Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пит ҫӑмартисене ал лаппипе тӗрелесе, вӑл сӗтелӗн чӗрпекленсе, чернил тумламӗсемпе вараланса пӗтнӗ хӑмисем ҫине пӑхса ларчӗ, Аржанов каласа панине аса илсе, шухӑша кайрӗ:
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Банник чернил кӳлленчӗкне ывӑҫ тупанӗпе шӑлса тӑкрӗ, ура ҫине тӑчӗ.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шут шӑрҫи урайне персе анчӗ, чернил кӗленчи тӳнсе кайрӗ.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Блокнотран татса илнӗ хут листи ҫине чернил тума юрӑхлӑ кӑранташпа лайӑх палӑрмалла, хӑшпӗр ҫӗрте «ять» саспаллипе ҫапла ҫырнӑ:
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тиечук пероне чернил ӑшне ерипен чиксе илет те, ҫырнӑ ятсене икӗ хучӗ ҫинчен те ҫӗнӗ хут ҫине куҫарать.Дьячок макает медленно перо и списывает с обеих бумажек имена на новый листок.
Кӑткӑс ӗҫ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 95–99 стр.
— Чернил пур-и сан?
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Чернил мар, тикӗт ку.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
— Мӗнле чернил ку?
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Феня аллине чернил кӗленчи патнелле тӑсрӗ.
16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Чӑнах та, ҫула май каякансемпе авантарах пулать, — хирӗҫ тавӑрать те Илья Ильич, перона сӗтел ҫине шаклаттарать, унтан ӑна чернил савӑчӗ ҫине чикет, куҫлӑхне хывать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ху пӳлӗмне кай-ха, счетсене мана ыран пар, тата хутпа чернил хатӗрлеме ан ман…— Поди-ка к себе, а счеты подай мне завтра, да позаботься о бумаге и чернилах…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле киревсӗр чернил! — терӗ Обломов.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗне кирлӗ-ха ҫав тетрадьсем, вӗсемшӗн темӗн чухлӗ хут, чернил пӗтерни, вӑхӑта ирттерни?Зачем же все эти тетрадки, на которые изведешь пропасть бумаги, времени и чернил?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шултра та шупка саспаллисем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнмасӑр, ҫӳлти пӗр кӗтесрен пуҫласа аялти тепӗр кӗтесселле чалӑшшӑн анаҫҫӗ, хӑшпӗр тӗлте шупка чернил тумлатнӑ пӑнчӑ курӑнать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл сӗтел еннелле пуҫне пӑрчӗ, унта пуш-пушӑ, чернил та типсе ларнӑ, перо та курӑнмасть, вӑл вара хӑй, тин ҫуралнӑ ача пек, ним пӑшӑрханмасӑр выртнишӗн хӗпӗртерӗ: вӑл шухӑшне те сапаласа пӗтермест, нимӗн те ҫухатмасть…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Крылов Кировӑн ҫыру сӗтелӗ ҫинче, чернил приборӗпе юнашар, тимӗр корпуслӑ тинӗс сехечӗ ларнине курать.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Акӑ хай чернил тӑкӑнни, халиччен те ӑна савалайман-ха.А сейчас пойдет доска с пятном от пролитых однажды чернил, так и не выскоблили.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗҫе вӑл питӗ хӗрсе тытӑнчӗ, хӑй те хӗрелсе кайрӗ, сӑмсине те, ҫӳҫне те пӗтӗмпех ҫӑнӑхпа варласа пӗтерчӗ, анчах ҫак ӗҫ ӑна часах йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, вара вӑл чустине стаканпа касасшӑн пулмарӗ, кивӗ чернил кӗленчипе касса, ҫаврӑм-ҫаврӑм мар, улт кӗтеслӗ ҫӑлтӑр пек касма пуҫларӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Патак, патак, патак… перо шӑхӑрать, патак, хут ҫине чернил тумлать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лампа стена ҫинче ҫакӑнса тӑрать, манӑн пуҫ ӗмӗлки тетраде, чернил кӗленчине, алла хупласа хунӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951