Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чухнехи (тĕпĕ: чухне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача чухнехи, тахҫан манӑҫа юлни хама кӑшт ҫеҫ сисӗнмелле сӗртӗнсе иртрӗ.

Детское, забытое воспоминание чуть слышно коснулось меня.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Клиника ишӗлчӗкӗ патӗнчи пекех, кунта та йӗри-тавра шӑп, васкакансем ҫук, пурте тӗлӗнмелле лӑпкӑн пыраҫҫӗ ҫурт патнелле, калаҫнӑ сасӑсем те васкаттармаҫҫӗ, сыхланнӑ чухнехи пек илтӗнет.

Как и тогда, на развалинах клиники, тихо было вокруг. Люди неторопливо, со странным спокойствием приближались к дому, и голоса были неторопливые, осторожные.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫинчех шурса кайрӑм пулмалла эпӗ, мӗншӗн тесен вӑл шӳрпине сыпма та чарӑнчӗ — апат тӑватчӗ вӑл эпӗ пынӑ чух — вара ҫаврӑнса тӑчӗ, тенкел ҫинче шинельпе витӗнсе выртнӑ командиртан кӑшкӑрнӑ чухнехи пек хыттӑн илтӗнекен сассипе: — Рубен, Скорняков вилнӗ-и? — тесе ыйтрӗ.

Должно быть, я побледнела, потому что он перестал есть суп — я застала его за обедом — и, оглянувшись, строгим, рычащим голосом спросил командира, лежащего под шинелью на лавке: — Рубен, Скорняков убит?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Екки кайнине пула вӑл манпа та ӗҫленӗ чухнехи сассипех калаҫма тытӑнчӗ:

По инерции она и со мной заговорила деловым тоном:

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ниҫтан тарса хӑтӑлайман тӑвӑл пулас чухнехи пек хӑрарӑм.

Мне стало страшно, как перед бурей, от которой никуда не уйдёшь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хамӑн ватка пиншакран бригадирта ӗҫленӗ чухнехи тетраде туртса кӑлартӑм, унӑн листисене хамӑра кирлӗ чухлӗ татрӑм, кантӑка лайӑхрах картӑм, турчкаран тунӑ алӑк питӗркӗчне тепӗр хут тӗрӗслерӗм.

Я вынула из стеганки свою бригадирскую тетрадку, выдрала несколько страниц, плотнее завесила окно, проверила, хорошо ли приперта кочергой дверь.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Темӗншӗн ача чухнехи аса килчӗ.

Почему-то вспомнилось детство.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ эп ҫиритти ҫинче чухнехи — вӑл, ахӑрнех, тем тесен те, мораллӗ паттӑрлӑх пулӗ.

Вот когда я на крыше — это, наверно, все-таки моральная храбрость.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир коридорта тӑратпӑр, курӑнса юлан телефон пралукӗсене ун чухнехи пекех пӑхса ӑсататпӑр.

Мы стоим в коридоре и, как тогда, провожаем глазами ныряющие и взлетающие провода.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку чухнехи вӑрҫӑсенче фронтпа тыл — пӗр пекех.

В теперешних войнах, знаете ли, фронт, тыл — все одно.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вара эпӗ ӑна ҫав «ача чухнехи халлапсене» хам ӑшӑмра вӑл вӗсене нихҫан та манас ҫуккине пӗлсех тӑраттӑмччӗ пулин те пӗрле манӑпӑр терӗм.

И я дала ему слово, что мы вместе забудем об этих «детских сказках», хотя была уверена в том, что он не забудет о них никогда.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫаксем пурте ача чухнехи халлапсем, вӗсене тахҫанах манма вӑхӑт ҫитнӗ.

Всё это детские сказки, о которых давно пора забыть.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн чухнехи туйӑм Саньӑн пурнӑҫ ҫине пӑхассине те самай улӑштарчӗ.

Это было впечатление, которое отчасти даже изменило его взгляды на жизнь.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петя пӗррехинче куҫне хупрӗ те каллех уҫрӗ, ку ӗнтӗ ача чухнехи пек, халь куҫна уҫӑн та йӑлтах урӑххине курӑн тесе шухӑшланӑн пулса тухрӗ.

Я заметила, что Петя однажды закрыл глаза и снова быстро открыл, как в детстве, когда думаешь, что откроешь глаза и увидишь совсем другое.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, пире Саша патне кӗртмерӗҫ, эпир ӑна каллех ҫыру патӑмӑр та ответ илтӗмӗр, хальхинче вӑл пире Петьӑна чарма сӗнетчӗ, вӑл «пурне те йӑлӑхтарса ҫитернӗ» имӗш, кунта ӗҫлекен хӗрарӑмсем те вара «ку социализм чухнехи упӑшка» теҫҫӗ.

Конечно, к Саше нас не пустили, но мы опять передали ей записку и получили ответ, на этот раз с просьбой унять Петьку, который «всем надоел», работающие здесь женщины говорили, что это «муж эпохи социализма».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан ӑна поездпа ӑсатнӑ чухнехи пекех вӑл манран пӑшӑлтатса ҫеҫ: — Эс мана юрататӑн-и? — тесе ыйтрӗ.

И он спросил меня шёпотом, как тогда в поезде, когда я его провожала: — Ты любишь меня?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫак ача чухнехи пек чӗрем ҫӗкленнӗ туйӑма ҫухатасран хӑранӑ пек пултӑм.

Я точно боялась, что долго теперь ко мне не вернётся это чудное, детское состояние души.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кирек хӑҫан та вӑл хисеплӗн те лӑпкӑн килет, капӑр тумланать, вӗҫкӗнтерех те тумланать пулас-ха, манпа калаҫнӑ чух пӗр тикӗсӗн, институтра хӑй лекцийӗсене вуланӑ чухнехи сассипе пулӗ, калаҫать вара…

Он приезжал вежливый, спокойный, всегда прекрасно, даже франтовато одетый и говорил со мной ровным голосом — вероятно, тем самым голосом, которым он читал лекции у себя в институте…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫаксем тахҫан пулса иртнӗ пек туйӑнаҫҫӗ, эп ӑна тӗлӗкри пек итлетӗп — унӑн виҫ-тӑват ҫӳҫ пӗрчи тӑрса юлнӑ кукша пуҫӗ те, пӗр евӗрлӗ илтӗнен сӑмахӗсем те ватӑ арҫын ҫапла макӑрнине курса хӑнӑхнӑ чухнехи сивлек туйӑм та — пурте ман кӑмӑла йывӑрлатрӗ.

Я слушала его, как во сне, когда начинает казаться, что всё это уже было когда-то: и покрасневшая лысая голова с несколькими волосками, и те же слова с тем же выражением, и неприятное чувство, с которым смотришь на старого, плачущего мужчину.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныча кӗтсе хӑҫан та пулин ҫакӑн чухнехи пек ҫирӗм минут хушши улталаса чееленме хӑтланнине урӑхран эпӗ астумастӑп та.

Не запомню, когда еще я так врал и изворачивался, как в эти двадцать минут, пока не приехал Николай Антоныч.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней