Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑкӑр татӑкӗ тупма тӑрӑшнӑ; ӑна эсир, вӗреннӗ ҫынсем, чӑн-чӑнах тӑрӑшни, ҫыншӑн ҫын чунтан-чӗререн тӑрӑшни тесе шутлатӑр, ҫапла-и?О куске хлеба; это, по-вашему, по-ученому, реальная, истинная, человеческая забота, не правда ли?
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун урлӑ вӗсем пӗр-пӗрне запискӑсем те ҫыра-ҫыра янӑ; унпа пӗрле ӗҫлекен ҫын хваттерӗнче, Филантьев столоначальник патӗнче, — «авланнӑ ҫын патӗнче, ваше превосходительство, мӗншӗн тесен эпӗ хуть пӗчӗк ҫын та ӗнтӗ, анчах хӗрӗн таса чысӗ, ваше превосходительство, маншӑн хаклӑ; ман умра пӗр-пӗринпе тӗл пулчӗҫ, пирӗн укҫисем вӑл ҫулти ача валли учитель тытмалӑхах мар-ха та, анчах сӑлтавӗ пулнӑ пек ӗнтӗ, ваше превосходительство», т. ыт. те.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл начар ҫемьерен тухнӑ тата, сирӗнпе танлаштарсан, чылаях чухӑн пулин те, ӑна качча илни сирӗн ӗҫе питех те ӑнтармалла: эсир укҫаллӑ ҫын, вӑл хитре те ӑслӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗр, ӑна чаплӑ ҫынсемпе паллаштарсан, вӑл ҫав ҫынсем хушшинче ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑнмалла; ку усӑллӑ пулассине кашни упӑшках ӑнланать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ирхине сакӑр сехетре тарҫӑ ӗнер килнӗ ҫын патне пырса алӑка шаккарӗ — килнӗ ҫын сас памасть; тарҫӑ хытӑрах, питӗ хытӑ шаккарӗ — килнӗ ҫын ҫаплах чӗнмест.
I. Ухмах // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр ҫын катӑкрах, пӗр ҫын ытларах… — ӳпне тӑсӑлса выртнӑ та Макар, хӑй умӗнчи кӑлканӑн ҫыхланчӑк тунисене ҫывӑхран тинкерсе, хӑй ҫинчен мар, урӑх ҫын ҫинчен шухӑшланӑ пек, пӗр пӑлханмасӑр шухӑшласа выртать.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Килнӗ ҫын хӑйне районти хӑшпӗр пуҫлӑхсем пек тытманни вӗсене питӗ килӗшрӗ: ку ҫын ҫуна ҫинчен сиксе аннӑ-анманах портфельне хӗстерсе ҫынсем умӗнчен турех ял Советнелле иртсе каймарӗ, лавҫине пулӑшрӗ, лаша тыткалама тахҫанах пӗлнине кӑтартса, хӑех лашине тӑварма пуҫларӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӑткӑнлӑха пула ухмахланса кайса, выльӑх пек тискеррӗн мӗкӗрсе, ҫын пуҫ мимипе нервисене тӑранма пӗлми хыпса ҫӑтакан хула хырӑмӗнче ҫынсем хӑйсен пурнӑҫӗпе ҫырлахса пурӑнаҫҫӗ; ҫакӑн пек кулӑшла мӑнтарӑн ҫынсене нихҫан та тӗл пулман эпӗ…
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вӑл — ачанни пек уҫӑ куҫлӑ пысӑк ҫын — хӑйне ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫран кӑларса пӑрахать те, салхуллӑн кулкаласа, пурнӑҫа юрӑхсӑр, ҫавӑнпа та пӗтмелле ҫынсем хушшине тӑратать, эпӗ ҫын хӑйне ҫапла пӗтерме пултарнӑран ҫав тери тӗлӗнсе кайрӑм, мӗнпуринчен татӑлнӑ, йӑлтах хирӗҫлекен, кирек мӗн тӗлӗшӗнчен те хӑйсен хаярлӑхне кӑтартма хатӗр нумай босяксем шухӑшланине халиччен курманччӗ эпӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫакӑ чунӗпе ача пек те пӗвӗпе улӑп пек ҫын ҫине, ӗҫ тесен чунне парса ӗҫлекен ҫын ҫине пӑхма кӑмӑллӑччӗ, — кашни ҫынах кирек мӗнле ӗҫре те ҫапла пулмалла та.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫынпа хӑйӗнпе те тем чухлех ӑнланмалла мар япаласем пулса иртеҫҫӗ: чылайччен аванах пурӑнать ҫын — ним те ҫук, унтан сасартӑк ӑнланса илмелле мар палкама пуҫлать е ют ҫын сассипе кӑшкӑрма тытӑнать, е каҫсерен ыйхӑ тӗлӗшпе аташса ҫӳрет; тепри кӗтмен ҫӗртенех кукӑрӑлса ӳкет те, ҫӗр ҫинче тапкалашма тапратать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Начальник хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсемшӗн ашшӗ пулать, тенине вӑл килӗнчех илтнӗ, ҫавӑнпа та вӑл ӑна чӑн-чӑн ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, килти ҫын, тесе шутланӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ мӗн — Тарантьев калаҫма ҫеҫ ӑста пултарнӑ; сӑмахпа вӑл пур ӗҫе те, уйрӑмах ҫын ӗҫне, уҫӑмлӑн та ҫӑмӑллӑн татса панӑ; анчах пӗр пӗчӗк ӗҫ тумалла пулсанах, тӳррипе каласан, хӑйӗн теорийӗпе практикӑра усӑ курмалла пулсанах, вӑл вара пачах урӑх ҫын пулнӑ; вӑл унта пултарайман — ӑна сасартӑках йывӑрлӑх та, чир те кансӗрленӗ, ӑна ҫынсенчен те лайӑх мар-мӗн, е уншӑн мӗнле те пулин урӑх ӗҫ сиксе тухнӑ, вӑл ҫав ӗҫе пуҫӑнман, пуҫӑнсан та — ӗҫ мӗнпе вӗҫленессине курма турӑ ан хуштӑр.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тарантьев пур япала ҫине те кӑмӑлсӑррӑн, ҫурма йӗрӗнсе, ниме те ырӑ суймасӑр пӑхать, вӑл тӗнчере пурне те, йӑлтах вӑрҫма хатӗр; вӑл мӗнле те пулин тӗрӗс мар кӳрентернӗ ҫын, е хӑйӗн темле тивӗҫлӗ хакне тупайман ҫын тейӗн, е тата, вӑл ҫирӗп кӑмӑллӑ ӑнӑҫсӑр ҫын, хӑй шӑпине ирӗксӗррӗн те кулянмасӑр пурӑннӑскер пулӗ, тейӗн.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӑйӑхлӑ ҫын та, леш якорлӑ ҫын та, иккӗшӗ те вӗсем, хӑйсене паллаттарас мар тесе, юри урӑхла тумланнӑ ҫынсем пулнӑ.Усатый, так же как и тот, с якорем, они оба, чтобы не выдать себя, был переодеты.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Те айван ӗнтӗ эпӗ ытла та, те усал тӑвакан ҫын, пӗлейместӗп; анчах тӗрӗсси пӗрре: эпӗ те ҫавӑн вырӑнӗнчи ҫын пекех хӗрхенме тивӗҫлӗ ҫын, унтан ытларах та пулӗ, тен: ман чуна чаплӑ пурнӑҫ пӑснӑ, шухӑшӑм канӑҫсӑр, чӗрем тӑрана пӗлмен; мана пурте сахал пек; кулянассине те, савӑнӑҫа хӑнӑхнӑ пекех, час хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа вара пурнӑҫӑм та кунсерен пушанса пычӗ; манӑн халӗ ҫул ҫӳресси кӑна тӑрса юлчӗ ӗнтӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗҫ — эсир, урасӑр ҫын, ку таранччен пӗтӗм тӗнчипех питӗ лайӑх сывлӑхлӑ ҫынсем ҫеҫ, вӗсенчен те ҫӗр ҫынтан пӗри ҫеҫ тума пултаракан ӗҫе тӑвакан пулнинче.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей урасӑр пурнӑҫ ытти ҫынсен пурнӑҫӗнчен нумай йывӑртарах та кӑткӑсрах пулассине ӑнланса тӑчӗ, ҫавӑнпа та вӑл хӑй сисмесӗрех Комиссар патнелле, хӑйне темле йывӑр пулсан та чӑн-чӑн пурнӑҫпа пурӑнма пӗлекен, хӑй чирлӗ пулин те ҫынсене хӑй еннелле магнит пек туртса тӑракан ҫын патнелле туртӑнчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«83) йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсем, йывӑр ҫын пулнӑ тата ача ҫуратнӑ май отпускра шутланакан хӗрарӑмсем, ача виҫӗ ҫула ҫитиччен ача пӑхма паракан отпускра шутланакан граждансем, енчен те вӗсем ӗҫ паракан ӗҫ договорӗ тума килӗшменнипе, ҫапла майпа Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫлев кодексӗпе палӑртнӑ гарантисене пӑснипе, малтанхи ӗҫе таврӑнассипе, ӗҫ укҫине шыраса илессипе, ҫав шутра ирӗксӗр тунӑ прогул вӑхӑчӗшӗн, ӗҫ параканӑн тивӗҫсӗр ӗҫӗсене (ӗҫлеменнине) пула кӳнӗ мораль сиенӗшӗн саплаштару укҫине шыраса илессипе, йывӑр ҫын пулнӑ вӑхӑтра тата ача ҫуратнӑшӑн тӳлекен пособие памалла тӑвассипе, ӑна ҫӗнӗрен шутласа парассипе тата шыраса илессипе, ача ҫуралсан пӗр хутчен паракан пособие, ача пӑхнӑшӑн кашни уйӑхра паракан пособие илессипе, ача ашшӗ кам пулнине палӑртассипе тата ҫавӑн пирки пуҫланнӑ тавлашӑва татса парассипе, алимент шыраса илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем енӗпе тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ пама ыйтнӑ чухне;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ ҫинчен" саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №7 от 13 февраля 2018 г.
«91. Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн тара илекен ҫын тата унпа пӗрле пурӑнакан унӑн ҫемйин членӗсем специализациленӗ пурӑнмалли пӳлӗме тара илмелли договор тӑрӑх хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫламан чухне, ҫавӑн пекех тара илекен ҫын тата унпа пӗрле пурӑнакан тӑлӑх ачасем тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасем, тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнчи ҫынсем валли специализациленӗ пурӑнмалли пӳлӗме тара пани ҫинчен калакан договора тара паракан ыйтнипе ҫакӑн чухне суд йӗркипе пӑрахӑҫлама пултараҫҫӗ:
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №22 от 07 марта 2019 г.
Телеграф та кирлӗ пулман, телеграф ҫинчен ҫынсем вӑл вӑхӑтра шухӑшламан та, — ҫав хыпар пӗр ҫынтан тепӗр ҫын патне, пӗр ҫуртран тепӗр ҫурт патне телеграф хӑвӑртлӑхӗпех куҫса пынӑ.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.