Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
4. Ҫав ҫӗр халӑхӗ вара Иудея халӑхӗн вӑйне хавшатма, вӗсен ӗҫне чӑрмантарма тытӑннӑ; 5. ҫак ӗҫе путарас шутпа, вӗсем канашҫӑсене сӗрев парса хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, Перси патши Кир вӑхӑтӗнче тӑршшӗпех ҫапла пулнӑ, ку Перси патшине Дарий ларичченех ҫапла пулса пынӑ.

4. И стал народ земли той ослаблять руки народа Иудейского и препятствовать ему в строении; 5. и подкупали против них советников, чтобы разрушить предприятие их, во все дни Кира, царя Персидского, и до царствования Дария, царя Персидского.

1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вара Иисус, унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсем, Кадмиилпа унӑн ывӑлӗсем, Иуда тӑхӑмӗсем, ҫавӑн пекех Хенадад ывӑлӗсем, вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем левитсем, пурте пӗр ҫын пек пулса, Турӑ Ҫуртне тӑвакансен ӗҫне ертсе пынӑ.

9. И стали Иисус, сыновья его и братья его, Кадмиил и сыновья его, сыновья Иуды, как один человек, для надзора за производителями работ в доме Божием, а также и сыновья Хенадада, сыновья их и братья их левиты.

1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене кунсеренех кӳме пуҫланӑ, ҫав парнене тата ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче те, Ҫӳлхуҫана халалланӑ мӗнпур уявра та парса тӑма пуҫланӑ, тимлӗ пулса, ҫынсем тата ырӑ кӑмӑлтан Ҫӳлхуҫана парнесем кӳнӗ.

5. И после того совершали всесожжение постоянное, и в новомесячия, и во все праздники, посвященные Господу, и добровольное приношение Господу от всякого усердствующего.

1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20-21. Хӗҫ тӗлне лекменнисене Халдея патши Вавилона куҫарса кайнӑ, вара вӗсем Перси патши патшана лариччен, Ҫӳлхуҫанӑн Иеремия урлӑ ҫӗрӗн шӑмат ҫулӗсем ҫинчен каланӑ сӑмахӗсем тӳрре киличчен Халдея патшин тата ун ывӑлӗсенӗн чурисем пулса пурӑннӑ.

20. И переселил он оставшихся от меча в Вавилон, и были они рабами его и сыновей его, до воцарения царя Персидского, 21. доколе, во исполнение слова Господня, сказанного устами Иеремии, земля не отпраздновала суббот своих.

2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Унӑн аслӑ улпучӗсем те, тимлӗ пулса, халӑха, священниксене тата левитсене — Турӑ Ҫурчӗшӗн яваплӑ Хелкияна, Захарийӑна, Иехиила — Пасха ячӗпе парне кӳме священниксене икӗ пин те ултҫӗр пуҫ [сурӑх, путек тата качака таки] тата виҫҫӗр пуҫ вӑкӑр панӑ; 9. левитсен пуҫлӑхӗсем Хонания, Шемаия, Нафанаилпа унӑн пӗртӑванӗсем Хашавия, Иеиел тата Иозавад левитсене Пасха парнилӗх пилӗк пин пуҫ [сурӑх] тата пилӗкҫӗр вӑкӑр панӑ.

8. И князья его по усердию давали в дар народу, священникам и левитам: Хелкия и Захария и Иехиил, начальствующие в доме Божием, дали священникам для жертвы пасхальной две тысячи шестьсот [овец, агнцев и козлов] и триста волов; 9. и Хонания, и Шемаия, и Нафанаил, братья его, и Хашавия, и Иеиел, и Иозавад, начальники левитов, подарили левитам для жертвы пасхальной [овец] пять тысяч и пятьсот волов.

2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Вавилон патшисем янӑ элчӗсем унран ҫӗр ҫинче пулса иртнӗ хӑват палли ҫинчен ыйтса пӗлме пырсассӑн ҫеҫ, — ӑна сӑнаса пӑхас, ун чӗринче мӗн пуррине пӗтӗмпех пӗлес тесе, — Турӑ Езекияна пӑрахса хӑварнӑ.

31. Только при послах царей Вавилонских, которые присылали к нему спросить о знамении, бывшем на земле, оставил его Бог, чтоб испытать его и открыть все, что у него на сердце.

2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Саккуна, йӗркене пӑсас мар тесе, Турӑ Ҫуртӗнчи мӗнпур ӗҫе вӑл ялан Турӑ ҫинчен шухӑшласа туса пурӑннӑ, вӑл пӗтӗм чунӗпе парӑнса тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа унӑн ӑнӑҫуллӑ пулса пынӑ.

21. И во всем, что он предпринимал на служение дому Божию и для соблюдения закона и заповедей, помышляя о Боге своем, он действовал от всего сердца своего и имел успех.

2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Ҫак ӗҫ кӗтмен ҫӗртен, хӑвӑрт пулса иртнӗ, Турӑ халӑх кӑмӑлне ҫапла ҫавӑрнӑшӑн Езекия тата пӗтӗм халӑх савӑннӑ.

36. И радовался Езекия и весь народ о том, что Бог так расположил народ, ибо это сделалось неожиданно.

2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ачамсем! тимсӗр ан пулӑр: Ҫӳлхуҫа сире Хӑй умӗнче тӑма, Хӑйӗншӗн ӗҫлеме, Унӑн чурисем пулса пуҫҫапма тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрекенсем пулма суйласа илнӗ, тенӗ Езекия патша.

11. Дети мои! не будьте небрежны, ибо вас избрал Господь предстоять лицу Его, служить Ему и быть у Него служителями и возжигателями курений.

2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Озия тарӑхса кайнӑ, аллинче ӗнтӗ — ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тӗтӗркӗч; вӑл священниксене тарӑхса кайсассӑн унӑн ҫамки ҫине тилҫе тапса тухнӑ — священниксем умӗнче, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ патӗнче пулса иртнӗ ҫакӑ.

19. И разгневался Озия, - а в руке у него кадильница для каждения; и когда разгневался он на священников, проказа явилась на челе его, пред лицем священников, в доме Господнем, у алтаря кадильного.

2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ӗҫлеттерекеннисем питӗ тимлӗ пулнӑ, юсасси-сиплесси ӑнӑҫуллӑ пулса пынӑ, вара Турӑ Ҫуртне кирлӗ пек тирпей-илем кӗртсе ҫитернӗ, ӑна лайӑх кӑна ҫирӗплетнӗ.

13. И работали производители работ, и совершилось исправление руками их, и привели дом Божий в надлежащее состояние его, и укрепили его.

2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Лешӗ каларӗ: тухӑп та унӑн пур пророкӗн чӗлхи-ҫӑварӗнче те суялӑх сывлӑшӗ пулса тӑрӑп, терӗ.

21. Тот сказал: я выйду, и буду духом лжи в устах всех пророков его.

2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑйне халаллӑ тӑвасшӑн пӑрупа ҫичӗ така илсе пыракан кирек мӗнле ҫын та сирӗн патӑрта суя турӑсен священникӗ пулса тӑрать.

Всякий, кто приходит для посвящения своего с тельцом и с семью овнами, делается у вас священником лжебогов.

2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иеровоам вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Авия иудейсен патши пулса тӑнӑ.

1. В восемнадцатый год царствования Иеровоама воцарился Авия над Иудою.

2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ровоам пиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сусаким, Египет патши, Иерусалима тапӑннӑ, — ку ӗнтӗ Ровоампа Иудея халӑхӗ Ҫӳлхуҫаран пӑрӑннипе пулса иртнӗ, — 3. пин те икҫӗр ҫар урапипе, утмӑл пин юланутпа тапӑннӑ; унпа пӗрле Египетран килнӗ халӑхӑн, Ливи ҫыннисен, сукхитсен тата эфиопсен шучӗ те пулман; 4. Иудейӑри тӗреклӗлетнӗ хуласене парӑнтарса вӑл Иерусалим патнех ҫитнӗ.

2. На пятом году царствования Ровоама, Сусаким, царь Египетский, пошел на Иерусалим, - потому что они отступили от Господа, - 3. с тысячью и двумя стами колесниц и шестьюдесятью тысячами всадников; и не было числа народу, который пришел с ним из Египта, Ливиянам, Сукхитам и Ефиоплянам; 4. и взял укрепленные города в Иудее и пришел к Иерусалиму.

2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ровоам вара Иуда хулисенче пурӑнакан израильсемшӗн ҫеҫ патша пулса юлнӑ.

17. Только над сынами Израилевыми, жившими в городах Иудиных, остался царем Ровоам.

2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Соломонӑн ут-урхамах валли тӑватӑ пин вите пӳлмекӗпе ҫар урапи, вуникӗ пин юланут пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисем тӑрӑх вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ; 26. Соломон Евфрат юханшывӗнчен пуҫласа Филисти ҫӗрӗпе Египет чикки таран пур патшашӑн та хуҫа пулса тӑнӑ.

25. И было у Соломона четыре тысячи стойл для коней и колесниц и двенадцать тысяч всадников; и он разместил их в городах колесничных и при царе - в Иерусалиме; 26. и господствовал он над всеми царями, от реки Евфрата до земли Филистимской и до пределов Египта.

2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Давид патшанӑн малтанхи тата кайранхи ӗҫӗсем ҫинчен Самуил витӗркуран, Нафан пророк тата Гад витӗркуран ҫырса хӑварнӑ, 30. унта унӑн мӗнпур ӗҫне-хӗлне, унӑн паттӑрлӑхне, унӑн пурӑнӑҫӗнче тата Израильре, тата ҫӗр ҫинчи ытти патшалӑхсенче мӗн-мӗн пулса иртнине ҫырса кӑтартнӑ.

29. Дела царя Давида, первые и последние, описаны в записях Самуила провидца и в записях Нафана пророка и в записях Гада прозорливца, 30. равно и все царствование его, и мужество его, и происшествия, случившиеся с ним и с Израилем и со всеми земными царствами.

1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Хеврон ӑрӑвӗнчен: Хашавияпа ун тӑванӗсем — хастар ҫынсем, пин те ҫичҫӗр ҫын — Израильре, Иордан ку енчи анӑҫ ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫашӑн мӗнле ӗҫлесе тӑнине, патша ӗҫӗ мӗнле пулса пынине сӑнаса тӑнӑ.

30. Из племени Хевронова: Хашавия и братья его, люди мужественные, тысяча семьсот, имели надзор над Израилем по эту сторону Иордана к западу, по всяким делам служения Господня и по службе царской.

1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ицгар ӑрӑвӗнчен: Хенанияпа ун ывӑлӗсене, ҫыруҫӑсемпе тӳресем пулса, Израилӗн тулашри ӗҫӗсене туса пыма уйӑрнӑ.

29. Из племени Ицгарова: Хенания и сыновья его определены на внешнее служение у Израильтян, писцами и судьями.

1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней