Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шыраса (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пукана аяккарах шутарса лартрӗ те, хумханчӑклӑн тытӑнса, тӳррӗн пырса ҫапакан вичкӗн те витӗмлӗ сӑмахсем шыраса, тӑвӑнчӑклӑн калаҫма пуҫларӗ:

Отодвинув стул, он заговорил натужно, заикаясь от волнения, ища какие-то большие, сокрушающие слова убеждения:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вӑл, вырӑн ҫинчен тӑрса, марльӑпа бинт шыраса тупрӗ.

 — Он вскочил с кровати, разыскал марлю и бинт.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мелехов Григорин хваттерне шыраса тупса, Иван Алексеевичпа Христоня унта кӗчӗҫ, анчах Григорий килте пулмарӗ.

Разыскав квартиру Мелехова Григория, Иван Алексеевич и Христоня узнали, что его дома нет.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ним хӑрамасӑр ыткӑнса килекен алексеевецсене ҫӗр ҫумне лӑпчӑнтарчӗ, унтан, куҫӗпе хӳтӗрех вырӑн шыраса, каялла шуса кайрӗ.

Заставил лечь перебегавших бесстрашно алексеевцев и отполз, разыскивая глазами прикрытие.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пемест! — чӗтре-чӗтре пӑшӑлтатрӗ вӑл, унтан куҫӗпе Геворкянца шыраса кӑшкӑрнипе чыхӑнса кайрӗ:

Не идет! — дрожа, прошептал он Бунчуку и, ища глазами Геворкянца, поперхнулся криком:

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, парти комитечӗн ҫуртне шыраса тупса, пусма картлашки тӑрӑх иккӗмӗш хута хӑпарса кайрӗ.

Бунчук разыскал здание комитета партии, по лестнице поднялся на второй этаж.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Иринӑна мӗнле шыраса тупас-ши?

— Не знаешь, как мне отыскать Ирину?

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Темле пайта шыраса юратман эпӗ, юратмастӑп та, сана та хушмастӑп.

Не любил я по расчету и не буду, да и тебе не советую.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Вӑл тулла эпир юри шыраса тупрӑмӑр…

— Ту пшеницу мы специально раздобыли…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗтерсе чикнӗ те пӗр миллионне — кайран туп ӑна… каттӑршнӑя, шыраса!..

Хапнул миллиончик — и скрылся… каторжанин!..

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аран шыраса тупрӑм сире.

Насилу разыскал вас.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑҫта мӗн йӑкӑртмалли пуррине шыраса ҫӳретӗн-им?

Присматриваешь, что плохо лежит?

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем станци комитетне шыраса тупрӗҫ.

Они разыскали станционный комитет.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав сехетеллех, Мускаври патшалӑх канашлӑвӗн членӗсем перерыва тухсан, икӗ генерал Пысӑк театр кулуарӗнче улахрах вырӑн шыраса тупрӗҫ те, паркет сарнӑ урай тӑрӑх кумкаласа, ҫурма сасӑллӑн калаҫса ҫӳрерӗҫ.

Примерно в этот же час в Москве, в кулуарах Большого театра, во время перерыва в заседании членов Московского государственного совещания, два генерала, уединившись, расхаживали по короткому отрезку паркета, вполголоса разговаривали.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Атарщиков ҫинчен шухӑшланӑ май, Листницкий пӗртен пӗр ҫакна ҫеҫ тавҫӑрса илме пултарчӗ: Атарщиков халӗ хӑйӗн чунӗнче тӑвӑлса тулнӑ хирӗҫӳсене татса памалли тӗрӗс ҫула шыраса асапланать, казакла туйӑмсене большевикла шухӑшсемпе ҫыхса хурса сыпӑнтарма хӑтланать.

В данном случае, думая об Атарщикове, он догадывался лишь об одном — что тот мучительно ищет выхода из создавшихся противоречий, увязывает казачье с большевистским.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ответ тытакан Пантелеймон Прокофьевич Мелехов урядникран суд урлӑ шыраса илекен Сергей Платонович Мохов мещанин валли, 1915 ҫулхи июнӗн 21-мӗшӗнче япала сутса тӳлеме килӗшсе ҫырнӑ хут тӑрӑх, ҫӗр тенкӗ, ҫавӑн пекех ҫак ӗҫе судра пӑхса тухнӑшӑн 3 тенкӗ шыраса илес.

Взыскать с ответчика, урядника Пантелеймона Прокофьева Мелехова в пользу истца, мещанина Сергея Платоновича Мохова, сто рублей по запродажному письму от 21 июня 1915 года, а также три рубля судебных и за ведение дела издержек.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аслӑ император 1916 ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче кӑларнӑ Указра кӑтартнине пурнӑҫласа, эпӗ, Донецк округӗнчи 7-мӗш участокри Мировой судья, япала сутса тӳлемелле килӗшнӗ ҫыру тӑрӑх, Пантелеймон Мелехов урядникран Сергей Мохов мещанин 100 тенкӗ укҫа шыраса илме пуҫарнӑ гражданла ӗҫе итлерӗм.

По Указу его императорского величества 1916 года октября 27 дня, я, Донецкого округа Мировой судья 7-го участка, слушал гражданское дело по иску мещанина Сергея Мохова с урядника Пантелеймона Мелехова 100 руб. по запродажному письму.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шыраса илмелли хут

Исполнительный лист

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Илтетӗн-и, Григорий? — калаҫма тытӑнать Степан, путса кӗнӗ куҫӗсемпе Григорий куҫӗсене шыраса.

Слышишь, Григорий? — заговорил Степан, ища ввалившимися глазами глаза Григория.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ракета тӗксӗм чаршавлӑ пӗлӗте йӑм хӗрлӗ тӗспе капӑрлатса эрешлентерчӗ; унӑн ҫутинче Валет салтаксем халӗ пылчӑкран йӗрӗнмесӗр ҫӗр ҫумне хӳтлӗх шыраса лӑпчӑннине, тӗмсемпе йывӑҫсем хушшипе кӑткӑсем пек шуса иртнине курчӗ.

Ракета вскинула алое зарево; при свете его Валет видел, как солдаты муравьями ползли меж кустов и деревьев, уже не брезгая грязной землей, а прижимаясь к ней, ища защиты.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней