть вне очереди.

Учрежденире // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫамрӑк, хӑйсен ҫулӗсенчен аслӑрах курӑнасшӑн тӑрӑшакан хӗрсем, ҫавӑн пекех ҫамрӑкланма тӑрӑшакан хӗрарӑмсем вӑльтти-вальтти уткалани, ҫӑмӑлттайла та нумай кулни, хӗрсем пек айваннӑн курӑнасшӑн юри хӑтланни айккинчен путишле, кулӑшла курӑнать.

Молодые девушки, которые пытаются изображать дам, выглядят так же комично, как и взрослые женщины, старающиеся быть по-девичьи наивными.

Лайӑх енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫыннӑн ӳт-пӗвӗнчи, калаҫӑвӗнчи кӑлтӑксене (тытӑнчӑклӑ калаҫнине, хӑлха илтменнине, уксахланине т. ыт. те) виртлесе хӑтланни, ҫынна куҫ умӗнче каламасан та, питӗ тӳрккес те илемсӗр япала.

Не только бестактно, но и дерзко, высмеивать и передразнивать человека с физическими недостатками — заику, глухого, хромого и т. п., хотя бы и за глаза.

Лайӑх енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫулпа аслӑрах е ӗҫлекен вырӑнпа хӑвӑнтан пысӑкрах ҫынсемпе калаҫнӑ чухне хӑвна йӗркеллӗ тытма пӗлменни (ытла мӑнкӑмӑллӑ пулни е юлташла хӑтланни) те культура ҫитменнине кӑтартса парать.

Фамильярность и высокомерие — полярные проявления все той же бестактности.

Лайӑх енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Шура ҫапла хӑтланни класри ачасене тӗлӗнтеретчӗ: пӗрре учительница, тепре Любовь Тимофеевна, ҫав вӑхӑтра тата — анне, уншӑн класри ачасем савӑнсах кулатчӗҫ, анчах кулни урок ирттерме чӑрмантаратчӗ.

Шурины выходки неизменно вызывали в классе суматоху: учительница, Любовь Тимофеевна, и вдруг — мама! Это очень веселило детей, но мешало работать.

Пурте пӗрле // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Анчах ҫак вӑхӑтра ӑна Кантюк мӗн хӑтланни тӗлӗнтерчӗ, мӗн тӑвать вӑл, мӗн сӳпӗлтетет, кама асӑнать, кӗлтӑвать тесе тимсӗлсе пӑхрӗ вӑл кӑвак сухаллӑ папая.

Но понять толком так и не понял, что он там причитал, правда, его удивили истовые заклинания Кандюка, упоминание каких-то имен…

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тен, вӑл ачалла хӑтланни пулӗ те, ҫапах та сана ун ҫинчен пӗлтерме хушмастӑп.

Может быть, это малодушие, но, я прошу тебя, не выдавай меня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Ку вара ӑнӑҫсӑр хӑтланни пулчӗ.

Неудачный маневр.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

— Мана ун пирки аса илтерни, Макс, чунсӑрла хӑтланни пулать, — терӗ вӑл шӑппӑн, — ҫапла ним тӗллевсӗр аса илтерни…

— Жестоко напоминать мне об этом, Макс, — сказала она тихо, — напоминать без цели…

III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Эпӗ камне тӗпчесе пӗлме хӑтланни ҫар сучӗ тата ячӗшӗн тунӑ ытти йӗркесем — ытлашши чӑрмав ҫеҫ.

К чему вся эта возня — установление личности, военнополевой суд, — все это излишние проволочки.

I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Унпа калаҫса килӗшме тытӑнса пӑхни, ҫав мӑнаҫлӑ чуна ӗнентерсе ӳкӗте кӗртме хӑтланни, паллӑ условисем парса ӑна ирӗклӗх сӗнни, хӑйне пурнӑҫ панӑшӑн вӑл пӑлхавсемпе тӑшманла ӗҫсем тума пӑрахма хушни мӗнле пысӑк йӑнӑш туни пулнӑ пулӗччӗ.

А если попытаться убедить его, попробовать вступить в сговор с этой высокомерной душой, обещать ему жизнь на определенных условиях, потребовать, чтобы в обмен на свободу он отказался впредь от вражды и мятежа, — какой непоправимой ошибкой был бы такой дар!

II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Усӑсӑр хӑтланни!

Увы, попытка оказалась безуспешной.

III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Хӗрачасен те арҫын ачасенчен кулмалла мар, вӗсене ҫилентермелле мар; пирӗн хушӑра ҫавӑн пек хӑтланма юратакансем те пур-ха — ун пек хӑтланни те тӗрӗс мар.

Девочкам тоже не надо пересмеиваться и поддразнивать ребят, а у нас есть такие ехидные — это тоже неправильно.

15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Кунта икӗ ыйту: пӗри — пахчасем тӗлӗшпе ытлашши хӑтланни, тепри — кӑтартуллӑ колхоз тӑвас шухӑш.

 — Тут два вопроса: один — перегиб с огородами, другой — идея показательного колхоза.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

«Тен, кашни минутрах кӗрслеттерсе пеме пултаракан авӑрланӑ тупӑ кӗпҫи ӑшне анса кайни — вӑл ӑссӑр хӑтланни ҫеҫ пулӗ», тесе шутлатӑп эпӗ хам ӑшӑмра.

«Взобраться в жерло пушки, которая, возможно, заряжена и каждую минуту может выстрелить, настоящее безумие!» — подумал я.

XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

«Акӑ мӗн патне илсе тухать вӑл ҫӑмӑлттайла хӑтланни», — шухӑшларӗ вӑл.

«Да, вот к чему приводит легкая жизнь», — подумал он.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Лашине вӑл ҫамрӑксем пекех харсӑррӑн, ҫӑмӑллӑн та куҫпа курса юлма ҫук хӑвӑртлӑхпа хускатса ячӗ; ҫапла ҫӑмӑл та илемлӗ хӑтланни ӑна ниме те тӑман ӗҫ пекех туйӑнать, вӗсене вӑл пӗрин хыҫҫӑн теприне, юрӑ юрласа панӑ пекех, туса пычӗ.

Он дал ход коню с таким юношеским задором, с такою красотою неуловимо быстрых и легких, будто ничего ему не стоящих движений, что, казалось, он их не делал одно за другим, а спел, как песню.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Профессорӑн ҫав ҫитменлӗхсене пӗлсе хулара унтан юри йӗкӗлтеме тӑрӑшнӑ; лекци итлекенсем ҫавӑн пек самантсене сыхласах тӑнӑ, ӑна ҫиллентернӗ, унтан кулма юратнӑ, ун пек хӑтланни Германире те килӗшӳллӗ ӗҫ шутӗнче хисепленмест.

В городе знали эти извинительные слабости моего дядюшки и злоупотребляли ими: подстерегали опасные моменты, выводили его из себя и смеялись над ним, что даже в Германии отнюдь не считается признаком хорошего тона.

I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Вӑл ухмахла хӑтланни пулатчӗ, паллах, — терӗ Николай, кулкаласа.

— Да, — усмехаясь, продолжал Николай, — это глупость.

IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней