Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлне (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӑхӑт тӗлне мастерской питӗ пысӑкланса кайрӗ, Вера Павловна касма пӗччен ӗлкӗреймен пирки тепӗр закройшица кирлӗ пулчӗ; Вера Павловнӑна шалу тепӗр закройшицӑна панӑ чухлех памалла турӗҫ; Вера Павловна ыйтнипе, вӑл унччен усламран уйӑрса пынӑ укҫана, ӗҫленӗшӗн тӳленисӗр пуҫне, каялла кассӑна хучӗҫ.

К этому времени мастерская приняла уже такой размер, что Вера Павловна не успевала одна быть закройщицею, надобно было иметь еще другую; Вере Павловне положили такое жалованье, как другой закройщице; деньги, которые прежде откладывала Вера Павловна из прибыли, теперь были приняты назад в кассу по ее просьбе, кроме того, что следовало ей как закройщице.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир ухмах мар тата ултавсӑр хӗрарӑма пуҫласа тӗл пултӑр, ҫак вӑхӑт тӗлне эсир ҫынсем ҫине хӑвӑр пуҫпа шухӑшласа илсе пӑхма вӗренсе ҫитнӗ ӗнтӗ.

Ваш взгляд на людей уже совершенно сформировался, когда вы встретили первую женщину, которая не была глупа и не была плутовка.

XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Июлӗн 10-мӗш тӗлне пӗтеҫҫӗ-и?

К десятому июля кончатся?

XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах ҫак сӑмах тӗлне ҫитсен, Марья Алексевна итлеми пулчӗ:

Но на этом слове Марья Алексевна уже прекратила свое слушание:

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Жюли тата? — Э, ҫук, ҫакӑн пек телей тӗлне пулнӑ чух, еркӗн чухне сан пулать-и вӑл хӗр, арӑм чухне-и, ун ҫине пӑхса тӑмалла мар.

А Жюли? — ну нет, когда наклевывается такое счастье, тут нечего разбирать, под каким званием «обладать» им.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Граната ванчӑкӗсем лексе йӑлт аманса пӗтнӗ Нагульнов ҫав самантрах вилчӗ, пӳлӗмелле вирхӗннӗ Давыдов, тӗттӗмре ҫапах та икӗ хут пеме ӗлкӗрсе, пулемет пульлисем тӗлне пулчӗ.

Сраженный, изуродованный осколками гранаты Нагульнов умер мгновенно, а ринувшийся в горницу Давыдов, все же успевший два раза выстрелить в темноту, попал под пулеметную очередь.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑнтӑр апачӗ тӗлне, пӗр вӑхӑтрах тенӗ пек, икӗ ҫамрӑк колхозница ача ҫуратнӑ.

А в обеденное время, почти в один час родили две молодые колхозницы.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Техникума илмелли тӗрӗслӳсем пуҫланиччен сана преподавательсем вӗрентеҫҫӗ, кӗркунне тӗлне вара эсӗ пӗтӗмпех туптанса ҫитетӗн, факт!

До начала приемных испытаний с тобой позанимаются преподаватели, и к осени будешь ты у меня подкована на все четыре ноги, факт!

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кун каҫа хӗрнӗ ҫӗр ҫур ҫӗр тӗлне ҫеҫ сивӗнчӗ те чӑннипех сивӗтрӗ.

Только к полуночи остыла накаленная за день земля и стало по-настоящему прохладно.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунта, ҫылӑх тӗлне тенӗ пекех, ҫав учитель хӑй машинипе пырать, кустӑрмисене, машина тытса пымаллине йӑлтӑртаттарать.

А тут, как на грех, этот учитель на своей машине, колесами блестит, прави́лом от машины.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах вӑл пули-пулми ҫын тӗлне пулман ҫав!

Да только не на таковского она напала!

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах сан туйу тӗлне таврӑнма тӑрӑшӑп.

Но к твоей свадьбе постараюсь вернуться.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вара ирхине сакӑр сехет тӗлне Давыдов ҫапла шутласа хучӗ:

И уже часам к восьми утра Давыдов решил:

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах ир тӗлне эпӗ ун вӗҫне тухатӑпах, факт, шухӑшласа тупатӑп!

Но к утру я ее одолею, факт, что отгадаю!

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

 — Ҫакнашкал чӗнтӗрпе манӑн мӗнле хам арӑм куҫӗ тӗлне пулас-ха?

— Ну как я в таком кружеве своей бабе на глаза покажусь?

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шырланпуҫра партие ҫӗнӗ членсем илме, ҫитменнине тата ҫав хуторти ҫынсенех илме, партин уҫӑ пухӑвне пирвайхи хут ирттереҫҫӗ, ҫавӑнпа ултӑ сехет тӗлне, ачасемпе вырӑнпа выртакан чирлӗ ҫынсемсӗр пуҫне, пӗтӗм Шырланпуҫ е шкула, е ун тавра пухӑнчӗ.

Впервые в Гремячем Логу проводилось открытое партсобрание по приему в партию новых членов, да еще своих хуторян, а потому к шести часам весь Гремячий Лог, за исключением детей и лежачих больных, был либо в школе, либо возле нее.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шӑматкун каҫ тӗлне шкулӑн тулашри шап-шурӑ стенисем йӑлтӑртатсах тӑракан пулса ҫитнӗ, ванчӑк кирпӗчпе сӑтӑрса ҫунӑ урайӗ ытла таса пулнине кура, унта кӗрекен ҫыннӑн ирӗксӗрех чӗрне вӗҫҫӗн утас килнӗ.

В субботу к вечеру школа сияла снаружи безукоризненной побелкой стен, а внутри чисто вымытые и натертые битым кирпичом полы были так девственно чисты, что всем, кто входил в школу, поневоле хотелось передвигаться на цыпочках.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ыран мар тепӗр кунне эсӗ пирӗн упӑшкасене хӑвӑн партине илетӗн, ҫав кун тӗлне эпир шкула йӗркене кӗртесшӗн.

— Послезавтра ты будешь наших мужей в свою партию принимать, так вот мы хотели к этому дню школу в порядок произвесть.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хутора ҫитме пӗр-икӗ километр пек юлсан, ҫул хӗррипе иртекен тарӑн вар тӗлне ҫитсен, вӑл тата тепӗр пит хӑюллӑ ӗҫ турӗ — уринчи пушмаксене хыврӗ те, йӗри-тавра вӑрӑ пек пӑхса илсе, вӗсене ҫырма тӗпнелле ывӑтрӗ, юлашкинчен вара пӑшӑлтатса илчӗ:

Километрах в двух от хутора, там, где близко к дороге подходит крутой яр, он принял еще одно и не менее отважное решение — снял с ног чирики, воровато глянул по сторонам и бросил чирики в яр, прошептав напоследок:

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Виҫӗ сехет тӗлне ҫанталӑк ҫав тери шӑрӑхлатрӗ.

Часам к трем жара достигла предела.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней