Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анӑҫри хура пекех курӑнакан тӗксӗм кӑвак пӗлӗтсен тӗсӗ майӗпен улшӑнса пычӗ: малтан вӗсен аялти хӗрри тӗксӗмрех кӗрен тӗспе витӗнчӗ, унтан ӑна витӗрех юн пек хӗрлӗ шевле ҫапрӗ, шевле хӑвӑрт ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ те ҫур пӗкӗ пек пулса, тӳпене ыталаса илчӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн куҫӗсене вӑл Соломон ҫинче ачаш, ҫепӗҫ кулӑпа чарса тӑратнӑ та вӗсене текех ниҫталла пӑрман вара; патша, Суламифь пекех, ҫаппа-ҫарамасскер, ун вырӑнӗ умӗнче чӗркуҫленнипех тӑнӑ, урисем юнра ишнине те, аллисем кӗрен тӗспе пӗвенсе ларнине те асӑрхаман.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пӗлӗт ҫурӑкӗнчен, хӗвел хӗрлӗрех-сарӑ тӗспе сӑрланӑ хушӑсенчен, хӗвел ури пайӑркисем, сарлака веер майлӑ сапаланса, ҫӗр ҫинелле чалӑшшӑн ӳкеҫҫӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗтӗм храм ҫийӗн ҫурма тӗттӗм алтарь ҫӗкленсе тӑнӑ, ун ӑшӗнче, чи шалта, Изида сӑнӗсене пытарса хуплакан таса ҫуртӑн стенисем ылтӑн тӗспе тӗксӗммӗн ҫуталнӑ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Курса савӑнсам, Суламифь, мӗнпур тӗспе вылять вӑл, анчах хӑй, шыв тумламӗ евӗр, тӑп-тӑрӑ халлӗнех тӑрса юлать.Полюбуйся, Суламифь, он играет всеми цветами, но сам остается прозрачным, точно капля воды.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӗрарӑм-чурасем ӑна Египетӑн ҫӳп-ҫӳхе йӗтӗнӗнчен хатӗрленӗ кӗске шурӑ туника та саргонсен хаклӑ йышши виссонӗнчен ҫӗленӗ хитон тӑхӑнтартнӑ, ылтӑн тӗспе питех те вӑйлӑ ялтӑранӑран, тумӗ ун хӗвел пайӑркисенченех тӗртсе тунӑн туйӑннӑ.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Виҫӗ тӗспе ҫунакан зал ӑшӗнчи трон тӳпи патне ултӑ картлашкаллӑ пусма илсе хӑпартнӑ, пур картлашкинчех бронзӑран хывнӑ икшер арӑслан тӑнӑ, кашни енӗпе пӗрерӗн.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Унта, тӗттӗмре, вӑйлӑ та илемлӗ кӗлеткеллӗ арӑслансем, тигрсем, пантерӑсем тата леопардсем выртаҫҫӗ; вӗсен ҫынсене курайман пирки ҫунакан ҫаврака куҫ шӑрҫисем симӗс тӗспе йӑлкӑшаҫҫӗ…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Тамӑкне хурапа хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ папье-машерен тунӑ, ун ӑшне вут-ҫулӑм тивмен япалапа темле ҫӑвӑн ҫӑра та йӗрӗнчӗк шӑрши тулнӑ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫак мӗнпур илеме чӗртсе ярса, тӗрлӗ тӗспе ялкӑшакан ҫулӑмсен харсӑр вӑййинче урса кайса, савӑнӑҫлӑн ташлас, кӑшкӑрас та юрлас килет, ҫав чуна лӑплантаракан вилӗ илемсене пӗтерекен ӗҫкӗ-ҫикӗре пулас килет…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Тинӗс ӗнтӗ, инҫетре, хӗрхӗлтӗм ылтӑн тӗспе витӗнчӗ, хӗвеле хирӗҫ хӗрлӗ-шурӑрах тӗтӗм тӗслӗ, ҫӳхе хӗрриллӗ пӗлӗт ҫӗкленчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӗсем пирӗнтен инҫетрен инҫете каяҫҫӗ, каҫ тата фантази вӗсене илемлӗрен илемлӗ тӗспе ҫупӑрлать.Они уходили все дальше от нас, а ночь и фантазия одевали их все прекраснее.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Гаврила ӑна пӗлӗтрен ытларах та ытларах тӑкӑнакан, вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫинҫен йӑлтӑртатса юхнипе ҫеҫенхире витӗр тухми хурҫӑ тӗспе хупланӑ ҫумӑр ӑшне кӗрсе ҫухаличченех пӑхса юлчӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Япаласем хӑйсен калӑпӑшне ҫухатаҫҫӗ: пурте вӗсем малтан сӑрӑ тӗспе, кайран хура тӗспе витӗнеҫҫӗ.Предметы теряли свою форму; все сливалось сначала в серую, потом в темную массу.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем умӗнче кинотеатр ятне ҫырнӑ тем пысӑкӑш сас паллисем ҫуталса тӑраҫҫӗ, пӗчӗкрех лампӑсем тӗрлӗ тӗспе ялкӑшаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Тата кӑштах вӑхӑт иртсен шӑранса тӑран тӗтре витӗр вӑл юлашки хут ялкӑшса илчӗ те, унтан Кольски залив ҫийӗн сенкер те кӗрен тӗспе юрлӑ ир ҫӗкленчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Гаврик лайӑх пӗлет, тинӗсе шаларах кӗрсен, тинӗсӗн вӗтӗ хумӗсем те ҫутӑ-кӑвак тата тӗттӗм-чакӑр тӗспе йӑлтӑртатаҫҫӗ.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӑслӑ куҫӗсем шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ, тӗттӗмрех ылтӑн тӗспе ҫиҫсе тӑракан яка юпахлӑ тирӗ айӗнче мускул шӑнӑрӗсем чӗтренсе чупкалаҫҫӗ; мӗн пурӗ унра пружина пек тапса, вылянса, хумханса тӑрать, хаваслӑ вӑй, илемлӗх пуррине кӑтартать.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл электричествӑланмасть (статистика токӗ ермест), ӑна тӗрлӗ тӗспе илемлетеҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31
Хӗвелӗн хӗп-хӗрлӗ пайӑркисем, леш енчи чӑнкӑ сӑрт ҫийӗпе шуса иртсе, хулари ҫурт тӑррисемпе хусканмасӑр тӑракан йывӑҫсене ылтӑн тӗспе витрӗҫ, чӳрече кантӑкӗсем ҫинче юн евӗрлӗ ҫутӑлса йӑлтӑртатрӗҫ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950