Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пасара (тĕпĕ: пасар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пасара ҫӳремелли сумкӑна минӑсем хурса, ҫиелтен кукуруза пуҫӗсемпе витрӗ те «Муся» патне йӑтса кайрӗ.

В кошолку она положила мины, сверху закрыла их кукурузными кочанами и понесла к «Мусе».

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Снабженец пурин умӗнче те: эпӗ инженерсене пасара ҫӳрекен турӑм, тесе мухтаннӑ.

Снабженец похвалялся перед всеми, как он заставил приезжих инженеров ходить на базар.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ковшов пасара ҫӳрерӗ, анчах унта ҫӗрулмипе сарӑхса кайнӑ шултра хӑяртан пуҫне урӑх нимӗн те сутман.

Ковшов пошел на базар, но там, кроме картофеля и крупных желтых огурцов, ничем не торговали.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Иван Михайлович, Крым пейзажӗсем тукаласа, тӗрлӗ коробкӑсем сӑрлакаласа, пасара кайса сутнӑ.

Иван Михайлович рисовал виды Крыма, раскрашивал коробочки и продавал их на базаре.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ҫавӑнпа вӑл арӑмӗпе ҫапла калаҫса татӑлнӑ: ирхине арӑмӗ карҫинкка йӑтса пасара каять те, пахча ҫимӗҫӗсем илсе, типографине пырать.

Они условились, что жена рано утром пойдет с кошолкой на базар, купит овощей и придет в типографию.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Гришӑпа Женя Симферополе пасара каяҫҫӗ.

Гриша и Женя идут в Симферополь на базар.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Пасара кайрӑм та сапласа пӗтернӗ, ҫулланса пӗтнӗ тум, кирлӗ хатӗрсем, пӑта, сӑран татӑкӗсем туянтӑм.

Купил на базаре засаленную и заплатанную одежду, сапожные инструменты, гвозди и обрезки кожи.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ҫула май, пасара кӗрсе, кил хуҫине «колхоз парни» пама тесе, виҫӗ кило чӗрӗ пулӑ сутӑн илтӗм.

По дороге зашел на базар, купил три кило свежей рыбы и принес хозяйке «подарок из колхоза».

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

«Иккӗ» паллӑ виҫҫӗ кӳлӗп, Ларӑп, кайӑп пасара!

Запрягу я тройку двоек И поеду на базар!

Миша такӑнчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ҫулла вӑрмана каясси вӑл пасара каяссипе пӗрех шутланать.

В лес летом идти — что на базар брести.

Власьевна вӑрманта мӗнле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пысӑк пасара килнисем никам та кайманччӗ-ха.

Никто еще не покинул большую ярмарку.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Арӑмӗсенчен чылайӑшӗ унпа пӗрле пасара килчӗҫ.

Большинство жен пришли вместе с ним на рыночную площадь.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Казондери пасара татах та илемлетекенни — унти пусма-таварпа слон шӑмми суту-илӗвӗ.

Но еще более живописным делали рынок в Казонде продававшиеся там ткани и слоновая кость.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пуринчен ытла агентсем каравана ӑҫти пасара илсе кайнине пӗлес пулать.

Прежде всего следовало узнать, к какому из рынков ведут агенты свой караван.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Чура сутуҫи Алвишӑн агенчӗсем чурасене, тӑван ҫӗртен-шывран уйӑрнӑ мӗскӗнсене, Казондене — хура ҫынсене сутакан тӗп пасара — хӑваласа каяҫҫӗ.

Агенты работорговца Алвиша гнали несчастных, оторванных от родных селений невольников в Казонде, на главный рынок черного товара.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унтан ҫитмӗл тӑватӑ кун утнӑ хыҫҫӑн Танганьика Ньянгвери пысӑк чура пасарне, Ливингстонпа Камерон пулнӑ пасара, ҫитнӗ.

И после семидесятичетырехдневного перехода дошел до Танганьика-Ньянгве, большого невольничьего рынка, где до него уже побывали Ливингстон и Камерон.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл ирпе ирех пасара тухса кайнӑ, хӑҫан таврӑнасса килӗнчисем пӗлмеҫҫӗ.

Чуть свет уехал на базар, когда вернется — неизвестно.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ирне ирех пасара тухса каяс тетӗп, ывӑлӑма та илсе кайӑп…

Рано утром мы с сыном уедем на базар…

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Аня хваттерӗнчен тухсан, Тухтар пасара ҫитрӗ, ӑна-кӑна курса ҫӳресе, самай вӑхӑт ирттерчӗ.

Выйдя от Ани, Тухтар зашел на базар, потолкался от нечего делать.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Аплах укҫа тӑк-тӑккалас пулсан, мӗн-ҫке, ҫийӗмри йӗме пасара кӑлар та сут, тепӗр уйӑхран тесен.

— Ежели эдак сорить деньгами, тут недолго и без штанов остаться, да-да, через месяц, глядишь, пойду свои штаны на базар продавать.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней