Поиск
Шырав ĕçĕ:
28. Вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗ ҫумне йӗркесӗр ӗҫ хуш, вӗсем Сан умӑнта тӳрре ан тухайччӑр; 29. вӗсем чӗррисенӗн кӗнекинчен ҫухалччӑр, вӗсем тӳрӗ ҫынсемпе пӗрле ан ҫырӑнайччӑр.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑйсен ӗҫми-ҫими вӗсене серепене ҫаклатаканни пултӑр, чипер ӗҫнӗ-ҫинӗ чухнех танатана ҫакланччӑр; 24. куҫӗсем тӗттӗмленччӗр, курми пулччӑр, вӗсене ӗмӗрлӗхе вӗчесӗр ту; 25. вӗсем ҫине хаярлӑхна ҫитер, вӗсене ҫиллӳн ҫулӑмӗ ҫавӑрса илтӗр; 26. вӗсенӗн ҫурчӗ-йӗрӗ пушанса юлтӑр, чатӑрӗсенче пурӑнакан ан пултӑр, 27. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Эсӗ хӗн кӑтартнӑ ҫыннах хӗсӗрлеҫҫӗ, Эсӗ суранлатнисенӗн асапне ӳстереҫҫӗ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Манӑн чунӑм арӑслансем хушшинче; эпӗ вут-ҫулӑмпа сывлакансем хушшинче, этем ывӑлӗсем хушшинче выртатӑп, вӗсенӗн шӑлӗсем — сӑнӑпа ухӑ, вӗсенӗн чӗлхисем — ҫивчӗ хӗҫ.
Пс 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Каҫхине те, ирхине те, кӑнтӑрла та йӑлӑнӑп, йӗрсе тархаслӑп — Вӑл манӑн сассӑма илтӗ, 19. мана тапӑнакансем темӗнле йышлӑ пулсассӑн та, Вӑл манӑн чунӑма хӑтарса лӑплантарӗ; 20. Турӑ илтӗ, ӗмӗрех Пурӑнаканӗ вӗсене пӑхӑнтарӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем улшӑнмаҫҫӗ; вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ, 21. хӑйсемпе тату пурӑнакансем ҫине алӑ ҫӗклерӗҫ, хӑйсемпе хывнӑ килӗшӗве пӑсрӗҫ; 22. вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ ҫуран та ҫемҫерех, чӗринче вара — курайманлӑх; сӑмахӗсем паха ҫуран та чеченрех, хӑйсем — йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫ пекех.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсене, сурӑхсене хупнӑ пек, ҫӗр тӗпне хупса хурӗҫ; вӗсене вилӗм кӗтӳҫӗ пек кӗтсе ҫӳрӗ, сӑваплисем ирхине вӗсен пуҫлӑхӗсем пулӗҫ; вӗсенӗн вӑйӗ пӗтсе ларӗ; вӗсенӗн килӗ — виле шӑтӑкӗ.
Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Айӑпсӑр ҫынсенӗн кунӗсене Ҫӳлхуҫа пӗлсе тӑрать, вӗсенӗн пурлӑхӗ ӗмӗре пырӗ: 19. хаяр вӑхӑтра вӗсем намӑса юлмӗҫ, выҫлӑх ҫулсенче те тутӑ пулӗҫ; 20. усал ҫынсем путланӗҫ, Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсем путек ҫӑвӗ пек ҫухалӗҫ, тӗтӗм ӑшӗнче ҫухалӗҫ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Чухӑна, мӗскӗне пӗтермешкӗн, тӳрӗ ҫулпа пыракансене чиксе пӑрахмашкӑн усал ҫынсем хӗҫне кӑлараҫҫӗ, уххине карӑнтараҫҫӗ: 15. вӗсенӗн хӗҫӗсем хӑйсен чӗрисенех тӑрӑнӗҫ, уххисем арканӗҫ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах Унӑн сӑнӗ — усал тӑвакансене тӳртӗн: Вӑл вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтересшӗн.17. Но лице Господне против делающих зло, чтобы истребить с земли память о них.
