Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫар пурлӑхне Астрахань ҫеҫенхирӗнчи тӗвесемпе Таджикистан ашакӗсем, монголи лашисем кӳлнӗ авалхи дормезсем тата пӗр икӗ ӗмӗр каялла тунӑ, чӗриклетекен те аран-аран сӗтӗрӗнсе пыракан, туртса кӑлармалли пусмаллӑ, кучерсем валли тунӑ ҫӳллӗ ларкӑчлӑ та кӑшкарӗ хыҫне лакейсем валли ятарласа тунӑ балконлӑ, ылттӑн герблӑ дворцовӑй венски кӑвак каретӑсем ҫине те тиенӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Почта лашисем тытӑр, анчах тархасшӑн урӑх ҫулпа, Никольски вулӑсӗ урлӑ кайӑр…— Наймите почтовых лошадей и, пожалуйста, другой дорогой, через Никольскую волость…
XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Айккинчи лашисем, постромкӑсене карӑнтармасӑрах, аран-аран урисене ярса пусаҫҫӗ, тӗпе кӳлни кӑна, нумай ҫӳренипе хӑйӑрпа хутшӑнса саралнӑ кӗрпеклӗ юра ҫӑрса, ҫунана туртса пырать.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Председатель пуласлӑх ҫинчен шанчӑклӑн калани, иртни ҫинчен хумханса аса илни, аса илсе, вӑл чи малтан колхоз тыррисемпе лашисем ҫинчен, сӑмах май кӑна ӗҫкунӗсем ҫинчен каласа пани — ҫаксем пурте уйрӑм япаласем пулнӑ, анчах партин опытлӑ работникӗн сисӗм-туйӑмӗ Андрее уйрӑм япаласенчен пӗр-пӗтӗмӗшлине ӑнланса илме пулӑшрӗ: сӑмахран сӑмахах коммунистӑн сӑн-пичӗ туллинрех палӑрса пычӗ.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Лашисем куҫӗсене вылятнӑ тата хартлатнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Паркран тӳрех крыльца патне иккӗн ӗрӗхтерсе ҫитрӗҫ те, лашисем ҫинчен сиксе анса, палаца енне чупса пычӗҫ.Из парка прямо к подъезду подлетели двое и, спрыгнув с лошадей, побежали к палацу.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Унта нимӗҫсен лашисем тӑраҫҫӗ…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Пӗр уйӑх ӗнтӗ вӗсен лашисем пирӗн сӗлле ҫисе тӑраҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Унӑн лашисем, суккӑр пек, хирӗҫ килекен урапасем, ҫынсем ҫине пырса тӑрӑнаҫҫӗ, хуҫи тавра вӑра хаяррӑн ятлаҫнисем текӗлтура пек явӑнаҫҫӗ, ҫилленсе кӑшкӑрнисем сывлӑша касса каяҫҫӗ.
XXI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫыннисем те ҫавах, анчах кӑмӑллӑрах, мужикӗсем те ҫавсемех, вӗсем те шурӑ кӗпе тӑхӑнаҫҫӗ, анчах вӗсем ӗлӗкхи Хӑвалӑх ҫыннисен евӗрлех, хӑйсене панӑ ирӗклӗхе манман, кӗписем тасарах та тирпейлӗрех, ачисем патмартарах, пурте шкулта вӗренеҫҫӗ, ҫӗрӗ-шывӗ нумайрах, тырри-пулли те ӑнӑҫлӑрах; лашисем вӑйлӑрах та самӑртарах, плугӗсем тарӑнрах та сарлакарах илеҫҫӗ, ӗнисем вара пӗрер витре сӗт параҫҫӗ…
X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Унтан вӗсем арена тавра хытӑран та хытӑрах сиктерсе чупрӗҫ, йӗнер ҫинче шутсӑр меллӗн ташларӗҫ: пӗрре пӗр урине сывлӑшалла ҫӗклеҫҫӗ, тепре — тепӗр урине; ҫак ӗҫсене тума хушаканни арена варринче шӑчӑ тавра уткаласа ҫӳрет, чӑпӑрккине шартлаттарса «хоп-хоп!» тесе кӑшкӑрать, ун хыҫӗнче ҫӳрекен клоун шӳт тӑвать; унтан лешсем пурте йӗвен аврисене ячӗҫ, дамисем аллисене пилӗк ҫине, арҫынӗсем кӑкӑр ҫине хӗреслесе хучӗҫ, лашисем ташла-ташла чӗркуҫленчӗҫ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Арҫынсем, каллех лашисем ҫине утланса, ҫав ачасене хӑвалама тытӑнчӗҫ.Как только мужчины их увидели, они опять вскочили на лошадей и погнались за ними.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Вӑл хӑнара пулнӑ, каҫалапа хӑйӗн негр хӗрарӑмӗпе пӗрле лашаллӑ паром ҫине ларса, юлташ-хӗрарӑм патне, темӗнле мисс патне, хушаматне астумастӑп, ҫӗр каҫма кайнӑ; вӗсем хӳре тытмалли кӗсмене ҫухатнӑ, шыв вӗсене икӗ мильӑна яхӑн юхтарса кайнӑ, паром ҫӗмрӗк пӑрахут ҫине хӳрипе пырса тӑрӑннӑ, паромҫи, негр хӗрарӑмӗ, лашисем путса вилнӗ; Гукер мисс, темӗнрен тытса, ҫав пӑрахут ҫине кӗме пултарнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Экспедицин вилнӗ лашисем вырӑнне кунти пушхирсенче урӑх ниҫтан та тупаймастӑн, ҫак нимне пӗлмелле мар эпидеминчен ытти лашасем те вилсе пӗтсен, вара малалла кайма та питӗ йывӑрланать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Юланутҫӑсем хӑйсен маттур лашисем ҫинче кӑмӑл тулнӑ таранах сиктерсе пыма пултараҫҫӗ, анчах епле пулсан та вӗсен фургонран аякка каймалла мар.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл ӑна ӳкӗтлесе калать, вӗсен лашисем Таукӑна хӑваласа ҫитеймеҫҫӗ, вӑл ӗнтӗ кашкӑрсене те инҫе-инҫе тӑратса хӑварнӑ, тет.Он убеждал его, что их лошади не смогут догнать Тауки, что она опередила намного даже волков,
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Калаҫупа йӑпаннӑ май вӗсем хӑйсен лашисем утса пынине сисмен те; ҫав хушӑрах вӑхӑта ахаль ҫухатса пымашкӑн юрамасть: хыҫра юлнисене те асра тытмалла.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Гленарванпа Роберт лашисем, ун пекех мар пулсан та, пурпӗрех малалла пыраҫҫӗ, вӗсем те, ахӑрнех, Таука пек пуласшӑн пулмалла.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫулҫӳревҫӗсен халтан кайнӑ лашисем, паллах, вӗсене хӑваласа ҫитме пултараймаҫҫӗ.Измученные лошади путешественников, конечно, не могли догнать их.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсем пӗрре сиккипе, тепре уттарса кӑна пыраҫҫӗ, — ахӑрнех Аргентинӑн лашисем юртӑпа пыма пӗлмеҫҫӗ пулмалла.Они ехали то вскачь, то шагом, — очевидно, рысь была несвойственна аргентинским лошадям.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.