Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Вӑл манпа калаҫнӑ чухне эпӗ ҫӗр ҫинче ним туймасӑр ӳпне выртаттӑм; вӑл мана сӗртӗнсе ура ҫине тӑратрӗ те 19. каларӗ: «акӑ эпӗ сана ҫилӗ кунӗсен вӗҫӗнче, палӑртса хунӑ вӑхӑт вӗҫӗнче, мӗн пуласса уҫса парӑп. 20. Эсӗ курнӑ икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки вӑл — Миди тата Перси патшисем. 21. Ҫӑмламас качака таки вара — Греци патши, унӑн куҫӗсем хушшинчи пысӑк мӑйрака — грексен пӗрремӗш патшийӗ; 22. мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне тӑватӑ урӑх мӑйрака тухрӗ: ку вӑл ҫакӑ халӑхран тӑватӑ патшалӑх пулса каясса пӗлтерет, анчах вӗсем пӗрремӗш патша пекех вӑйлӑ пулаймӗҫ. 23. Вӗсен патшалӑхӗн вӗҫӗнче, вӗсен усал ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитсессӗн, сӗмсӗр те каварлашас тӗлӗшӗпе ӑста патша килӗ; 24. вӑл вӑйлӑ пулӗ, анчах пӗрремӗш патша пекех мар. Вӑл хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗ, хӑйӗн ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, вӑйлисене те, сӑваплисен халӑхне те аркатӗ; 25. чеескер, вӑл тем тӗрлӗ кавар та тӑвӗ — вара чӗри мӑнаҫланса кайӗ, нумайӑшне вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӗмӗрсе тӑкӗ, вара патшасен Патшине те хирӗҫ ҫӗкленӗ. Ӑна аркатса тӑкӗҫ, анчах этем аллипе мар. 26. Каҫсемпе ирсем ҫинчен мӗн курӑнни, вӗсем ҫинчен мӗн калани — чӑн; эсӗ ҫак курӑнӑва пытарса усра: вӑл аякри кунсем ҫинчен».
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша, ҫав кӑтартӑва ҫирӗплет те хӑв хушса калани ҫине алӑ пус — Миди тата Перси саккунӗ пулса тӑнӑран ан улшӑнтӑрччӗ вӑл, ан пӑсчӑр ӑна, тенӗ ҫав ҫынсем.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Анчах чӗри мӑнаҫлӑланса кайсассӑн, кӑмӑлӗ чӑрсӑрланмаллах хытса ҫитсессӗн, ӑна патшаран сирпӗтнӗ, чысӗ-мухтавӗсӗр тӑратса хӑварнӑ; 21. ӑна ӗнтӗ этем ывӑлӗсенчен уйӑрнӑ, унӑн ӑсӗ-тӑнӗ тискер кайӑкӑнни пек пулса кайнӑ; вӑл хир ашакӗсемпе пӗрле пурӑннӑ; ӑна, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарнӑ, унӑн ӳчӗ-тирӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑннӑ — этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл патшалӑха кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса иличчен ҫапла пурӑннӑ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Навуходоносор патшана мӗн калани пӗтӗмпех пулса иртнӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Вара ҫак ҫынсем виҫҫӗшӗ те, пӗр ҫын пек пулса, кӑмакара юрласа янӑ, Турра мухтанӑ та аслӑланӑ.51. Тогда сии трое, как бы одними устами, воспели в печи, и благословили и прославили Бога:
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Сан хыҫҫӑн урӑх патшалӑх ҫӗкленӗ, санӑнне ҫитеймӗ; унтан виҫҫӗмӗшӗ — пӑхӑр патшалӑх — пӗтӗм ҫӗр ҫинче хуҫа пулса тӑрӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вара пӗтӗмпе харӑсах саланса кайнӑ: тимӗрӗ, тӑмӗ, пӑхӑрӗ, кӗмӗлӗ те ылтӑнӗ ҫуллахи йӗтем ҫинчи хывӑх пек пулса тӑнӑ, вӗсене ҫил вӗҫтерсе кайнӑ, йӗрӗ те юлман; кӗлеткене аркатнӑ чул вара аслӑ ту пулса пӗтӗм ҫӗре хупланӑ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Даниил патша патне кӗнӗ те патшанӑн тӗлӗкне ӑнлантарма пулса вӑхӑт ыйтса илнӗ.16. И Даниил вошел, и упросил царя дать ему время, и он представит царю толкование сна.