Поиск
Шырав ĕçĕ:
Амӑшӗ куҫпа ҫавӑрса илме ҫук нумай курчӗ, унӑн кӑкринче хыттӑн кӑшкӑрса ярас сасӑ тытӑнса тӑчӗ, вӑл сасӑ кашни сывламассеренех ирӗке тухса кайма хатӗр пулчӗ, вӑл ӑна пӑвса лартрӗ, анчах амӑшӗ, хӑйне кӑкринчен тытса, ҫав сасса чарса тӑчӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Отречемся от старого мира… — илтӗнсе кайрӗ Федя Мазин янӑравлӑ сасӑпа пуҫланӑ юрӑ, вара ҫавӑнтах вуншар сасӑ ӑна вӑйлӑ хум пек ҫӗклентерсе ячӗ:
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл калаҫнӑ чух пур сасӑ та унӑн сӑмахне путрӗ, Рыбинӑн йывӑр сасси лӑпкӑн та вӑраххӑн юхнӑ чух сехет шаккани те, ҫурт стенисене ҫивӗч чӗрнесемпе хыпашлакан сивӗ хуллен шартлатни те илтӗнчӗ.
XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӳлӗмре тӑтӑшах икӗ сасӑ, пӗр-пӗринпе тавлашакан ҫынсен сасси, шавласа тӑчӗ.В комнате непрерывно звучали два голоса, обнимаясь и борясь друг с другом в возбужденной игре.
XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Поезд малаллах ыткӑннӑ, унӑн пӗр пек илтӗнекен хуйхӑллӑ сасси е ыйхӑлакан ту шӑтӑкӗсене, е улӑхсене, е пысӑк мар хула урамӗсене, е эрешмен карти пек урлӑ-пирлӗ каҫакан чугун ҫуллӑ станцисене шавпа тултарнӑ, ҫав станцисенчен, япӑх ҫанталӑк чухнехи пек шавласа, ҫакӑн пекех пӗр пек те хуйхӑллӑ сасӑ кӑларса, пур еннелле те ҫакӑн пек поездсем ирте-ирте кайнӑ.
XXVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Сасси Сӗрӗмӗнни пекех ӗнтӗ, анчах вӑл та темӗнле тӗлӗнмелле те ют сасӑ пек туйӑннӑ.Голос был как будто Дымы, но что-то еще было в нем странное и чужое.
X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫын хӑй сассине, хуть те вӑл чӑн-чӑн сасӑ пулсан та, мӗнле майлӑ сутма пултарнине Сӗрӗм пӗтӗмпех ӑнланса илеймен, — кама кирлӗ пултӑр-ха вӑл, — анчах хӑй малтан пӗрре тӗлсӗр персе янине аса илнӗ те, йӑлтах ӑнланнӑ пек пулса, хыттӑн каланӑ:
VII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Унпа пӗрле ҫынсем те кӗлтунӑ, темӗнле юрӑ юрланӑ, ҫав юрӑ вара карап татах темскертен асӑрхаттарса кӑшкӑртнӑ хурлӑхлӑ сасӑпа хутшӑнса кайнӑ, чатӑр пек тӗтре те сас панӑ, анчах унти сасӑ татах та хурлӑхлӑрах, мӗскӗнтереххӗн илтӗннӗ…
IV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Темиҫе утӑм тусан, кӗнчелеҫҫи майӗпен кӑлтӑртатнине илтрӗм; вӑл пӗрре хытӑрах илтӗнет, тепре пачах шӑпланать; халӗ ӗнтӗ манӑн чӑннипех пурӑнас килми пулса кайрӗ, мӗншӗн тесен кӗнчеле сасси маншӑн тӗнчери чи кичем сасӑ.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫапла виҫҫӗмӗш хут ура кӗлине шаклаттартӑм та, палланӑ сасӑ илтӗнчӗ: сывлама чарӑнтӑм — сасӑ тепре илтӗнессе кӗтетӗп: ҫапла, тӗрӗсех иккен, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ те, ун ҫутинче курах кайрӑм — лешсем ишеҫҫӗ.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ура сассипе нӑшӑкланисӗр пуҫне, урӑх нимӗнле сасӑ та илтӗнмест; виле пытарнӑ чух яланах ҫапла нӑшӑклаҫҫӗ ҫав.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унтан аякра-аякра тӑсмак сулӑ курӑнса каять, ун ҫинче пӗр-пӗр услапӗ вутӑ ҫурать — сулӑ ҫинче яланах вутӑ ҫураҫҫӗ — сулмаклӑн аялалла анакан пуртӑ ялкӑшса илет, унӑн сасси хӑй тепӗр хут ҫӳлелле ҫӗкленсен тин илтӗнет, шыв ҫинче сасӑ час ҫитмест.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ку вӑл Джим сасси пулчӗ — ҫакӑнтан кӑмӑллӑрах сасӑ эпӗ ӗмӗрне те илтмен.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Илтетӗп, ҫын каллех кӑшкӑрать, каллех ман хыҫра, анчах урӑх тӗлерех, халӗ ӗнтӗ вӑл пӗр чарӑнмасӑр кӑшкӑрать, анчах унӑн сасси тӗрлӗ вырӑнтан; илтӗнет, эпӗ те ҫав сасӑ хам умра илтӗнекен пуличченех ӑна хирӗҫ кӑшкӑртӑм: вара тинех ӑнлантӑм: манӑн кимӗ юхӑма май ҫаврӑннӑ, апла халь пӗтӗмпех йӗркеллӗ: кӑшкӑраканни — Джим, пӗр-пӗр урӑх сулӑҫӑ мар.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вара сасӑ илтӗннӗ еннелле васкарах ишме тытӑнтӑм, сасӑ татах илтӗнмӗ-ши тесе, хушӑран тӑнласа тӑратӑп.Я стрелой полетел в ту сторону, а сам прислушиваюсь, не раздастся ли крик снова.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Хисеплӗ витязь, сиртен ыйтма хӑюлӑх ҫитерем-ха, — калаҫма пуҫларӗ вӑл йӑпӑлти сасӑпа, — ҫак ытарлӑ сӑмахсене эсир хӑвӑрӑн пуҫӑр шухӑшлама пултарнипе каларӑр-и, е ӑнсӑртран чухласа илсе, сасӑ тенипе сывлӑша чӗтретсе илме шутларӑр-и?
VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Лапах ҫак вӑхӑтра майорӑн хӑлхи ҫӑмӑл сасӑ илтрӗ, сасси чуллӑ ҫӗр ҫумӗнчи стена хыҫӗнчен илтӗннӗ пек туйӑнчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах ҫак минутра рояль сасси ҫумне тата юрланӑ сасӑ хутшӑнчӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Сасартӑк ӑна аякра темле кӗрленӗ сасӑ хӑпарни, аслати кӗрленӗ пек хӑрушӑ та хулӑм сасӑ таҫта ҫӗр тӗпӗнче кӗрӗлтетсе тӑнӑ пек илтӗнчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Мӗкӗрнӗ сасӑ — темрен хӑранӑ чӗрчунсен мӗкӗрнӗ сасси — пӗрмай ҫывхарса килет.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.