Пс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун ҫине шанса пӑхакансем ҫутӑлса кайрӗҫ, вӗсенӗн пичӗ-куҫӗ намӑс курмӗ.6. Кто обращал взор к Нему, те просвещались, и лица их не постыдятся.
Пс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — Хӑйӗнчен хӑракансем ҫинче, Унӑн ырӑлӑхне шанакансем ҫинче: 19. Вӑл вӗсенӗн чунӗсене вилӗмрен хӑтарӗ, выҫлӑхра тӑрантарса, вӗсене тутӑ усрӗ.
Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен пӑхса тӑрать, этем ывӑлӗсене пурне те курать; 14. Хӑй ларакан аслӑ пуканӗ ҫинчен ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те курать Вӑл: 15. вӗсенӗн чӗрисене пурне те Вӑл пултарнӑ, вӗсенӗн пур ӗҫне те тимлет Вӑл.
Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсенӗн сасси пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сарӑлать, вӗсенӗн сӑмахӗ ҫут тӗнче хӗрринех ҫитет.5. По всей земле проходит звук их, и до пределов вселенной слова их.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсенӗн сассине илтмен пӗр чӗлхе те, пӗр халӑх та ҫук.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чунӑма усал ҫын аллинчен Хӑвӑн хӗҫӳпе хӑтар, 14. эй Ҫӳлхуҫа, ҫав ҫынсенчен, ҫак тӗнче ҫыннисенчен, ҫак пурӑнӑҫ ҫинчен ҫеҫ шухӑшлакансенчен Хӑвӑн аллупа хӑтарсам мана; вӗсенӗн хырӑмне Эсӗ Хӑвӑн иксӗлми пӳлмӳрен тултаратӑн; вӗсенӗн ывӑлӗсем тутӑ, хӑйсенчен мӗн юлнине вӗсем ачисене парса хӑварӗҫ.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑн тӗлӗнмелле ырӑлӑхна кӑтартсам; [Хӑвна] шанакансене Хӑвӑн сылтӑм аллуна хирӗҫ тӑракансенчен Ҫӑлакан, 8-9. куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхӑ усрасам мана; хама тапӑнакан усал ҫынсенчен, чун-чӗрем тӑшманӗсенчен, хупӑрласа илнӗ тӑшмансенчен, Хӑвӑн ҫунату хӳттине илсемччӗ мана: 10. вӗсенӗн чӗри ҫу ӑшне путнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗпе мӑнаҫлӑн калаҫаҫҫӗ.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсӗ халӑхсене ҫилленсе ҫитрӗн, усал ҫынна пӗтертӗн, вӗсенӗн ятне ӗмӗр-ӗмӗре ҫухатрӑн.6. Ты вознегодовал на народы, погубил нечестивого, имя их изгладил на веки и веки.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара Сана шанакансем пурте савӑнӗҫ, ӗмӗрӗпе хавасланӗҫ, Эсӗ вӗсенӗн хутне кӗрсе тӑрӑн; Санӑн ятна юратакансем Санпа мухтанӗҫ: 13. эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ тӳрӗ ҫынна пиллӗх паратӑн; хулканпа хӳтӗленӗ пек, ӑна ырӑлӑхупа витсе усратӑн.
Пс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсенӗн ҫӑварӗнче чӑнлӑх ҫук: вӗсенӗн чӗри — пӗтермӗш, вӗсенӗн карланки — уҫӑ тупӑк, чӗлхипе йӑпӑлтатса калаҫаҫҫӗ.10. Ибо нет в устах их истины: сердце их - пагуба, гортань их - открытый гроб, языком своим льстят.
Пс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӗр патшисем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ, Вӑл ҫу сӗрсе лартнӑ Патшана хирӗҫ тӑраҫҫӗ, пуҫлӑхсем пӗрле пухӑнса каварлашаҫҫӗ: 3. «вӗсенӗн тӑллине татса ывӑтар, вӗсенӗн сӑнчӑрне ҫапса аркатар» теҫҫӗ.
Пс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Усаллӑхран пӑрӑнччӑр тесе, ӑса кӗртмешкӗн вӗсенӗн хӑлхине уҫать.10. и открывает их ухо для вразумления и говорит им, чтоб они отстали от нечестия.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.