Поиск
Шырав ĕçĕ:
Снаряд ванчӑкӗсемпе пульӑсем чӗрпӗклесе пӗтернӗ ула-чӑла пӳрт стенисем кичеммӗн те тӑлӑххӑн курӑнаҫҫӗ.Рябые, изуродованные осколками и пулями стены дома выглядели неприветливо и заброшенно.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӑлмачӑ юлашки сӑмахсене каласа та ӗлкӗреймест — виҫӗ хутчен вӑйлӑн «ура» кӑшкӑрса янипе зал стенисем чӗтренсе каяҫҫӗ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн стенисем ҫинчен сирӗн ҫинелле тепӗр вӑрҫӑ — пин те сакӑрҫӗр вуниккӗмӗш ҫулхи халӑх вӑрҫи паттӑрӗсен чӗмсӗр куҫӗсем пӑхаҫҫӗ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл шпагине туртса кӑларнӑ, пуҫ тӑрринче вылятса илнӗ те мӑнастир стенисем ҫине кӑтартнӑ:Выхватил Суворов шпагу, вскинул над головой, указал на стены:
Мӑнастир стенисем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Суворов мӑнастир стенисем ҫине хӑпарма кам малтан шухӑшласа тупнине тӗпчеме тытӑннӑ.Суворов стал изучать, кто первым задумал подняться на стены монастыря.
Мӑнастир стенисем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Салтаксен паттӑрлӑхӗ вӗсене килӗшнӗ пулас: чи ҫамрӑк манахсем хӑйсем те мӑнастир стенисем тӑрӑх хӑпарма пуҫланӑ.
Мӑнастир стенисем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Казаксем тепӗр ҫырана, тӑшман хулин стенисем патнех тухнӑ.Выбрались казаки на противоположный берег у самых стен вражеского города.
Шутлама мар, ҫӗнтерме килнӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Урам тӑрӑх пулеметран кӑларса янӑ черет вичкӗннӗн шӑхӑрса вӗҫсе иртрӗ; казаксем самантлӑха ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса выртрӗҫ, унтан, ҫуртсен стенисем патне шӑвӑнса пырса, урлӑ урамсене тарса кӗчӗҫ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑхӑт йывӑр аллине хунӑ ун ҫине, ҫавӑнпа та ҫав йывӑрӑша тӳсеймесӗр ҫурт тӑрри ишӗлнӗ, стенисем кукӑрӑлнӑ, кантӑк хупписем тирпейсӗррӗн ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, чӳречисем, шалкӑм ҫапса ҫурҫансӑр пулнӑ ҫын пек, чалӑша-чалӑша пӗтнӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Часах ҫумӑрсем пуҫланӗҫ ак, стенисем ҫап-ҫарах.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Алӑкӗсене уҫса пӑрахнӑ хӑлтӑр-халтӑр пӳрт-ҫуртсен ҫара стенисем пӗлӗтлӗ ҫанталӑкра тискеррӗн курӑнса лараҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӗрлет, шавлать, янӑрать крепость стенисем патӗнче параппан ҫапни.Гремит, захлебывается, рассыпается дробью барабанный бой над стенами крепости.
«Штурмлама! Аркатма!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Тӗттӗмпе тата тӗтрепе усӑ курса мортирӑсемпе тупӑсене пугачевецсем Ӗренпур стенисем патнех илсе пыраҫҫӗ.Пользуясь темнотой и туманом, подтянули пугачевцы мортиры и пушки к самым стенам Оренбурга.
«Штурмлама! Аркатма!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Ялтан ҫур ҫухрӑмра — темле ҫунтарса янӑ заводӑн стенисем, пӗтӗмпех хуралса кайнӑ тӳпеллӗ кирпӗч стенисем курӑнаҫҫӗ.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вите стенисем ҫинче ҫӳлте тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫулҫӑллӑ типӗтнӗ курӑксем ҫакӑнса тӑнӑ: ҫырути — лаша мурӗнчен, ҫӗленкуҫ курӑкӗ — хура ҫӗлен сӑхнинчен, хура хупах — ут ури пӑсӑлнинчен, кӳлӗ хӗррисенче ҫӳҫесем кутӗнче ӳсекен шур курӑк — лашасем халтан кайнинчен, тата ытти чир-чӗрсенчен сыватмалли тӗслӗрен-тӗслӗ курӑксем те темӗн чухлех.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чиркӳ леш енче — шкулӑн хысна ҫурчӗнни пек курӑнакан шурӑ стенисем тата икӗ капӑр ҫурт: умӗнчи картине те кӑвак сӑрпа сӑрланӑ кӑвак ҫурчӗ — Панкратий пупӑн; хӗрлӗ-хӑмӑр тӗсли (кӳршин ҫурчӗ евӗр ан пултӑр тесе ҫапла сӑрланӑ), сарлака балконлӑ та чӗнтӗрлесе тытнӑ хӳмелли — Виссарион пупӑн.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Мӗн пурри йӑлкӑшать, икӗ енче те тӑватшар хутлӑ ҫурт стенисем капмаррӑн ҫӗкленеҫҫӗ, пур енчен те аслати кӗмсӗртетнӗн ут таканӗсемпе урапа сассисем илтӗнеҫҫӗ; ҫӗр айӗнчен тухса ҫӗкленнӗ пек, кашни утӑмрах ҫуртсем ҫитӗне-ҫитӗне лараҫҫӗ, кӗперсем кисренеҫҫӗ; каретӑсем вӗҫнӗ пек ирте-ирте каяҫҫӗ; извозчиксем, форейторсем кӑшкӑрашаҫҫӗ; ӑҫта пӑхнӑ унтах пиншер ҫуна вӗҫсе иртет, вӗсен айӗнче юр шӑхӑрса выртать; ҫуран ҫӳрекеннисем пӳртсем ҫумне хӗсӗнеҫҫӗ, чӑкраш унта.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Уйӑх ҫутинче шурӑ пӳртсем тата шурӑрах, ҫутӑрах пек курӑнаҫҫӗ; вӗсен каҫхи тӗттӗм ӑшне путнӑ лутра стенисем халь тата ытларах ҫиҫсе куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ.
II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Шоссерен инҫех мар, вӑрманта, Гитлер валли ятарласа малтанах тимӗрпе бетонран пӗчӗк те ансӑр блиндаж туса хунӑ (вӑл килессе тахҫанах кӗтнӗ пулнӑ); блиндажӑн стенисем — икшер метр хулӑнӑш, маччи — унтан та хулӑнрах, пӗртен-пӗр чӳречине рельссенчен тунӑ решеткепе пӳлнӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл, ниҫта кайса кӗреймесӗр, ҫӗр пӳрт тӑрӑх чупса ҫӳрерӗ, хӑйӗншӗн ӑнсӑртран хӳтлӗх пулнӑ ҫӗр пӳртӗн чӗтрекен стенисем ҫумне пичӗпе лӑпчӑнса, хӑйӗн вилӗмне кӗтрӗ.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.