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ сире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗртен тасатнӑ кун, ҫынсене хуласене пурӑнма вырӑнаҫтарнӑ кун, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫуртсем ҫавӑрсан, 34. пушанса юлнӑ ҫӗре, кирек мӗнле иртен-ҫӳрен умӗнче те пушхир пек выртнӑскере, сухалаҫҫӗ-акаҫҫӗ пулсан, 35. ҫавӑн чухне калӗҫ вара: «ҫакӑ пушӑ ҫӗр Эдем сачӗ пек пулса тӑчӗ; ҫак арканнӑ, пушша юлнӑ, ҫаратса тухнӑ хуласене тӗреклетнӗ, ӗнтӗ унта халӑх вырӑнаҫнӑ» тейӗҫ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Анчах та пуласси пулсассӑн, — акӑ вӑл пулса пырать ӗнтӗ, — вӗсем хӑйсем хушшинче пророк пулнине пӗлӗҫ.33. Но когда сбудется, - вот, уже и сбывается, - тогда узнают, что среди них был пророк.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Сана та ӳт кастарманнисем хушшинче аркатса тӑкӗҫ, эсӗ те, хӗҫ айне пулса, вилнисемпе пӗрле выртӑн.28. И ты будешь сокрушен среди необрезанных и лежать с пораженными мечом.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Унта — Мешехпе Фувал хӑйсен пӗтӗм пысӑк йышӗпе; ун тавра — вӗсен тупӑкӗсем, пурте — ӳт кастарманнисем, хӗҫ айне пулса пӗтнӗскерсем, мӗншӗн тесессӗн вӗсем чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Унта — Елам, унӑн тупӑкӗ тавра унӑн пӗтӗм пысӑк йышӗ, вӗсем пурте — хӗҫ айне пулса вилнӗскерсем, ӳт кастармасӑр ҫӗр тӗпне аннӑскерсем, чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑскерсем, халь ӗнтӗ вӗсем виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе пӗрле хурлӑх кураҫҫӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унӑн тупӑкӗсене ҫӗр тӗпне чи аяла лартнӑ, унӑн эшкерӗ — унӑн тупӑкӗ тавра, чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑскерсем, вӗсем пурте хӗҫ айне пулса вилнӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Унта — Ассур тата унӑн пӗтӗм пысӑк эшкерӗ, унӑн тавра — эшкерӗн тупӑкӗсем, вӗсем пурте хӗҫ айне пулса вилнӗ.22. Там Ассур и все полчище его, вокруг него гробы их, все пораженные, павшие от меча.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Египет тӗрекӗсем ӳкӗҫ те, унӑн мӑнаҫлӑхӗпе хӑвачӗ те сӳнӗ; унта Мигдолран Сиенӑна ҫитиччен хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ, терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӗҫ Египет ҫине кайӗ, Египетра вилекенсем ӳкме пуҫласассӑн, унӑн пуянлӑхне туртса илсессӗн, никӗсне ишсе пӑрахсассӑн, Эфиопи ҫӗрӗнче те сехӗрленӗҫ; 5. Эфиопи, Ливи, Лиди, пӗтӗм хутӑшнӑ халӑх тата Хуб, халал ҫӗрӗн ывӑлӗсем — пурте вӗсемпе пӗрле хӗҫ айне пулса вилӗҫ.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл ытти патшалӑхсенчен вӑйсӑртарах пулӗ, халӑхсем умӗнче урӑх мӑнаҫланаймӗ; ытти халӑхсене пуҫ пулса ан тӑччӑр тесе, Эпӗ вӗсене кӗҫӗне хӑварӑп.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Турӑ тата ҫапла калать: хӗрӗх ҫул иртсессӗн халӑхсем хушшинче сапаланса пурӑнакан египетсене пӗр ҫӗре пуҫтарӑп; 14. Египета тыткӑнран тавӑрӑп та вӗсене каялла Пафрос ҫӗрне, хӑйсен тӑван ҫӗрне, илсе килӗп, вӗсем ҫавӑнта вӑйсӑр патшалӑх пулса пурӑнӗҫ.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ун ҫине мур чирӗ ярӑп, урамӗсенче юн юхтарӑп, унта пур енчен те вӗлерекен хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.